Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ватăсем пурăнакан çурт умĕн иртсе каймассерен чунра тем хускалать ман. Паян çак ыратăва сирес тесе ун хуçисемпе паллашма васкарăм. Мĕнлерех пурăнаççĕ патшалăх çуртĕнче тĕнчере хăр тăлăх юлнă мăнтарăнсем?
Арçынсем те пур кунта, хĕрарăмсем те; сыввисем те сусăррисем те, кĕл тĕслĕ шурă çӳçлисем те, курăк çине ӳкнĕ ирхи сывлăм евĕр тин пасарма пуçланисем те. Урама, кӳрше-арша ирĕклĕнех тухса çӳреймеççĕ кунта пурăнакансем. Теприсене кăларсан та каяймаççĕ. Куçĕ курман, ури утман çынсене ирĕклĕхпе илĕртеймĕн. Сусăрсемшĕн хăтлă ăшă çурт пурри паха. Кунта тăрăшакан ырă чĕреллĕ медицина ĕçченĕсем вĕсĕмшĕн ывăлĕ-хĕрĕнчен те хаклăрах. Тĕлĕнмелле, анчах та ватăсен çуртĕнче канлĕх тупнисем хушшинче телейсĕррисене курмарăм. Ахалех иккĕленнĕ эп, кунта килсе янă пархатарсăр ачисене чунăмра вăрçнă. Ку çуртра чăн-чăн пурнăç кĕрлет. Аваннине шанма пăрахманнисем шăпах çакăнта хăйсен мăшăрĕсене, юратăвĕсене тупнă. Туй тусах пĕрлешнĕ. «Çамрăк»мăшăрсем пĕр çăвартан шăкăлтатса кун кунлаççĕ, çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ. Ватăсен çурчĕн хăйĕн хаçачĕ пур. Унта пултаруллă çыравçăсен сăввисене пичетлеççĕ, пĕр-пĕрне çуралнă кун ячсĕпе саламлаççĕ. Кулма-шӳтлеме те манса кайман ку стенасем хыçĕнче, ăшшăн калаçма та.
Мана пӳлĕмре пĕччен выртакан пĕр хĕрарăмăн тунсăхлă куçĕ канăç памарĕ. Çулĕпе те ватах мар вăл: 50-55 çулсенче çеç. Пурăнасса та кунта сахалтан та виç-тăват эрнере кăна пулас. Юнашар ăна пăхакан хĕр-тантăшĕ çукран калатăп. Ыркăмăллăх сестри çеç вăхăтран вăхăта кĕркелесе тухнине асăрхарăм. «Инсульт хыççăн майĕпен кулленхи пурнăç патне таврăнать»,-терĕ тĕп тухтăр чирлĕскере манпа калаçма йывăр пулассине систерсе. Чăваш хаçатĕнчен иккенне пĕлсе-ши е шутсăр калаçас килнĕрен-ши (палланă-палламан çынна, ахăртнех, чунне уçса пама çăмăлтарах) – куçĕпе юнашар ларма сĕнчĕ.
-Телей валеçнĕ чухне эпĕ килте пулман курăнать, - пуçларĕ сăмахне Галина.-Çӳренĕ пуль выляса шыв хĕрринче, çырма-çатрара е пахчара ĕçленĕ. Вăрман çумĕнчи пĕчĕк яла, хăватлăскер, тен, сăнайман та пуль. Анне ир вилчĕ. Ман хыççăн тата икĕ йăмăк. Вун çичĕ çул та тултарайманччĕ. Кӳршĕ ялтан хăтана пычĕç. Атте хирĕçлемерĕ. Эпĕ ытлашши çăвар пулнă. «Кайни паха»,-терĕ пуль. Ырă çын тĕлне лекмен. Пурнăçăмра арăш-пирĕш çил-тăвăл пуçланчĕ. Хамран сакăр çул аслă упăшка лавккана мар, алăк кутне шыв тăкма та кăлармастчĕ. Чăркăш та тӳрккес кăмăлĕ, тӳсме çук кĕвĕçни мана ерипен ухмаха кăларма пуçларĕ. Йăлăна-йăлăна ача садне ĕçлеме вырнаçрăм. Çын хушшинче çăмăлрах пуласса пĕлнĕ. Анчах та халĕ кашни каç патак çиме пуçларăм. Тепĕр чух ĕçе кайма вăтанаттăм. Пепкем çуралсан вĕçех улшăнасса кĕтрĕм. Чунăмри вăрттăн шанчăк хĕлхемне пăрлă шыв сапса сӳнтерчĕ. Халĕ эпĕ пĕччен мар, виçĕ пĕчĕк ачапа вите-мунча тăрăх çывăрса çӳренĕ. Кĕрт йыттинчен ытла ырă сăмах илтеймерĕм. Икĕ ывăлпа пукане пек хитре хĕр парнелерĕм. Виççĕмĕшне упăшка манран мар тенипе хамăн хĕр чухнехи хушаматпа çырмалла пулчĕ. Аркаш сăнĕпе каснă лартнă ашшĕ. Нумай нушаланнă. Куççуль, терт-асап, вĕчĕрхенӳ чĕрене ыраттарнă.
-Нивушлĕ тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ тăна кĕртеймен ăна, пӳтсĕре. Ачăрсене питех те шел-çке. Вĕсен психикине амантасси пирки мĕншĕн иксĕртен пĕри те шутламан? Сирĕн те чăтмалла пулман.
- Курайми пулсан та чăтнă. Виçĕ ачапа тухса кайма хăранă. Ухмах пулнă. Çĕр çинче ыр çынсем чăркăшсенчен ытларах. Выçă вĕлермен пулăттăм. Çамрăклах çынна паллами пуличчен ĕçме тытăнчĕ. Хĕненĕ чухне алли тата йывăрланатчĕ. Ачасем хĕрхенетчĕç мана, вăтамми, хĕрĕм, пĕрле йĕретчĕ. Асли милицие ĕçлеме кĕчĕ, Зина - Димитровградри юридици техникумне. Кĕçĕнни шкулта вĕренетчĕ-ха. Пирĕн çемьене пысăк хуйхă пырса çапрĕ. Арçын пĕрле ĕçсе ларнă юлташне чиксе вĕлернĕ. Упăшкана тĕрмене хупрĕç. Судра: «Иртĕхме ирĕк пулать халь сана, эп тухнă çĕре çуртран тасалнă пул! Тухсан санпа çавах пурăнмастăп»- терĕ. Ахаль те шеллесе йĕреттĕм, усал сăмахсем чĕрене тата хытăрах тăрмаларĕç. Мĕншĕн? Ăнланмастăп.
Çапла пурăнтăмăр пĕр хушă. Хĕрĕме аван çемьенех качча патăм. Хам та: «Эпир халь хисепсĕр çынсем. Пире ялта аçуна пула юратмаççĕ, савнийӳ çумне çыпăçнă - хытах çыпăç. Юратать пулсан качча илетех»,-терĕм. Туй начар мар иртрĕ. Çамрăк çемьере çĕнĕ кайăк çураласса кĕтрĕмĕр.
Кӳрше Вăтам Азирен темле çынсем куçса килчĕç. Арăмĕпе калаçкалама пуçларăмăр хайхи. Тепĕртакран шăллĕпе паллаштарчĕ. Тин хĕрарăм телейĕ, çепĕçлĕх мĕн иккенне туйрăм. Кĕçĕнни шкулта вĕренетчĕ-ха, милицире ĕçлекен ывăл та канмалли кунсенче киле килетчĕ. Иккĕшĕ те мана асăрхаттарма, кайран ăнлантарма, вăрçма пуçларĕç. Чĕреме никам та тăнламарĕ. Пурте намăслантарчĕç, ашшĕ пирки асилтерчĕç. Ашшĕ мана çӳпĕ вырăнне те хуманнине манса кайнă вĕсем. Ăна шеллеççĕ.
Пуçăм çаврăннипе-ши е мана «юратăвăм» чей-сăра çине наркотик евĕр таблеткăсем ярса панă-ши, астумастăп – эп килтен пысăк автомашинăпа илме май пур япаласене, сĕтел-пукана, савăт-сапана, выльăх-чĕрлĕхе тиесе тухса кайнă. Сутнă-и, мĕн тунă – нимĕн те пĕлместĕп. Пĕр-ик кунтан пăянампа-пăятама çаратма пынă тет иккен. «Иккĕшне те вĕлер, сывă ан хăвар, юнăма нумай ĕçрĕç»,-тенĕ пулать эп. Нимĕн те астумастăп. Намăс. Пăянам мана тĕттĕмре сасă тăрăх палланă. Çыхса пăрахнăскерсене кӳрши вилĕмрен хăтарнă. Ăшра лăпкă мар тесе чупса килнĕ тет. Милицире пире шырава парсан «савни» хăй нумаях пулмасть тĕрмерен тухни, наркоман пулни пирки каласа кăтартрĕ. Ман пур-çук пурлăха та вăл наркотика пула хапсăннă. Сăн ӳкерчĕксене пур çĕре çыпăçтарма пуçласан вăл мана тарма пулăшса хăй парăнчĕ. «Эсĕ аван хĕрарăм, каçар»,-терĕ. Судра мĕнпур айăпне хăй çине илнĕ. Эпĕ вара аякра, Çĕпĕрте, пĕр фермер патĕнче пурăнма пуçларăм. Пурăнассăм та килместчĕ. Ялта ывăл шкул пĕтермелле, мăнук çуралмалла, асли тата мана шанакан ачаччĕ.
Районта сан аннӳ вăрă-хурахпа ырă халăха çаратса çӳрет тенине илтсен ман пирки мĕн шутларĕç-ши? Ашшĕ – тĕрмере, амăшĕ – шыравра. Юнашар никам пулăшакан та çук. Мăнтарăн ачасем.
Хуçалăхра мĕнпур хура ĕç тума тиветчĕ. Паспорта, çумри хутсене туртса илчĕç. Пурăнасса темле хăмасенчен тунă çуртра шăнса пурăнаттăмăр. Нимĕнле йĕркеллĕ условисем те çукчĕ. Тен, тĕрмере авантарах та пулнă пулĕччĕ. Сывлăх хавшама пуçларĕ. Хĕрĕх пиллĕкри хĕрарăмран карчăк пулса лартăм.
Çичĕ çултан тăван йăмăкпа хĕр мана шыраса тупрĕç. Çунă, тасатнă хыççăн хĕр хăйсем патне илсе килчĕ. Аван пурăнаççĕ. Кĕрӳ пирки эп тĕрĕс шутланă. Ĕçлеме пултаракан, тăрăшуллă çын. Хăтлă хваттер те илнĕ, машини те пур. Мăнук пĕрремĕш класс пĕтерет. Хĕр юрист. Аслă ывăла ĕçме пуçланипе милицирен кăларса янă. Вăл ăçта-тăр çапкаланса çӳрет терĕç. Кĕçĕнни салтака кайса килнĕ. (Салтака ăна тăхлачсем ăсатма пулăшнă иккен. Ĕçме-çиме, сĕтел хатĕрленĕ.) Халь ашшĕпе пурăнать. Куçăмсăр майпа институтра вĕренет, ĕçлет. Хĕрпе кĕрӳ ĕнси çинче ларас мар тесе чирлĕ, ватă хĕрарăма пăхма ĕçе вырнаçрăм. Ун патĕнчех вырткаласа тăраттăм. Иккĕмĕш хут инсульт пулсан сулахай ен ĕçлеме пăрахрĕ. Малтанласа хĕр пăхкаларĕ. Куллен тарăхса кăшкăрнипе пуçа çĕклеме вăтанаттăм. Сана илсе килни анчах мар, кашăкран çитермелле теме пуçларĕ. Дачине кайса пăрахрĕç. Тăрса-тăрсан, чăтайманнипе, кĕрӳ апат кӳрсе паратчĕ. Чунĕнчен маншăн пăшăрханнине сисеттĕм. Аслă ывăла шыраса тупнă иккен хĕр. Унран автобуспа Хусана парса ячĕç. Арăмпа (хăйĕнчен вăтăр çул аслă хĕрарăмпа) пурăнать иккен.
Пĕр пĕчĕк пӳлĕмре кăштăртатаççĕ. Иккĕшĕ те сыпаççĕ. Урăлсан хваттерсенче юсав ĕçĕсем тукаласа çӳреççĕ ахăр. Хăш чухне ман çинчен манни те пулнă. «Анне, ĕçме вĕрен, çăмăлланать»,-терĕ хайхи пĕррехинче. Вăй-хал пĕтрĕ. «Сан, ывăл, хăвăн айкашма пăрахмалла ĕнтĕ»,-тетĕп. Сăнĕпе илемлĕ вăл, алли ылтăн. «Э-э, кунсăр пурнăç çук, эс ху мĕн, артистка, мĕн кăна хăтланса илмерĕн, э? Ĕçме пăрахмалла тет», - терĕ шăл йĕрсе. Вĕсем мана каçарас çуккине пĕлсех малалла пурăнатăп. Пурăннинчен ытла чĕре тапать, çав анчах. Виççĕмĕш хут инсульт çапсан ывăлпа «кин» хăраса ӳкнĕ. Хусанта ман прописка (нимĕнле документ та) çук. Тухтăрсем май пур таран пĕрремĕш пулăшу парса кайнă. Ывăл мана, пĕр урапа тупăк çине пуснăскере, автобус çине лартса хĕр патне илсе килнĕ. Зина пур вăйран кăшкăрать. «Кунта ан хăвар, эпĕ ача кĕтетĕп, ман ăна пăхма вăй та, тӳсĕм те, укçа та çук, хуть те ăçта илсе кай»,- тет. Питĕм тăрăх куççуль юхать. Петĕр тата мĕн-тĕр калас тесе пыратчĕ йăмăкĕ патне лешĕ илсе кай, илсе кай тенипе мана хулран тытрĕ те: «Атя, атя, эппин, тытатпăр та çӳп-çап яракан пăрăхран ывăтатпăр, вилтĕр, çĕртĕр çавăнта!» - терĕ. Унтан чышрĕ те пире мĕнпур вăйран – картлашка тăрăх чупса кайрĕ. Урăх курмарăм ăна. Хĕр мана район пульницине вырнаçтарнă иккен. Тăна çухатнипе нимĕн те астумастăп. Ман валли документсем тутарнă. Пульницаран тӳрех – Ваттисен çуртне. Эпĕ никама та çилĕ тытмастăп. Чи кĕçĕнни ĕçкелеме тытăннипе çеç кулянатăп. Институтне те пăрахнă тет. Ăна тата мĕнле шăпа кĕтет-ши? Кĕрӳ манран çапла пулса тухнăшăн каçару ыйтрĕ, Аркаша (кĕçĕннине) хам пата ĕçе илетĕп, ан кулян терĕ. «Унран çын тăватăпах, упрăр хăвăра, кунта медицина ĕçченĕсем сирĕн сывлăхăра тĕрĕслесе тăрĕç»,-терĕ.
Аслă мăнука утьăкка сиктернĕ пулсан, тăван кил вучахне хамах шыв сапса сӳнтермен пулсан мана кунашкал шăпа кĕтместчĕ паллах. Мĕншĕн çылăхсене куççульпе çуса яма пулмасть-ши? Тĕрмерен маларах тухнă упăшка паян ĕçлет, тепре авланнă. Эпĕ çеç ку тĕнчере никама та кирлĕ мар… Чĕре тапсан та – эпĕ пуриншĕн те вилнĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 995, Хаçат: 2 (1146), Категори: Ăраскал

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: