Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Патшалăх Думинчи Ульяновск облаçĕн депутачĕ Владислав Третьяк парламента суйланнă хыççăн пĕрремĕш хут журналистсемпе тĕл пулчĕ, малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ.
-Эп ушкăнра ĕçлеме хăнăхнă çын. Çавăнпа та уççăн тата сирĕнпе пĕрле ĕçлесшĕн. Ульяновск облаçĕнче хамăн ĕçе чи малтан спорт сооруженийĕсене хăпартассинчен пуçласшăн. Мĕншĕн тесен сывлăх – наци пуянлăхĕ. Спорт комплексĕсемпе спорт базисем тăвасси кăна мар, шкулсене çĕнĕ йышши тренажёрсемпе тивĕçтересси, тренерсен ĕçне тивĕçлипе хакласа тӳлесси.
Иккĕмĕшĕ – область экономикине аталантарма Раççей тата ют çĕршыв инвестицине явăçтарасси, облаçра заводсемпе ытти предприятисем тăвасси.
Виççĕмĕшĕ – сывлăх сыхлавĕнче халăха пулăшу парасси. Саратов облаçĕнчен депутат пулнă май ют çĕршыв тухтăрĕсене йывăр операцисем тунă çĕре явăçтарнă, Ача çурчĕсенчи тăлăхсене Швецие сиплеме янă.
Мĕнле программăпа ĕçлесси Ульяновск правительствинчен килет. Эпĕ вара вĕсене пурнăçлама, саккун тата укçа-тенкĕ енчен пулăшăп, - терĕ Владислав Александрович.
Депутат нумай вăхăта Ульяновск облаçĕнче ирттерме шантармасть, анчах хăйĕн тăван пулса тăнă регионăн интересне саккун енĕпе хӳтĕлĕ.
 
: 1032, Хаçат: 2 (1146), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: