Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтелĕнчи шкулта математика предметне вĕрентекен Татьяна Николаевна Шубинапа паллашнă чух эпĕ хăнăхнă йăлапа пикенсех чăвашла калаçрăм. Вырăсла хуравланипе кăна вăл чăваш çынни маррине ăнкарса илтĕм.
Вăл чăваш ялне Тамбов облаçĕнчи Степановка ялĕнченех килсе тĕпленнĕ. Унăн пулас мăшăрĕ Владимир Петрович вăл педуниверситетра ăс пухнă вăхăтра Тамбоври партшкулта вĕреннĕ пулнă.
Паллашнă. Юратса пăрахнă. Çирĕп çемье чăмăртанă. Хĕр маларах вĕренсе тухнипе мăшăрне кĕтсе пĕр çул ялти шкулта ĕçленĕ.
Татьяна Николаевнан амăшĕ те математика учителĕ пулнă. Ĕмĕрне çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе халалланă. Сакăрвуннăпа пыраканскер Тамбов облаçĕнчех пурăнать. Унăн йăмăкĕ те пурнăçне вĕрентӳ ĕçĕпе çыхăнтарнă.
Чăваш ялне çамрăк вĕрентӳçĕ хăвăрт хăнăхать.
-Чăвашсем ырă кăмăллă, ĕçчен халăх. Кунта килсе тĕпленнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнмен. Ачасем вырăсла аван калаçасçĕ. Ĕлĕкрех шкулта вырăсла çеç калаçма хушатчĕç. Предметсем вырăсла пулнипе ачасем пĕр-пĕринпе вырăсла хутшăнаççĕ. Чĕлхе енчен эпĕ пĕрре те йывăрлăх туйман. Хам чăвашла ăнланакан пултăм, - каласа парать вĕрентӳçĕ.
Вăл килсе тĕпленнĕренпе 36 çул иртнĕ ĕнтĕ. Унăн ĕçне тивĕçлĕ хак парса ăна «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ят парса чысланă. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче шкул 125 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра ăна Чăнлă районĕн администрацийĕ Хисеп грамотипе наградăланă.
Шубинсем икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Асли, Анжелика, ача садĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни, Люда, педагог профессине алла илнĕ. Педучилище пĕтернĕ хыççăн Мускаври университета пĕтернĕ. Мускаврах ĕçлесе пурăнать. Унăн икĕ мăнук. «Пирĕн йăхра йăлтах хĕрарăмсем. Аннен виçĕ йăмăк. Хамăн икĕ хĕр, мăнуксем те хĕр пĕрчисем», - тет телейлĕ кукамай.
Халĕ Татьяна Николаевна пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ 2008 çулта çĕре кĕнĕренпе вăл выльăх-чĕрлĕх усраса аппаланмасть. Халĕ лавккара тем те туянма пулать. Пĕччен пулсан та кичемлĕхе туймасть вĕрентӳçĕ. Унăн çурчĕ шкула хирĕçех ларать. Расписани тăрăх унăн урокĕсем пулман кунсенче кантăкран ир пуçласа каçчен ача-пăча чупни курăнать.
Ытларах чух математика вĕрентӳçисем çирĕп кăмăллине шута илсе эпĕ çапла ыйтрăм.
-Эсир çирĕп ыйтакан вĕрентӳçĕ-и?
-Çапла. Вĕренӳре дисциплина чи малта пулмалла. Ман предмет çăмăл мар. Тимлĕх кирлĕ. Ачасем предмета юратчăр тесен интереслентерме пĕлмелле. Телее, ман предмета юратакансем сахал мар. Хамăн вĕренекенсемпе мухтанма пултаратăп: Ирина Ширтанова, Вера Тараканова, Наташа Семёнова, Венера Шубина математика енĕпе пысăк ӳсĕмсем турĕç. Иккĕшĕ шкулта ĕçлеççĕ,- хуравларĕ вăл.
Пушă вăхăтра Татьяна Николаевна вулама юратать. «Лайăх кĕнеке вулани чуна кантарать»,- тет вăл йăл кулса.
Шкула çĕнĕ вĕрентӳçĕсем килнипе Татьяна Николаевнан сехетсем нумай мар, вăл 7-мĕш классене çеç вĕрентет. Мĕн пуррипех çырлахма хăнăхнă вĕрентӳçĕ. Утмăл иккĕпе пыракан ветеран доска умĕнче – 40 çул. Килте ларма иртерех-ха. Вăл халĕ те çамрăк чухнехи пекех вăр-вар.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1066, Хаçат: 2 (1146), Категори: Вĕренÿ

Комментарисем:

тупата (2019-04-24 16:09:50):
Çапах та ним хăрамасăр чăвашла калаçасси шайнех çитеймен авăĕ

Тупата (2019-04-24 16:11:46):
36 çул хушши пурăнса та чăвашла хăюллăн калаçас шаях çĕкленеймен авăĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: