Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Виталий Петрович Никитин-Станьял çинчен пĕрремĕш хут Тереньгара пурăннă чухне пĕлтĕм. Хаçатра таврапĕлӳçĕсен пĕрремĕш съезчĕ Шупашкарта иртни çинчен çырнăччĕ. Манăн та таврапĕлӳçĕ пулнăран унпа сĕре паллашас килетчĕ.
Таврапĕлӳçĕсен иккĕмĕш съездĕнче пултăмах. Виталий Петровичпа курса калаçрăм. Çакăн хыççăн пĕр-пĕрин патне çыру çырма тытăнтăмăр.
Каярахпа В.П.Станьял Ульяновска çӳреме пуçларĕ. Вырăнти таврапĕлӳçĕсен пĕрлĕхне йĕркелесе яма пулăшрĕ.
Унтанпа вăхăт пайтах иртрĕ ĕнтĕ. Пирĕн пĕрлĕх ура çине тăчĕ. Паян унăн членĕсем кун çути кăтартнă кĕнекесене облаçри музейсенче, вулавăшсенче, çынсен килĕсенче курма пулать. Канашлусем ирттеретпĕр. Шкул ачисемпе тĕл пулатпăр. Тăван культурăна тĕпчесси питĕ кирлĕ ĕç.
Пăлхар патшалăхĕ пулнă вырăна çитсе куртăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне çакăн пек патшалăх пулни çинчен илтмен те. Паян вара унăн историне хамăр тĕпчетпĕр. Тутар çынни И.А.Замалетдинов (халĕ вăл вилнĕ) нумай çул хушши Пăлхар патшалăхĕн историйĕпе ĕçлерĕ. Унăн статйисем тĕрлĕ хаçатсенче пичетленчĕç. В.П.Никитин пулăшнипе унăн материалĕсем Шупашкар хаçат-журналĕнче кун çути курчĕç. И.А.Замалетдинов чăваш халăх ăсчахĕ пулса тăчĕ.
Тăван халăх историне тĕпчес ĕç эпĕ Çĕнĕ Йĕлмел ял историйĕ çинчен 1996 çулта кăларнă кĕнекерен пуçланса кайрĕ темелле. Çак кĕнекере «Чĕмпĕр чĕкеçĕ» очерк та кĕнĕ. Унта пирĕн ялта çуралса ӳснĕ А.В.Николаева-Алекс андрова вĕрентӳçĕ çинчен сăмах пырать. Вăл пирĕн тăван пулать. Александра Васильевна Виталий Станьяла вулама-çырма вĕрентнĕ. Виталий Петрович паянччен таврапĕлӳçĕсен ĕçне илсе пыма пулăшса тăрать. Эпĕ ăна çакăншăн пуçăма тайсах тав тăватăп.
 
: 917, Хаçат: 2 (1146), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: