Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновскра пĕлтĕр пĕрремĕш хут Акатуй иртрĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме вырăнти чăваш автономи председательне З.М.Рейтера укçа-тенкĕ енчен Виктор тата Людмила Медведевсем пулăшнă.
Çĕнĕ Ульяновскри “Медведева Л.В.” предприяти пек йăла-йĕрке ĕçĕнчи пулăшу паракан организаципе çыхланас килмесен те ун урлă кашни çын тухать. Пĕрре, юлашки хут. Миллионшар клеткăран çут тĕнчене курма пӳрнисем – чи телейлисем. Пĕр енчен шутласан, чăнах та, Турă суйласа илнисем. Çуралнă çын вара вилмесĕр пултараймасть. Çакна пурте ăнланатпăр пулин те çывăх çынна çухатасси – пурнăçри чи пысăк хуйхă. Çавăн пек чухне пулăшу аллине тăсакан кирлех. Мĕншĕн тесен хуйхă çумне тата йăла-йĕркене ирттермелли ĕç хутшăнать.
“Медведева Л.В.” предприяти – шăпах çакăн пек йывăр самантра пулăшакан.
Нумайăшĕ çынсен хуйхипе усă курса пуйма хăтланаççĕ. Викторпа Людмила Медведевсем вара ĕçлеме пуçланă чухнех хăйсене сăмах панă: чи пысăк тĕллев пуясси ан пултăр, пулăшу ыйтма килнĕ çын кунта хăйне ăнланнине, ун хуйхине пайланине туйтăр. Çак службăри ытти предприятисем хаксене çĕпре çинчи пек ӳстернĕ чухне Медведевсем хăйсен сăмахне тытма тăрăшнă.
Услам ĕçĕнче çăмăл çулсем нихăçан та шыраман вĕсем. Йăла-йĕрке ĕçĕн таварĕсем йӳнĕрех пулччăр тесе Виктор хăй машинипе Уралтан мраморпа гранит турттарнă. Халĕ те çаплах. Вăл чул пахалăхне алăпа тытса туять, чи лайăх гранитпа мрамора кăна турттарать. Çавăнпа та вĕсенчен масар çине лартмалли палăксем кăна мар, фонтансем, каминсем, картлашкасем, чӳрече янахĕсем, пысăк палăксем валли постаментсем кăларать. Ахальтен мар лайăх тавара хаклама пĕлекен специалистсем пысăк палăксен постаменчĕсене вĕсем патĕнче туянаççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Ульяновскри “Матери всех скорбящих” скульптурăн постаменчĕпе асăну хăмине, Тутарстанри вĕрентекене халалласа лартнă палăка, облаçри нумай ялта Çĕнтерӳ кунне лартнă асăну хăмисене вĕсене тутарнă.
Çав палăксемпе илемлĕ ӳнер ĕçĕсен авторĕ – Людмила Васильевна Медведева. Казахстан хирĕнче çуралса çитĕннĕ хĕр 1979 çулта Улатăр каччипе паллашса пĕрлешиччен Чикментри художество училищинчен вĕренсе тухать. Людмилăн пултарулăхĕ çемйинчи йăхран-йăха куçса пыракан ӳкерӳçĕ талантĕнчен.
-Пирĕн çемьере пурте илемлĕ ӳкернĕ, анчах çакна професси вырăнне хуман, ерçӳллĕ вăхăтра тăвакан юратнă ĕç (хобби) тенĕ. Мана та урăх професси илме хистерĕç. Вара политехника техникумĕнче инженер ĕçне алла илтĕм, - каласа парать Людмила Медведева.
Пурнăçра тăванĕсем каланă пек пулмасть, юратнă ĕç професси пулса тăрать. Вунă çул ытла предприятин пуçлăхĕ шутланса та вăл ӳкерӳ ĕçне пăрахмасть. Шанманнипе мар, ĕçне юратнипе. Портретсен, картинăсен шутне вăл пĕлмест. Юлашки виç-тăватă çул гранит çине касса ӳкерме художника компьютер пулăшать. Тĕлĕнтермĕш техника ĕçре пысăк çăмăллăх кӳрет.
Производствăра рабочисемпе пĕрле хăйсем тар тăкнипе Людмилăпа Виктор Медведевсем ĕçлекенсен нушине лайăх ăнланаççĕ. Вăхăтĕнче хăйсем те ăна чылай курнă. Çавăнпа вĕсем ĕç укçине вăхăтра параççĕ, нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене çулталăкра пĕрре хăйсен шутĕнчен санаторие канма яраççĕ. Мĕншĕн тесен ĕçĕ сывлăхшăн сиенлĕ шутланать – мрамор, цемент тусанĕ вĕçет.
Медведевсен предприятийĕ ыркăмăллăх ĕçне те час-часах хутшăнать, ахальтен мар вĕсен ĕç пӳлĕмĕнче область, район администрацийĕсен Тав çырăвĕсем. “Доступная среда”, “Помоги собраться в школу” тата ытти пулăмсене те хутшăнмасăр юлмаççĕ вĕсем. Чăвашсен мероприятийĕсене ирттерме те час-часх укçа уйăраççĕ. Кун пирки Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центр панă Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.
 
: 1019, Хаçат: 2 (1146), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: