Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Часах пысăк уяв – Çĕнтерӳ кунĕ. Аслă вăрçă совет халăхне мĕнле пысăк инкек илсе килни çинчен каласа, çырса кăтартма та вăй-хал çитмест пулĕ. Паллах, çак Çĕнтерĕве туптанă тата халăха парнеленĕ çынсене – ветерансемпе тыл ĕçченĕсене - тав туса пĕтерме çук.
Ветерансене илес пулсан – эпĕ вĕсемшĕн чунтан хĕпĕртетĕп. Вăрçă хирĕнчен чĕрĕ таврăнса хăйсен ачисене пурнăç çулĕ çине тăратма пултарчĕç. Паян та вĕсене пулăшса тăраççĕ. Патшалăх тимлĕхĕнче вĕсем: хăтлă хваттерсем, машинасем, пысăк пенси параççĕ. Çак хăтлăха вĕсем тивĕçлĕ.
Ман шухăшпа, вăрçă ачисем çинчен те манса каймалла мар. Пинĕ-пинĕпе вăрçă машини айне пулса вилнĕ. Чĕрĕ юлнисем – хăр тăлăха тăрса юлнă. Çав вăхăтри ачалăх вăрçă пусмăрĕнче çитĕннине хамăн пурнăçпа çирĕплетсе парасшăн
Эпĕ 1939 çулта çуралнă. Çак çулта çуралнисем, паллах, вăрçăра пулман. Эпир хĕç-пăшал сассине те, снарядсем çурăлнине те курман-илтмен. Ачалăх вара вăрçă пусмăрĕнче иртнĕ тесен те çылăх мар: сивĕ, выçлăх…
Аттешĕн вăрçă Финляндире пуçланнă, шăллĕшĕн – Монголире. Иккĕшĕн те пĕчĕк ачисем тăрса юлнă.
Сакăр çынран тăракан çемьене асанне икĕ кинĕпе аран-аран пăхса пурăннă. Паянхи пек астăватăп, вăл пире ут кăшкарĕ, мăян тата ытти çиме юрăхлă ӳсен-тăран пуçтарма илсе каятчĕ. Çĕр улми хĕл каçма çитместчĕ. Вăрçă ачисем çинчен вăл вăхăтра никам та пуçне ватман. Юр ирĕлсе пĕтсенех çара уран чупма тытăннă та çĕнĕ юр çăвичченех çара уран чавтарнă. Хĕлле – çăпатапа çӳренĕ. Ăна асаннен кĕçĕн ачи – вуннăри – тăватчĕ. Выçлăхпа ăнран кайса ӳкнĕ, йывăр чир-чĕрпе нушаланнă вăхăтсене манса кайма ниепле те май çук. Кăштах тĕрекленсен колхоз уй-хирĕнче тертленнĕ: пучах пухнă, вир çумланă, йĕтем çинче кĕлтесем тултнă… Аслисемпе пĕр тан тĕттĕмле тытăнса мĕн хĕвел анса лариччен тар тăкнă. Ачалăх пулнă-и вара пирĕншĕн? Çук! Ăна вăрçă «çисе» янă!
Йывăрлăхсене чăтаймасăр 1946 çулта анне çĕре кĕчĕ. Пире ура çине тăратасшăн пулсах сывлăхне упраймарĕ.
Вăл вилнĕ çул эпĕ пĕрремĕш класа кайрăм. Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи пĕчĕк шкулта пĕр класра вăтăр ача вĕренеттĕмĕр. Ялта пурĕ 180 хуçалăх пулнă. Паян пĕтĕм шкулĕпе те 10-15 ача аран-аран пуçтарăнать.
Мĕнле пулсан та анне тĕллевĕ пурнăçланчĕ. 1967 çулта шăллăмпа аслă пĕлӳ илтĕмĕр. Вăл – бронетанковăй академире, эпĕ – Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче. Çапла майпа эпир çын çине тухса пытăмăр.
Вăрçă ачисем… Çителĕклĕ таран тĕпчеймен истори калчисем. Çав вăхăтри «Пурте – фронтшăн, пурте – Çĕнтерӳшĕн!» чĕнӳпе иртнĕ пурнăç çинчен паян пирĕн ачасем те пĕлесшĕн мар. Эпир вăрçă вăхăтĕнче никама та кирлĕ пулман, паян та пирĕн çинчен никам та пĕлесшĕн мар. Вăрçă хыççăн арканса, юхăнса юлнă халăх тата ял хуçалăхне вăрçă ачисем ура çине тăратнине патшалăх темшĕн вырăна хумасть?! Аллă-утмăлмĕш çулсем, комсомол стройкисем, çерем уçса тыр-пул çитĕнтернĕ вăхăтсем, БАМ тата историе кĕрсе юлнă нумай пулăм!
Утмăл ултă çул каялла пулнă пурнăçпа паянхи саманана танлаштарса çакăн пек пĕтĕмлетӳ тăвас килет: сухапуçпа çăпаталлă халăх тĕнче уçлăхне çитме пултарчĕ. Çук, пире, вăрçă ачисене, нимĕнле пуянлăх та кирлĕ мар, общество пире кăштах та пулин тимлĕх çеç уйăртăрччĕ. Эпĕ тĕрĕсне калатăп тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен эпир нумаях пурăнаймăпăр ĕнтĕ.
 
: 1338, Хаçат: 18 (1110), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: