Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халăх эрех-сăрана ытларах ĕçме пуçланин сăлтавĕсенчен пĕри – хăшĕ-пĕри вăл усăллă тата сиплĕ тесе ĕнентерме тăрăшни. Чăннипех эрех-сăран усси пысăк-ши? Çакна тĕпчер-ха.
Эрех сиплĕхне шантаракан халапсене, тен, сивлеме тивĕ.
1. Эрех стреспа кĕрешме пулăшать.
Чăннипех те, эрех хăш-пĕрин çилленсе тарăхнине час ирттерсе ярать, анчах та унăн виçи пур: 20-30 грамм çут эрех е 40-50 грамм коньяк. Шел, тарăхнине пула ĕçекенсем çак виçепе кăна çырлахмаççĕ, пĕрремĕш черкке хыççăн кăмăл лайăхланнипе татах ĕçеççĕ. Малашнехи кашни черкке вара пушшех ывăнтарать, депрессие ӳстерет, шăртсене тăратать.
2. Паха спирт шĕвекĕсем организмшăн сиенлĕ мар.
Хуть те мĕнле алкоголь шĕвекне ĕçсен те çын организмĕнче вăл уксус альдегидне çаврăнать, вăл вара – наркăмăшлă хутăш. Пахалăхсăр тата килте юхтарнă тасатман эрехсенче сивушлă çу юлать. Кун пек эрех пушшех сиенлĕ.
3. Çынра ĕçкĕлĕх аталанасси мĕнле эрех ĕçнинчен килет. Тĕрĕсмарлăхĕ çакăнта – çын организмĕ этил спиртне хăнăхать, спирт шĕвекĕсен компоненчĕсене мар. Этил спирчĕ сăрара та, хĕрлĕ тата хаяр эрехсенче те пур. Çын хаяр эрех ĕçсе кăна ĕçкĕçе ерме пултарать тенине ĕненсех пирĕн çĕршыври çамрăк йăхран нумайăшĕ сăра алкоголикĕ пулса тăчĕ. Сăра сиенлĕ мар тесе ĕлĕкхи чăваш сăри пирки кăна калама пулать. Халь килте сăра вĕретекенсем те хаярлатас тесе унта сахăрпа çĕпре чылай яраççĕ. Çакна та манмалла мар, хаярлăхĕпе 5 градуслă 1 литр сăра ĕçни 40 градуслă 125 грамм çутă эрехпе танлашать. Çамрăксем вара пĕр литрпа тата 5 градуслă сăрапа кăна çырлахмаççĕ.
4. Эрех ĕçнĕ хыççăн тепĕр кун çын мухмăрпа аптăрамасан, эрех ĕçнĕ чух час ӳсĕрĕлмесен – нихăçан та ĕçкĕç пулмасть.
Суя сăмах. Эрех ĕçсе час ӳсĕрĕлмен çыннăн пушшех асăрхануллă пулмалла, унăн ĕçкĕлĕхĕн (алкоголизмăн) иккĕмĕш тапхăрĕ аталаннă ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕнче çын час ӳсĕрĕлет. Сисмесĕрех ĕçкĕлĕхĕн виççĕмĕш тапхăрне куçма пулать.
5. Алкоголь пултарулăхпа ĕçлекенсене хăват парать, ĕçлеме пулăшать.
Кашни пултарулăх çыннин хăйĕн туйăмĕ. Паллах, эрех малтан пуçа çăмăллăн кăна минретсе ярать, çавăнпа хăш-пĕр çын хăвăртрах шухăшлама е час тавçăрма пуçлать. Урă чухне унра кун пек пултарулăх пачах пĕтет, юлашкинчен сӳнсех ларма пултарать. Эрех тепĕр çынсен ăсне пачах пĕтерме пултарать.
6. Хăвăрт ӳсĕрĕлес мар тесен нумайрах апат çимелле.
Ăсчахсем палăртнă тăрăх, спирт юна пит час сăрхăнса кĕрет. Ытти шĕвексем – çырла сĕткенĕ, морс е компот – эрех юна сăрхăнса кĕрессине чакарма пултараймаççĕ. Çак пулăма вĕри тата çуллă апат кăна кăштах чарма пултарать.
7. Алкоголь апат антарать, апат хуранне лайăх ĕçлеттерет.
Апат умĕн 20 – 25 грамм эрех ĕçни чăннипех апат çиес килнине вăйлатать. Анчах та выçă хырăмла ĕçнĕ эрех апат хуранĕнче тăвар йӳçекне нумайлатать, вăл вара апат хуранĕн сийне сиенлетет, çавна пулах гастрит аталанать.
8. Эрех ăшăнма пулăшать.
Ытлашши шăнсан 40 – 50 грамм хаяр эрех е коньяк чăннипех ăшăнма пулăшать, мĕншĕн тесен вăл шалти органсен юн тымарĕсене сарать, унта лайăхрах юн пырать. Эрехе ытлашширех ĕçсен ӳтри юн тымарĕсем сарăлаççĕ, пит хĕрелет. Çын çаплах сивĕ çĕрте юлсан организма кирлĕ ăшă ӳт витĕр тухать. Çын сисмесĕрех шăнса вилме пултарать.
9. Шăнса чирлесен эрех чи малтан пулăшакан эмел.
Алкоголь çыннăн чирпе кĕрешмелли вăйне аталантармасть. Пыр ыратнă вăхăтра эрех ĕçсен – пырăн лăймака витĕмне çунтарса яма пулать. Хăш-пĕр чухне, чир палли сисĕнсен, ăшă эрех ĕçни пулăшать, мĕншĕн тесен организмăн хӳтĕлекен вăйне ӳстерет.
Халăх сиплевĕн рецепчĕсемпе эмел тунă чухне яланах спиртпа усă кураççĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен алкоголь хăш-пĕр веществосене лайăх ирĕлтерет, сиплĕ шĕвексене нумай вăхăт усрама май парать.
10. Алкоголь юн пусăмĕн ӳсĕмне чакарать.
Чăнах та, кăштах ĕçсен юн тымарĕсем сарăлаççĕ, анчах та чĕре хăвăртрах тапма тытăнсан тымарсем тăрăх юн хăвăртрах тата нумайрах юхать. Çавна пула юн пусăмĕ иккĕмĕш хут хăпарса каять.
11. Пĕчĕкшерĕн эрех ĕçсе тăни атеросклероза аталанма памасть, организмран токсинсемпе радионуклидсене кăларать.
Çакна ытларах иçĕм çырлинчен тунă хĕрлĕ эрех пирки калама пулать. Унри полифенолсемпе антиоксидантсем чăннипех усă параççĕ. Анчах çакна та манмалла мар, çав веществосемех чейре, пахча çимĕçсем çителĕклĕ. Радиацине пула ДНКан пăсăлнă тытăмне алкоголь тӳрлетеймест. Радионуклидсене кăларма пахча çимĕçсемпе тинĕс купăстинче йышлă пулакан пектин тата агар-агар пулăшаççĕ.
12. Алкоголь сахал калориллĕ шĕвексен шутне кĕрет. Çавăнпа та начарланас текенсемшĕн сиенлĕ мар.
Шел, ку чăн-чăн халап. Эрех – чи пысăк калориллĕ шĕвексенчен пĕри. Градусĕ мĕнле пысăкрах, эрехĕн калорийĕ çапла пысăк. Ахальтен мар эрни-эрнипе кăна мар, çулсерен урăлайман çынсем начарланса, апат çименнипе вилмеççĕ. Вĕсен организмĕ калори çителĕклĕ илет.
 
: 922, Хаçат: 2 (1146), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: