Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2011 çул вĕçĕнче облаçри Обществăлла палата членĕсем Чăнлă районĕнче пурăнакансене медицина пулăшăвĕсĕр хăварас мар ыйтăва татса парас тесе васкавлă лару ирттернĕ. Пухăннисем регионти сывлăх сыхлавĕн министерствипе Чăнлă район администрацийĕ хушшинчи хутшăнăва пăхса тухнă. Тавлашуллă ыйтăвăн сăлтавĕ – “Большенагаткинская центральная районная больница” сывлăх сыхлав учрежденийĕн комплексне 2012 çулхи кăрлачăн пĕрремĕш тĕлне облаçри патшалăх пурлăхне куçарманни. Çавна пула Аслă Нагаткин пульници укçасăр тăрса юлать, хупăнма пултарать.
Чăнлă район пуçлăхĕ Ханяфи Валиевич Рамазанов лару-тăрăва çапла ăнлантарнă:
-РФ “Об обязательном медицинском страховании” саккуна улшăну кĕртнипе медицина учрежденийĕсене РФ патшалăх пурлăхне 2013 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшчен куçармалла. Аслă Нагаткин пульницина халех облаçа куçарма пултараймастпăр, мĕншĕн тесен унти юсав ĕçĕсене вĕçлемен. Çак тĕллевпе область пире 25 миллион тенкĕ уйăрса панăччĕ. Вăл çителĕксĕр пулнипе район администрацийĕ ку ĕçе вĕçлеме 15 миллион тенкĕ хушнă. Районти депутатсен канашĕ пульницана область пурлăхне куçарма йышăннă ĕнтĕ. Анчах çапла тусан малтан килĕшӳ тунă подрядчиксене укçа тӳлейместпĕр.
Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулован сăмахĕпе, Аслă Нагаткинти пульница – область пурлăхне куçармасăр юлнă пĕртен-пĕр учреждени. Ăна тĕпрен юсаса пĕтерме министерство 2012 çулта та укçа куçарать. Ку пульницара юсав ĕçĕсем мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăнă. Аслă Нагаткин пульницине облаçа куçарманнипе министерство пульницана тытса тăма, эмелпе тивĕçтерме, ĕçлекенсене ĕç укçи пама уйрăм счёт уçман. Регионти саккунпа вара муниципаллă пĕрлĕхсен 2012 çулхи бюджетĕнче медицина учрежденийĕсене тытса тăма укçа уйăрмалла мар, мĕншĕн тесен пĕтĕм пульницасене финанс енчен регионти сывлăх сыхлавĕн министерстви тытса тăрать.
Икĕ ене те итленĕ хыççăн Обществăлла палата членĕсем ку ĕçре чи малтан çынсен интересне шута илме сĕннĕ.
Чăнлă район администрацине пĕр тăхтаса тăмасăр документсене хатĕрлесе министерствăна пама, пуш уйăхĕн пĕремĕшчен пульницана область пурлăхне куçарма сĕннĕ.
 
: 889, Хаçат: 2 (1146), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: