Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатра пичетленнĕ «Çемье çирĕплĕхĕ хамăртан килет» (42 №, юпа, 20) статьяна темиçе хутчен вуласа тухрăм. Журналист (В.Багадерова) шухăшĕсем питĕ анлă – темиçе ăрури çемьелĕх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине çутатса панă. Тĕп шухăшĕ – юлашки вăхăтра чăваш йышĕ хăвăрт чакса пынин сăлтавĕсене çиеле кăларни.Чăнах та, халĕ ачана ӳстерме çăмăл мар – кашни утăмрах укçа кирлĕ. Аслă пĕлӳ илме пулăшни кăна çителĕксĕр, кайран ĕçе вырнаçтарма та ашшĕ-амăшĕн чупмалла.
Кашни ăрăвăн хăйĕн вырăнĕ, ыйтăвĕ, ăнланăвĕ. Ĕнер лайăх пулнă, çамрăксем хăйсене тирпейлĕрех тытнă тенинче чăнлăх пур-ши? Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха.
Ман туй хыççăн тепĕр кунĕ 1922 çулта çуралнă асатте: «Арăмна малтан тĕрĕслерĕн-и? Эпĕ асаннӳне тĕрĕслерĕм. Хĕрччĕ», - терĕ. Эпĕ çавăн чухне манран аллă çул аслă асаттене ăсран тайăла пуçланă пулĕ тесе шутланăччĕ. Пурăна-киле вăл калани хăй вырăнне тупрех. Çав çулсенчех асатте арăма çие юласран ĕлĕк мĕнле сыхланине те каласа пачĕ. Эпĕ тухтăр пулнипе çак темăпа вăтанмасăрах калаçрĕ-тĕр вăл манпа. Паян эпĕ кунпа килĕшетĕп.
Çулсерен ача çуратакансем сахалланса пыраççĕ тени çине куçăпăр.Манăн асаттен аслашшĕ (Якку) пуян пурăннă (1841-1921). Хăй мăнукне каласа панă тăрăх, ун арăмĕ вун çичĕ ача çуратнă. Анчах пурте вилсе пынă. Тарăхнипе Яков Степанович шурă пусма тытса хирте Турăран çапла тархасласа ыйтнă: «Ыйткалакана тухсан та мана ача пар!». Ун хыççăн вĕсем хĕрпе ывăл çуратса ӳстереççĕ.
Аннен мăн аслашшĕ, Тикĕт Микулайĕ, пуян пурăннăскер, çĕр çула çитсе вилет. Вăл ватăла пуçласан суккăрланнине пăхмасăр тата виçĕ хут авланать (арăмĕсем вилсе пынă), Унăн тăватă арăм пулнă. «Суккăра хĕрарăмсем мĕнле качча кайма пултарнă?» - тесе ыйтсан анне: «Пуян çынна кайнă ĕнтĕ», - тенĕччĕ мана. Кашни арăмĕ 4-5 ача çуратнă. Çакна мĕнле ăнланмалла? Сахал ача çуратнă çемьесем, ратне тавраш тахçанах çĕр çинчен çухалнă. Çак пулăма вырăсла «естественный отбор» темеççĕ-и-ха?
Вăрçă хыççăнхи çулсенче (1945-1965) чăнах та нумай ачаллă çемьесем нумайччĕ. Çакă тăван йăх-турата аталантарассипе те, ача пăрахнăшăн тĕрмене хупнипе те, çуралнă ачашăн пособи панипе те, тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарнипе те çыхăннă темелле. Паллах, вăрçăра нумай çын пĕтнипе те, çынсем пуянлăхпа пĕр-пĕринчен ытлашшипех уйрăлса тăманнипе те. Халĕ общество пайланса кайни те хăйĕн ĕçне турĕ. Психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитмен ачасенче кĕвĕçӳ туйăмĕсем çуратрĕ. Çамрăк хĕрсене ватăрах та пуян арçынсемпе пĕрлешме çул уçса пачĕ. Аваннине хăвăрт хăнăхан тенĕ пек килсе тухать кулленхи пурнăçра. Ача-пăча çумне начарри час çыпçăнать: туртмалли те, эрех-сăра та, наркотикпа туслашнă хĕрпе каччă хушшинчи ар хутшăнăвĕ те… Çак киревсĕрлĕхрен гепатит тата СПИД пуçланать. Эпĕ институтра вĕреннĕ чухне пĕр преподаватель сифилис пĕлтерĕшĕ çинчен студент тĕрĕс хуравламасан, ăна «иккĕ» лартса пӳлĕмрен кăларса яратчĕ. «Сифилис – это особо опасное инфекционное заболевание, возникающее в результате половой распущенности», - тесе хурав памаллаччĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, ĕлĕкрех те ку ыйту çамрăксенчен инçетре тăман, халь те çавах. Çемье çавăрма шут тытнă хĕрпе каччăсем нумай, анчах çӳлерех асăнса хăварнă пăтăрмахсене пула пĕр-пĕринпе çыхланма, çывăхланма хăраççĕ. Хăраманнисен – ĕмĕрĕсем кĕске!
Хĕрарăмсем ача çуратасшăн мар, арçынсем вĕсемпе килĕшеççĕ тенипе эпĕ килĕшсех каймастăп. Эпĕ статья авторĕ пекех çын хушшинче пурăнатăп. Эпĕ икĕ ача ашшĕ, манăн виçĕ мăнук. Паян икĕ ача кăна çуратса ӳстернĕшĕн кулянатăп та арăма вăрçатăп. Пĕрер ачаллă çемьесенче те айăплисем арăмĕсем. Хăш-пĕри тĕрлĕ чире пула ача çуратаймасть, анчах кун çинчен ыттисене калама вăтанать. Пĕлĕшĕсем вĕсем ахаль ача çуратасшăн мар тесе ăнланаççĕ.
Хальхи хĕрарăма упăшка кирлех мар тенипе те килĕшме çук. Ман ăнлану, арçын ăнланăвĕ пулсан та, эпĕ хамăн шухăшăма кăна палăртмастăп, пĕччен хĕрарăмсем тарăхнине куратпăр вĕт-ха. Пурте телейлĕ пуласшăн, анчах кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Çавăнпа пирĕн çĕршывра телейлĕ çемьесем нумайрах пулччăр тесен пĕр мелпе кăна усă курни çителĕксĕр. Иртнĕ пурнăçри аван та кирлĕ пулăмсене тĕп вырăна хурса малалла аталанма пултаракан çын хăçан та пулин телейне тупатех.
 
Ульяновск хули.
 
: 881, Хаçат: 2 (1146), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: