Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Улхаш тăрăхне кĕрекен Чăвашкасси ялĕ çинчен ХХ ĕмĕр пуçла-мăшĕнче (1903 ç.) пичетленсе тухнă «Селения Симбирского уезда» кĕнекинче П.Л.Мартынов кĕскен çеç асăнса хăварнă: «Об этом чувашском селении у нас нет почти никаких сведений. Известно только, что во время генерального межевания оно числилось в Буинском уезде в Старо Чукальской волости». Ваттисем каласа пани ăруран ăрăва куçса пынипе тата ял летописецĕ Измаил Сандркин (1880-1957) çырса пани тăрăх, Чăвашкасси виçĕ килĕрен пуçланса кайнă.
Камсем-ха çак яла никĕслекенсем? Ăçтан куçса килнĕ?
Вăтам Атăлçи тăрăхĕ питĕ лайăх вырăн: хура тăпраллă, вăрманлă. Анчах çакăнта пурăнакан пăлхар (чăваш) халăхне тутар-монголсем тапăнса тарăхтарнă: çынсене вĕлернĕ, пусмăрланă, пурлăхне çаратнă, ялсене, хуласене çунтарнă.
Çапла ХV ĕмĕр çурри тĕлне хуласăр-ялсăр тăрса юлнă вырăнсене «Тискер хир» («Дикое поле») тенĕ. Вĕсенчен хăтăлас шухăшпа чăвашсем вырăс патшалăхне кĕнĕ, пурнăçа вырăс халăхĕпе çыхăнтарнă.
Çĕрсем вырăссен аллине куçсан Тискер хирте ялсем йĕркеленме тытăннă, чăвашсем çут çанталăк тĕнĕпе пурăннă. Анчах чăвашсене инкек кĕтсе тăнă: вырăссем вĕсене ирĕксĕр православи тĕнне йышăнтарма пуçланă. Хăшĕсем тĕне кĕрсе вырăсланнă, анчах мăн аслашшĕсен тĕнне сыхласа хăварас тесе хăшĕ-пĕри урăх вырăнсене куçса кайнă.
Сăр районне кĕрекен Хăвай тата Хыркасси ялĕнче пурăннă икĕ чăваш çемйи хăйсен Ындырчи тата Урманче мишер тусĕсемпе хальхи Чăвашкасси вырăнне килсе вырнаçаççĕ. Вырăнĕ питĕ меллĕ: тикĕс, илемлĕ, виçĕ пĕчĕк юхан шывлă, улăхĕсем сарлака. Леш енче – вăрман.
Хĕвел тухăçĕнче – Чăнлă юхан шывĕ, кăнтăр енче – Сатуркка çырми. Вĕсем çĕр чавса пурăнма çуртсем тунă, сунара çӳренĕ. Вĕсене вăрман тумлантарнă, тăрантарнă, сыватнă. Пĕрремĕш çуртсем халĕ пурăнакан Ольга Симулинапа Эптюш Бикмендеев вырăнта пулнă.
Яла Сулхаш ят параççĕ. (Сул-сулăм тăватăп, усал яратăп.)
Мишерсемпе чăвашсем килĕштерсе пурăннă. Сулхаш 1600 çулта никĕсленнĕ.
Сулхашсем чăваш тĕнĕпе пурăннă, тĕрлĕрен чӳксем ирттернĕ, Турра парне панă. Киремет ялан хĕвел тухăç енче пулнă. Вăл чи таса вырăн шутланнă. Халĕ çак вырăна сухаланă.
1607 е 1608 çул Сулхаш ялне тепĕр çемье Комсомольск районĕнчи Асанкассинчен куçса килнĕ. Асанкассисем «Тискер хир» теекен вырăнсене хăрамасăрах килсе çӳренĕ: тыр-пул акнă, сунара çӳренĕ.
Пĕррехинче вĕсем Пасна шывĕ хĕрринчен пĕр-ик çухрăмра вăрман варринче пĕр анлă уя çитсе тухнă. Унта тырă акса ӳстернĕ. Ăна «Ана валли» теме пуçланă. (Ку вăл Степан Разин çарне çĕмĕрсе тăкнă хыççăн çунтарса янă Хыркасси вырăнĕ пулнă пулмалла.)
1607-1608 çулсенче Асанкассисем яланлăхах куçса килнĕ. Эльментюк çемйи вара Сулхаш ялне килсе тĕпленнĕ.
Ĕç йывăр пулнă, хăрушă чирсем хуçаланнă, нимле медицина пулăшăвĕ те пулман, ачасем нумай вилнĕ. Çавăнпа ял хăвăрт ĕрчеймен. Çитменнине, ял çумĕпе Хусана каякан Аслă çул иртнĕ. Иртсе çӳрекенсем çаратнă, вĕлернĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çавăнпа ял çыннисем ял вĕçне хура юпа лартаççĕ. «Астăвăр, кунта вăрă-хурахсем пурăнаççĕ», - тенине пĕлтернĕ. Майĕпен пулсан та ял хунаса пынă. Анчах ваттисене чăвашсемпе мишер çамрăкĕсем хушшинчи юрату туйăмĕсем хăратнă. Ваттисем пĕрле пуçтарăнса канашланă хыççăн мишерсем Агней тата Алташ ертсе пынипе Чăнлă шывĕн сылтăм енне «Ĕп Кӳпĕр» теекен вырăна куçса лараççĕ. Çав вырăнта вĕсем 1674 çулчченех пурăннă, Сулхаш ялĕ шутланнă, çĕре пĕрле тытса тăнă. Кайран 1808 çулта вара Ярамай (Аслă Чăнлă) ялне йĕркелесе янă.
Ял виçĕ çемьерен пуçланса кайнине документпа çирĕплетсе хăварни çук. Анчах мĕн колхозсем йĕркеленичченех виçĕ ана паллипе усă курнă: + (хĕрес), v (сенĕк), z (виç кукăр). Масар çинче те виçĕ ушкăна уйăрса пытараççĕ, асăнма кайсан Çимĕкре те çаплах виçĕ ушкăнпа лараççĕ. Кашни йăх-тымарăн хăйĕн вырăнĕ. Сатуркка çырми хĕрринчи кив масар çинче те (ялтан 4-5 çухрăмра), халĕ 1960 çулта уçăлнă çĕнĕ масар çинче те йăла-йĕркене пăсмаççĕ).
Пĕрремĕш çемье пуçĕ – Тархан. Вăл каторгăран тарнă паттăр, ăслă, хăюллă таркăн Хăвай ялĕнчен. Нимле ĕçрен те хăраман. Тимĕрçĕ ĕçне лайăх пĕлнĕ. Унран çак хушаматсем тухнă: Садюхин, Аюгов, Абдюльменов, Сорокин, Тимофеев, Сандркин, Кириллов, Енилов, Семёнов, Юманов, Бикмендеев, Сидулов, Имулин, Симулин. Хальхи вăхăта çак ăру йывăçĕ 12 сыпăка çитнĕ.
Иккĕмĕш çемье пуçĕ – Шинкарей-лашман. Сăр юхан шывĕ тăрăх сулăсем юхтарнă. Унран çак хушаматсем тухнă: Лисков, Кудряшов, Кузнецов, Узалуков, Денисов, Александров, Алексеев, Мавлютов, Мадьянов, Абдулов, Карташов, Макаров, Сайдяшев, Ишкереев, Ильбеков, Афанасьев. Ăру йывăççи 12 сыпăка çитнĕ.
Виççĕмĕш çемье пуçĕ – Эльментюк хресчен. Унран çак хушаматсем тухнă: Ухливанов, Ильмендеев, Исливанов, Селендеев, Паймуков, Ильдияров, Лисков, Портнов, Ендияров, Улендеев. Вĕсен йăхĕ 10 çыпăка тăсăлать. Ĕлĕкхи вăхăтра çак ăру хĕр парса хĕр илес енĕпе Таяпа, Шалти Виçпӳрт (Байбактино, Комсомольски районĕ) ялĕсемпе çывăхланнă.
1797-1863 çулсенче удел хресченĕсем патшана пăхăнса пурăннă. Вĕсен пурнăçĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те, пурлăхĕ те удел кантурне пăхăннă. 1798 çулта çĕр лаптăкне шута илсе пайласа панă. Сулхашсем те пĕр-пĕринчен чикĕсем туса хунă: виçĕ эртел виçĕ ана палли.
Л.Мартынов çапла çырать: «При освобождении крестьян в 1861 году на 97 ревизских душ (33 двора) Среднеалгашинского общества отчислено в надел 554 десятин 199 саженей земли, усадебной 40 десятин 1200 саженей, пашни 589 десятин 800 саженей, выгону 9 десятин 550 сажененей, покосу 6 десятин 1249 саженей и неудобной земли 44 десятин 1200 саженей».
Çĕре 12 çулта пĕрре валеçнĕ: хĕрарăмсене çĕр паман. Вĕсем пир тĕртнĕ, авăрланă, çыхнă, çĕленĕ, тĕрленĕ, апат пĕçернĕ, ача-пăча пăхнă. Сулхаш хресченĕсем ӳркенмен, ырми-канми ĕçленĕ, хуçалăха пĕлсе илсе пынă, çавăнпа ялта тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнакансем нумай пулнă. Ялти ĕçсене пĕрле пухăнса суйланă староста йĕркелесе пынă. Халăх тĕттĕм пулнă: вулама-çырма пĕлекен пулман. Шут ĕçĕсене ятарласа уйăрнă çын тĕрлĕ паллăсемпе усă курса илсе пынă.
Сулхаш чăвашĕсем мĕнле хĕсĕрлесен те çут çанталăк тĕнне сыхласа хăварма пултарнă. Хăйсен саккунĕсемпе, йăли-йĕркипе пурăннă: ача çуралнине ял-йышпа пуçтарăнса паллă тунă, кам-тăр вилсен каллех ял-йышпа пытарнă. Хут çине ниçта та çырăнман. Пĕр-пĕриншĕн кар тăнă, пĕр-пĕрне пулăшнă, хӳтĕленĕ. Тĕне кĕме ӳкĕте кĕртейменнипе налуксем тӳлеттернĕ, салтака тыта-тыта панă, хăратнă.
1851 çулта Глинка – Чĕмпĕр удел кантурĕн управляющийĕ – Сулхаша хăйĕн çарĕпе хупăрласа илнĕ, киревсĕр ĕçсен вĕçĕ-хĕрри те пулман. Хăш-пĕри тĕне кĕме килĕшнĕ, анчах кайран пупне те шетникри шыва чиксе кăларнă, ĕнерхи хĕресĕсене тыттарса ялтан кăларса янă. Тӳре-шара пит хĕсĕрле пуçласан хăйсене «мăсăльмансем» тенĕ, тӳпеттейсем тăхăннă. Ялта ячĕшĕн мичĕт тутарнă, мулла та килсе çӳренĕ. Анчах чăвашсем хăйсен йăли-йĕркинчен пăрăнман. Вĕсен ячĕсем те хăйнеевĕрлĕ пулнă: Улентей, Селентей, Тементей, Нетӳ, Илшук, Иçми, Эптюк, Эптĕк, Салих, Исмаль, Искентер, Эптюш, Кальмет, Хемит, Махмут, Кĕлпанав, Теви, Неспике, Шерихви, Шеркух, Эмине, Хакиме, Калиме…
1871 çулта Хусан университетĕнче вĕренекен студент И.Я.Яковлев ăнсăртран Сулхаша пырса тухать. Çак ял ăна Колумб Америкăна уçнă пекех тĕлĕнтерет. Ильминский патне хăй курса тĕлĕнни çинчен çырса ярать: «… я открыл целую деревню, числом до 400 душ, где от мала до велика отпали от христианства и присоединились к магометанству. Деревня эта называется Средние Алгаши. Она населена чисто чувашами и находится на весьма важном пункте, верстах в 20 от Убей…»
Çакăн хыççăн И.Я.Яковлев çак яла час-часах килсе çӳренĕ, çĕр виçекен пулса ĕçлекен Нямат Лисков патне чарăннă, тĕне кĕрсен ун хреснашшĕ пулнă. Чиркӳ уçас пирки сăмах хускатсан пĕтĕм ял хирĕç пулнă, шкул уçас тенине ырланă. 1878 çулта хресчен çуртĕнче миссионер шкулĕ уçăлнă. Пĕр урамлă яла «Чăвашкасси» теме пуçланă («касси» сăмах куçса ларнă, вăрман касса, йывăçсене хăртса тунă ялăн пĕр пайне пĕлтернĕ). 1896 çулта ялта çĕнĕ шкул çурчĕ çĕкленнĕ (паянчченех çак архитектура палăкĕ кашни çулах ачасене йышăнать). Яковлев вĕрентӳçĕ пулма Дмитриев священника уйăрнă. Вăл тăрăшнипе хăй ĕçленĕ çулсенче сакăр çемье тĕне кĕнĕ. Çапла революцичченех ялта çĕнĕ професси çыннисем – вĕреннĕ çынсем пулнă: Хампик Сандркин, Пипав Искендеров, Али (Невлад) Тухтаров вĕрентӳçĕсем, Григорий Лисков композитор…
1906-1908 çулсенче пирĕн тăрăхра Венгри ăсчахĕ Месараш ĕçлесе пурăннă. Вăл 1897 çулта 64 килĕре 188 арçынпа 209 хĕрарăм пулнине палăртнă. Чăвашкассинчи йăла-йĕркене «Памятники старой чувашской веры» кĕнекере çырса кăтартнă.
Ял майĕпен пулин те ӳссе те сарăлса пынă, çĕнĕ урамсем йĕркеленнĕ: Куликовка, Йĕрĕхкасси, Арманкасси. Вăрăм урама ял çыннисем мĕнле вырнаçнине кура Малтикас, Вăтакас, Хыçалтикас теççĕ. Кăркăс урамне тĕп урамран çырма уйăрса тăрать. 90-мĕш çулсенче çĕнĕ урам – Çамрăксен урамĕ уçăлчĕ.
1861 ç. – 33 килĕ (97 арçын), 1871 ç. – 45 килĕ (400 çын), 1897 ç. – 64 килĕ (397 çын), 1913 ç. – 91 килĕ (573 çын), 1941 ç. – 131 килĕ (698 çын), 1970 ç. – 185 килĕ (978 çын), 1989 ç. – 186 килĕ (557 çын), 1996 ç. – 186 килĕ (519 çын), 2007 ç. – 187 килĕ (50 çурт, 437 çын) пулнă.
Ял çĕршыв уттипе тан утнă. Арçынсем тĕрлĕ вăрçăсене хутшăннă, пуçĕсене хунисем те сахал мар. Çапла пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Хамитпа Махмут Кузнецовсем, Макçăм Юманов, Велюш Бикмендеев, Етихван Ишкереев, Пиппав Кузнецов пуçĕсене хунă.
Граждан вăрçи те хăй йĕрне хăварнă. Апит Микулĕ Вăтам Азире басмачсемпе çапăçнă. Халхин-Голта пынă çапăçура Куçма Мавлютов пуç хунă.
Финн вăрçине хутшăннисенчен те вилнисем пур, хăшĕсем килĕсене таврăнмасăрах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Çак пĕчĕк чăваш ялĕнчен асăннă вăрçа 167 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 79-шĕ килне таврăнайман, çапăçусене çакланса е тыткăна лексе пурнăçĕсем татăлнă. Сывă таврăннисенчен пĕри – Александр Тимофеевич Макаров (1918-1992) Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. Халĕ ялта пĕр вăрçăпа ĕç ветеранĕ – М.М.Бикмендеев çеç пурăнать.
Кашни ăру пурнăçĕнче мĕнле те пулин паллă событисем йĕр хăварнах. 1956 çулта Еня Сайдяшевпа Ваççа Сандркин Венгрири пăлхава пусарнă çĕре хутшăннă. 1968 çулта Илья Александров Чехословакири пăлхава пусарнă пулăмсене хутшăннă. Вунă çул пынă Афган вăрçине Чăвашкассинчен 9 каччă хутшăннă: Геннадий Иванович Сайдяшев, Александр Сайдяшев, Павелпа Владимир Ендияровсем, Юрийпа Олег Сорокинсем (пĕртăвансем), Сергей Сорокин, Герман Афанасьев, Владимир Юманов. Чечен вăрçине хутшăннисем: Анатолий Кудряшов, Сергей Селендеев, Сергей Баскаков, Татьяна Алексеева.
Революци тарăн йĕрех хăварман. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра йăнăшсемсĕр пулман. Ура çинче çирĕп тăракан хресченсене «кулаксем» тесе ялтан кăларса янă. Павел Денисов, Ваççук Лисков, Хунтер Юманов çемйисем Сталинла конституци ялĕнче пурăннă, çурчĕсене туртса илнĕ. Колхоза кĕме килĕшменнисене те çурчĕсенчен кăларнă, сутса янă, витисене колхоз валли хуралтăсем тума илсе кайнă. Тĕп ĕç выльăхĕсене – лашасене – хресченсенчен туртса илнĕ. 1928 çулта çĕре пĕрле ĕçе кĕртекен артель йĕркеленĕ. Вăл «Красин» ятлă пулнă. 1932 çулта «Победа» колхоз йĕркеленнĕ. Унăн председателĕ Метер Ендияров (маларах чухăнсен комитечĕн председателĕ пулнă), счетовочĕ Ментюш Бикмендеев пулнă. Лайăх тыр-пул туса илнĕшĕн Мускаври ял хуçалăх куравне хутшăнма тивĕç пулнă. Колхозниксем орден-медале тивĕçнĕ.
1958 çулта колхоза «Вперёд к коммунизму» хуçалăхпа пĕрлештереççĕ (председателĕ Н.П.Казаков). Ăнăçлă ĕçлесе пынă колхоз 2006 çулта панкрута тухса саланса кайрĕ. Колхозниксем хăйсен çĕр пайĕсене «Заря» фермер хуçалăхне тара (аренда) панă (ертӳçи – А.В.Садюхин).
Пирĕн ял Çĕнĕ Улхаш ял Советне кĕрет, ăна 1928 çулта йĕркеленĕ. Пирĕн ялтан унта Ухлюк Ишкереев ĕçленĕ.
1929 çулта парти тата комсомол организацийĕсем йĕркеленеççĕ. Малтанхи комсомолецсем: Хĕлип Юманов, Иван Сайдяшев, Влатимĕр Ухливанов. Малтанхи коммунистсем: Эхтюх Сайдяшев, Тимĕр Семёнов, Питимĕр Ильбеков, Клеменчи Сайдяшев.
1937 çулта вулав кĕтесĕ уçнă. Ăна Ахваниç Юманов йĕркелесе пынă. 1955 çулта пĕренесенчен клуб çурчĕ ӳссе ларнă. Унта кино кăтартнă, ял çамрăкĕсем спектакль-концертсе м лартнă, 1989 çулта кирпĕчрен çĕнĕ клуб тунă. Иккĕмĕш хутĕнче – вулавăш. Унăн хуçи – О.И.Ванюшкина.
1963 çулта яла электричество çитнĕ. 1970 çулта баллонлă газпа усă курма пуçланă. 1994 çулта яла çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.
Ял çыннисен пурнăçĕ самай çăмăлланнă пулин те çамрăксем ялта тытăнса тăрасшăнах мар, тĕпрен илсен пенсионерсем ытларах пурăнаççĕ. Нумай çуртра вучах сӳннĕ ĕнтĕ, вĕсене чĕртес шанчăк та çук.
 
 
Материала хатĕрленĕ чухне Чăваш Республикинчи Шăмăршă, çак районти Виçпӳрт, Пăчăрлă Пашьел, Асанкасси, Тутарстан Республикинчи Пăва, Çĕпрел, çак районти Аслă Чăнлă музейĕнсенчи документсемпе усă курнă. Ятсемпе хушаматсене музейсенче упранакан документсенче мĕнле асăннă, çавăн пекех пĕр улăштармасăр (вырăслатмасăр) çырса кăтартнă.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.
 
: 1147, Хаçат: 2 (1146), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: