Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри хаксем çулсерен пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Облаçра управляющи компанисем йĕркеленипе правительствăн хаксен ӳсĕмне тĕрĕслесе тăма та йывăрланса пырать. Шăпах çак ыйтăва çĕкленĕ облаçри Обществăлла палатăн черетлĕ ларăвĕнче.
Экономика министерствин хаксемпе тарифсене шайлаштаракан департамент директорĕ Дмитрий Сычёв сăмахĕпе, коммуналлă тивĕçтерӳсенчи хаксене РФ тарифсен федераллă агентстви йĕркелет.
- 2012 çула ăшă паракан 93 организаципе килĕшӳ туса хаксене палăртнă, коммуналлă тытăмăн 161 организацийĕпе 909 тариф пирки калаçса татăлнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси – патшалăх шайлаштарма пултарайман ĕç. Çавăнпа та юсав ĕçĕ пирки харпăрлăхçăсемпе управляющи компанисен килĕшӳ тумалла, - пĕлтернĕ вăл.
Область прокуратуринчи коррупципе кĕрешекен аслă прокурор Олег Степанов коммуналлă хуçалăхсемпе çыхăннă саккуна пăснă тĕслĕхсемпе паллаштарнă. 2011 çулта кун пек 2786 тĕслĕх тупса палăртнă, ахаль çынсемпе организацисене хирĕç 296 административлă ĕç пуçарнă, 137-шне асăрхаттарнă, 13 ĕçе малалла пăхса тухма прокурор патне çитернĕ, 10 уголовлă ĕç пуçарнă.
Коммуналлă хуçалăхри тивĕçтерӳсемпе тата вĕсен хакĕсемпе кăмăлсăррисем ытларах Ульяновск, Димитровград, Çĕнĕ Ульяновск хулисенче, Майна, Пасарлă Сăскан, Радищево, Çĕнĕ Спасск, Кивĕ Кăлаткă, Мелекесс, Вешкайма, Инза районĕсенче палăрнă.
Обществăлла палата членĕ Татьяна Твердохлеб управляющи компанисен пуçсăрлăхĕсен тĕслĕхĕсене илсе кăтартнă: хваттерсене юпан 10-15-мĕшсенче кăна хутса ăшăтма тытăнсан та, уншăн уйăх пуçламăшĕнченех укçа тытса юлаççĕ юсав ĕçĕсемпе те çаплах – укçине илеççĕ, ĕçне пурнăçламаççĕ.
-Çавăнпа та управляющи компанисен ĕçĕ курăмлă пулмалла: ăçта, мĕн чухлĕ укçа кайнине çынсен пĕлсе тăмалла, - тенĕ вăл.
Унпа Валерий Каменецкий килĕшнĕ. Управляющи компанисем хушшинче конкуренци çукки ыйтусене татса парас ĕçе кансĕрленине палăртнă.
-Управляющи компанисем укçапа мĕнле усă курни те интереслĕ. Нумаях мар çакна пĕлтĕм: пирĕн çурт айккине тасатса тăма уйăхсерен 50-шар пир укçа пухаççĕ. Çав вăхăтра тасатаканăн (дворник) ĕç укçи 8 пин тенкĕ кăна. Ытти укçа ăçта каять? –тарăхса каланă вăл.
Калаçăва хутшăннă кĕпĕрнаттăрăн пулăшаканĕ Вячеслав Ярош ЖКХ тивĕçтерĕсем уçăмлă пулмаллине, çаплах çынсен право енчен хăйсен пĕлĕвне ӳстермеллине палăртнă.
 
: 808, Хаçат: 2 (1146), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: