Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ куравсем ĕçлеççĕ.
Нумаях пулмасть архивăн тĕп специалисчĕ А.Ю. Шабалкин çĕнĕ курав уçрĕ. «Верные клятве Гиппократа» курава В.А. Копасовпа Г.И. Суров тухтăрсене халалланă. Пысăк пĕлӳллĕ, пурте лайăх пĕлекен, сывату ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тунă тухтăрсем Чĕмпĕр тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă.
Василий Андреевич Копасов (1851-1922) – психиатр. Чĕмпĕрте ăс-тăн енчен пăсăлнă çынсем валли Карамзин пульницине йĕркелекенĕ. Вăл ăна чĕрĕк ĕмĕр хушши (1894-1922) ертсе пынă, чирлисене çĕнĕ мелсемпе сыватнă. Кунта ĕçлекенсем пĕр çемьери пек пурăннă. Пульница уйрăм хуçалăх тытнă. Вăл вăхăтра Раççейĕпе те кун пек пульницасем сахал пулнă.
Паян Ульяновскра пурăнакансенчен нумайăшĕ Карамзин пульницине кам уçнине пĕлмест те пулĕ. Телее, вăл паян та тĕрĕс-тĕкелех ĕçлет. Кунта çĕр çул каяллахи пекех халĕ те чирлисене сиплеççĕ.
Григорий Иванович Суров (1871-1947) – куç тухтăрĕ, медицина наукисен докторĕ. Ун пирки Турă панă тухтăр теççĕ. Вăл куç чирĕсенчен сыватас тесе нумай мелпе усă курнă. Раççейри ватă çынсен куçĕсене операци тăвакан тухтăрсенчен пĕри. Çар тухтăрĕ пулса вырăспа яппун, пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисене хутшăннă, пин-пин çар çыннине сыватнă.
Григорий Иванович Суров «РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» ята Ульяновск облаçĕнче чи малтан илнĕ.
Г.И. Суров ятне Ульяновскра пурăнакансем нумайăшĕ илтнĕ, пĕлеççĕ. Çĕнĕ хулара Суров урамĕ пур. Автобус маршручĕсем çинче те «Суров урамĕ» тесе çырса хунă.
2012 çулта В.А. Копасов тухтăр çуралнăранпа 160 çул, Г.И. Суров çуралнăранпа 140 çул, Чĕмпĕрти кĕпĕрне пульницинче куç уйрăмне уçни 100 çитет.
Архиври куравпа паллашни медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсене тата медицина вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳ илекенсене уйрăмах усăллă пулĕ.
 
: 729, Хаçат: 2 (1146), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: