Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ангелина Топтыгина Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренет. Хĕрача вĕренӳре кăна мар, спортра та пысăк çитĕнӳсем тăвать. Нумаях пулмасть Атăлçи федераллă округри ăмăртура вăл виççĕмĕш вырăн, Раççей ăмăртăвĕнче çиччĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
“Ангелина питĕ пултаруллă хĕр, - теççĕ шкулти вĕрентӳçĕсем. – Вăл юрлама ăста, сасси питĕ хитре, вĕренӳре те виççĕмĕш класчен “пиллĕк” паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыратчĕ. Халĕ те аван вĕренет, пĕр-икĕ тăваттă кăна. Спортри çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.
Ялти Вячеслав Тражуков ертсе пыракан ирĕклĕ кĕрешӳ секцине виççĕмĕш класран çӳрет вăл.
-Малтан тренер пире чи çăмăл мелсене вĕрентрĕ, ытти хĕрачасемпе кĕрештерчĕ. Секцие сакăр хĕрача çӳрет. Пирĕн класран кăна секцире пилĕк хĕрача тата пĕр арçын ача. Тренировкăсем уроксем хыççăн каçпа 5-6 сехетре пулаççĕ. Киле парса янă ĕçсене хатĕрлесе ĕлкĕретпĕр ĕнтĕ, - каласа парать Ангелина.
Питĕ сăпайлă хĕрача Ангелина. Ун çине пăхсан тĕлĕнетĕн, мĕнле вăл пысăк ăмăртусенче кĕрешсе çĕнтерет? Мĕн чухлĕ вăй тата хăюлăх кирлĕ! Секцие çӳреме тытăнсан пĕрремĕш кĕрешӳрех Ангелина тантăшĕсене çĕнтерет, кайран – районта пĕрремĕш пулать. Облаçри ăмăртăва хутшăнса иккĕмĕш вырăнса çĕнсе илет. “Уркенмесен хĕрачан спортра малашлăхĕ пур”, - тет тренер
Анчах Ангелина вĕренме кăмăллатăн тесе ыйтсан вăл вĕренĕве суйласа илет.
-Эпĕ питĕ вĕренме юрататăп. Килти ĕçсене пурнăçламасăр нихăçан та шкула кайман. Юратнă предметсем – рисовани, математика тата тăван чĕлхе. Математикăпа, вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе “тăваттă” тухнишĕн кулянатăп. Акăлчан чĕлхин урокĕ пирĕн шăматкун. Эп вара шăматкунсенче час-часах ăмăртура.
Ангелина çаплах юрлама тата ӳкерме юратать. Шкулти стена хаçатне кăларма пулăшать, килти альбомĕнче те ӳкерчĕксем чылай.
Хĕрачан тепĕр юратнă ĕçĕ - юрласси. Шкулти, ялти пĕр концерт та вăл юрламасăр иртмест. Унăн илемлĕ те уçă сассипе куракансем те киленеççĕ.
Ытларах чăваш юррисене шăрантарать хĕр. Юрă сăмахĕсемпе кĕввине ăна Татьяна Тимофевна Топтыгина вĕрентекен тупса парать.
 
: 731, Хаçат: 2 (1146), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: