Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УНРА – ИРТНĔ ĂРУСЕН ВĂЙ-ХĂВАЧĔ, ĂС-ТĂНĔ, ИЛЕМĔ
Николай Тихонович Ярускин Иисус Христоспа пĕр кун – раштавăн 7-мĕшĕнче – çут тĕнчене килнĕ. Вăхăчĕ те çĕршывшăн, уйрăмах хресченшĕн, пăлхануллă пулнă: 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле коллективизаци тăвас ĕç-хĕл Ленинăн ялсене коопераци тумалли план чиккинчен тухса кайнă. Вăтам пурнăçпа пурăнакан хресченсемех кулаксен шутне кĕнĕ. Вĕсен ир тытăнса каçчен канмалли кунсемсĕр тар тăкса пухнă пуянлăхне туртса илсе хăйсене çемйи-çемйипе çын пурăнман вырăнсене ăсатнă. Çак шăпа авăрне Ярускинсем те çакланнă. Коллективизаци сĕрĕмĕ кулак ачисене пурнăç картлашкипе çӳлелле хăпарма паман. Вĕсенчен кулнă, вĕсене мăшкăлланă. Николай Тихонович çак пăтăрмахра ыррине питех курмасан та чысне сутмасăр пурнăçне йĕркелеме пĕлнĕ. Хĕрĕх виçĕ çул ял хуçалăхĕнче шофёрта ĕçлесе 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçнĕ. Паян Ĕç ветеранĕн тата çĕршывăн пысăк наградин кавалерĕн чунĕнче – иртнĕ ăрусен вăй-хăвачĕ, ăс-тăнĕ тата илемĕ тапса тăрать.
Ентешĕмĕрĕн ашшĕ-амăшĕ – Тихон Яковлевичпа Агреппина Дмитриевна – вĕренмен çынсем пулмасан та тĕреклĕ хуçалăхлă пурнăçпа пурăннă. Урăхла каласан – вăтам хресченсем пулнă.
Çемьере ĕç тарĕпе пиçсе çичĕ ача çитĕннĕ:Алексей, Варвара, Марфа, Анна, Раиса, Мария тата Николай.
Ашшĕ пур ачине те ура çине тăратса ĕлкĕреймен, кулаксене тĕп тума хăтланнă тапхăрта чирлесе тата вăйсăрланса юлнă. Вăл вилнĕ чухне – 1931 çулта – кĕçĕн ачи Николай çулталăк çурăра анчах пулнă-ха.
Агреппина Дмитриевна çичĕ ачапа тăрса юлнă. Пурнăçа çĕнĕрен пуçласа ямалла пулнă. Малтан пуçтарăнса пынă пуянлăх пĕтĕмĕшлех колхоз харпăрлăхне куçнă вĕт-ха.
Çемье парăнман: ытти колхозниксемпе пĕрле çĕнĕ пурнăç никĕсне хывнă. Мĕнле йывăр пулсан та Николай ултă класс пĕтеретех, салтак ячĕ тухиччен колхозри пур ĕçсенче те пилĕкне авса туптанать.
1951 çулта унăн салтак ячĕ тухать.
Калугăри авиаци чаçĕн хуçалăх взводĕнче 4 çул та 7 уйăх водитель ĕçĕсене пурнăçлать.
Николай Тихонович И.Сталин вилнĕ çул салтакра пулнă-ха.
- Митинг пулчĕ. Пурте вăл çĕршывăн мĕнле аван пуçлăхĕччĕ тесе йĕреççĕ… Çук, эпĕ ун çине хăяккăн пăхман. Вăл çĕршывпа хуçаланнă вăхăтра пурте пĕр шайра пурăнатчĕç. Çавăнпа ăна хисепленĕ те, - тет ассăн сывласа.
1955 çулта ентешĕмĕр салтакран Анат Тимĕрçене таврăнать. Çур çултан ял хĕрĕпех – Нина Васильевна Кискипе – çемье çавăрать.
Ярускинсен 1956-1963 çулсенче Александр, Валериян, Анатолий, Ирина çут тĕнчене килеççĕ. Аслăрах икĕ ачи вилнĕ ĕнтĕ. Анатолий Анникавра экономистра вăй хурать, çемьеллĕ. Ирина вара Мускавра телейне тупнă, фармацевт.
Николай Тихонович мăшăрĕпе телейлĕн 2005 çулччен пурăнать. Салтакран таврăнсанах колхозра шофёрта ĕçлеме тытăнать те 1993 çулччен руль умĕнчен каймасть. 1990 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та. Çак хушăра хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа 1966 çулта «Ĕçре палăрнăшăн» медале, 1973 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, каярахпа нумай юбилей медалĕпе кăкăр çине çакмалли паллăсене, сумлă ятсене тивĕçет.
2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче 82 çул тултаракан ентешĕмĕр сап-сарă та хулăн пĕренесенчен тунă пилĕк пӳлĕмлĕ çуртра пĕчченех пурăнать. Унăн 30 сотăй çĕр лаптăкĕ, пахча çимĕç тата улма-çырла çитĕнтермелли пӳрт çумĕнчи çĕр лаптăкĕ пур. Унта паян та шурă-хĕрлĕ хризантемăсем иртен-çӳрене ăмсантарса лараççĕ. Картишне асфальт сарнă. Икĕ хутлă хăтлă хуралтăсем тӳпенелле кармашаççĕ. Кил- çурт таврашне тирпейлĕн тытса илнĕ. Хирти çĕр пайне Аппанов фермерсене тара панă. Хуçалăхра чăхсем пур, итрнĕ çул ентешĕмĕр сысна та çуралаттанă пулнă-ха. Пӳртри пӳлĕмсенче – тĕлĕнмелле хăтлăх тата тирпей-илем хуçаланать.
- Ĕçсем пĕтрĕç. Кунсем кĕскелсе, каçсем вăрăмланса пыраççĕ. Пушă вăхăтăма телевизор курса ирттеретĕп. Уйрăмах хыпарсем итлеме, «Пусть говорят», «Суд идёт» кăларăмсене курма кăмăллатăп, - тет Николай Тихонович.
Сакăрвуннăран иртнĕ ентешĕмĕрĕн çамки çинче пĕркĕленчĕксем те палăрмаççĕ-ха. Тирпейлĕ тумланнă. Хăйне кура çамрăклăх вăрттăнлăхĕсене уçса пама ыйтсан:
- Ĕмĕрĕмре чĕлĕм туртса курман, эрех-сăрапа иртĕхмен. Хĕрĕх тăхăр çул мăшăрăмпа пурăнтăм. Вăл эпĕ хĕрĕнкĕ (ӳсĕр мар!) пулнине те тăватă хутчен çеç асăрханă. Сывлăхлă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çын ĕмĕрĕ яланах вăрăм пулать, - тет ăшшăн кулса ентешĕмĕр.
Уйрăлас умĕн Николай Тихонович манран:
- Эсир кам валли çырасшăн-ха ман çинчен? – тесе ыйтрĕ.
Эпĕ:
- Облаçри чăвашсемшĕн, çамрăк ăру валли, анаттимĕрçенсемшĕн… - терĕм.
- Эпир нуша курса пурăнни кама кирлĕ-ши? Ман наградăсем кама тĕлĕнтереççĕ-ши? Паян тăвана тăван та палламасть. Пуянтараххисем пуянсемпе хутшăнма тăрăшаççĕ. Пирĕн пеккисем çине çаврăнса та пăхасшăн мар. Паян пурнăçра МУЛ тени патша. Мул пулсан çынна туянма та, укçалла чыса сутма та пулать, - терĕ ман куçран тинкерсе Николай Тихонович.
Çук, хисеплĕ ентешĕмĕр, эсир çамрăк ăрушăн çут тĕкĕр, чыс тата сум тĕкĕрĕ, пурнăç тĕслĕхĕ шутланатăр. Кулакансем – кулччăр, анчах мĕнле калаççĕ-ха: кайран хамăртан ахăлтатса кулмалла ан пултăр.
Сире Туррăмăр сывлăх та вăрăм ĕмĕр парнелетĕр.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 1001, Хаçат: 2 (1146), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: