Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УМĔНЧИ ТĔЛЛЕВНЕ МĔНЛЕ ПУРНĂÇЛАНИНЕ КУРА ХĂЙНЕ ХĂЙ ХАК ПАРАТЬ
«Юратнă ĕçĕмре пулă хăйне шывра мĕнле тыткаланă пек туятăп. Ĕçре кăна эпĕ – вăйлă, сывлăхлă, çĕкленӳллĕ… Эпĕ мĕнлерех çын пулни – веçех çавăнта», – тесе çирĕплетет Леонид Иванович Никифоров – СССР Патшалăх физкультурăпа спорт комитечĕн «Физкультурăпа спорт отличникĕ» хисеп паллине, «Раççей Федерацийĕн физкультура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Ульяновскри «Станкостроитель» спорткомплексăн тата облаçри пăр çинче мечĕкпе хоккейла вылякан ачасемпе çамрăксен олимп резервĕн ятарлă спорт шкулĕн директорĕ.
Чĕмпĕр çĕрĕ çине янă спорт Туррин элчи – Л.И.Никифоров – 1949 çулхи чӳкĕн (ноябрь) 29-мĕшĕнче Тутар АССРĕн Пăва районĕнче вырнаçнă Аслă Пӳркелĕнче çуралса ӳснĕ.
Унăн ашшĕ – Иван Ильич – вунсаккăрта чухнех вăрçă хăрушлăхĕпе паллашнă, 1939 çулта Финляндийĕн хура вăйĕсем Совет Союзĕпе пуçарса янă вăрçа хутшăннă. 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсене Чехословакие çитиччен хăваласа аркатнă,çавăнтах Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Çав çулсенче паттăрлăх кăтартнăшăн 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне, «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» медальсене, вăрçă хыççăн нумай юбилей медальне тивĕçнĕ.
Иван Ильич мĕн виличчен тенĕ пек колхозри пушар хăрушсăрлăх тытăмĕнче водительте вăй хунă.
Амăшĕ – Анастасия Степановна (Элшел хĕрĕ) – Пăвари медицина училищинчен вĕренсе тухнă, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Пӳркелĕнчи участок пульницинче сестрара, аслă сестрара ĕçленĕ. Леонид Иванович паян уйрăмах амăшĕ çинчен ытларах асăнать:
- Анне пек тĕрĕс, тӳрĕ, таса, ултавсăр çын таврара та пулман тенĕ пулăттăм. Пульницара ĕçленĕ чухне эмелсем, спирт тата ытти пурлăх веçех ун аллинче пулнă. Вăл киле пĕр грамм спирт, пĕр таблетка илсе килмен. Пĕррехинче кĕркунне сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларнă вăхăтра, çĕрле, пĕлнĕ çынсем машинапа чĕкĕнтĕр илсе килчĕç. Кил хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе мĕнпе те пулин тăрантармалла вĕт-ха. Çук, анне мĕнле тархасласан та çав тымар çимĕçе илсе юлмарĕ. Пире те вăл хăй пек тӳрĕ кăмăллă та ĕçчен пулса çитĕнме вĕрентнĕ.
Никифоровсен çемйи пысăках пулман – икĕ ача çитĕнсе ӳснĕ. Леонид Ивановичран кĕçĕнреххи – Пётр – паян Ульяновскра строительствăра водительте ĕçлет.
Леонид 1967 çулта вырăнти шкултан вăтам пĕлӳ илсе тухать. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл пĕтĕмĕшлех спорт «тамăкне» кĕрсе ӳкет. Спортăн пур енĕсем те килĕшеççĕ ăна, уйрăмах – йĕлтĕр спорчĕ.
1968-1970 çулсенче ентешĕмĕр салтак тивĕçне пурнăçлать: вăл Казахстанри Семипалатинск облаçĕнче стратегиллĕ ракета чаçĕнче штаб телеграфисчĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Каллех спорт, спорт, спорт… Йĕлтĕрпе чупса дивизи первенствисенче малти вырăнсене йышăнать.
1970-1972 çулсенче Леонид Никифоров Тутарстан АССРĕнчи Альметьевскра физкультурăпа спорт техникумĕнче пĕлӳ илсе спорт тĕнчине шаларах кĕрсе пырать.
Салтакран таврăнсан вăл Ульяновскри механика тата йывăр станоксем туса кăларакан заводсенче физкультура инструкторĕн тивĕçĕсене пурнăçласа ĕç биографине пуçласа ярать. Спорт тытăмĕнчи пуçлăхсем çамрăк та салтакра пиçсе çитнĕ качча самантрах асăрхаççĕ – 1979 çулта ăна УЗТСри физкультура коллективĕн председательне суйлаççĕ тата «Станкостроитель» спорткомплексăн директорĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Предприятире ĕçленĕ вăхăтра каччă спорт юхăмĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ Александра Алексеевна Катковапа (Каша хĕрĕ) паллашать. Александра вăл вăхăтра спорт ориентирĕпе туслашса çитнĕ спортсменка пулнă, заводра электромонтажницăра , строительство техникумĕнчен вĕренсе тухсан – экономистра вăй хунă.
Икĕ чăваш чунлă спортсмен чунĕнче юрату туйăмĕ вăранать. 1978 çулхи шартлама сивĕ раштавра (Çĕнĕ çул умĕн) туй кĕрлесе иртет.
1976-1981 çулсенче Леонид Никифоров куçăмсăр майпа Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнче «Физкультура воспитанийĕ» специальноçпа аслă пĕлӳ илет.
УЗТСăн вăл ертсе пыракан физкультура коллективĕ заводра ĕçлекенсене сывлăхлă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума тытăнать. Çак ĕç-хĕл «Станкостроитель» спорткомлекс секцийĕсенче тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче (ДЮСШ) пулса иртет.
ДЮСШ та 1979 çулта Л.И.Никифоров пуçарăвĕпе тата тăрăшулăхĕпе уçăлать. Шкулта спорт маçтăрĕсем, Раççей первенствин, СССР тата тĕнче шайĕнчи мечĕкпе хоккей вылямалли, çăмăл тата йывăр атлетикăпа иртнĕ ăмăртусен чемпионĕсемпе призёрĕсем хатĕрлесе кăлараççĕ. Вĕсен хушшинче: тĕнче шайĕнчи спорт маçтăрĕсем, Раççей сборнăй командин членĕсем - Т.Егорова, Н.Перякова, Е.Анисимова, Белова; спорт маçтăрĕсем – А.Грехов, С.Савенко, Р.Сиразетдинов, С.Улазов, В.Ещеркин, И.Каримов тата ыттисем.
Л.И.Никифоров ертсе пыракан спорт коллективне (облаçри производство коллективĕсем хушшинче пĕрремĕш хут) 1987 çулта Раççей профсоюзĕн спорт обществин Канашĕн постановленийĕпе «Спорт клубĕ» ят параççĕ. Л.И.Никифорова çак спорт клубăн председательне суйлаççĕ.
Физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк вăй хунăшăн Л.И.Никифорова нумай хутчен хула тата область, машиностроени ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотисемпе награ-дăлаççĕ. 1991 султа ăна СССР физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕ «Физкультурăпа спорт отличникĕ» хисеп палли парса чыс тăвать.
Витĕмлĕ специалист малашлăха пĕлсе тăрать тейĕн, умне лартнă тĕллевĕсене чысне вараламасăр пурнăçласа пырать. Тăхăрвуннăмĕш çулсенчи йывăрлăхсене çĕнтерсе, «Станкостроитель» спортклуб кадрĕсене сыхласа хăварса çынсене савăнăçпа сывлăх парнелет.
Коллектива пĕр çыхăра тытма, ĕçченĕсене хавхалантарса тăрса çитĕнӳсем тума, пĕтĕм яваплăха хăй çине илме пĕлнипе, унăн ĕçченлĕхĕн чикки çуккипе уйрăлса тăрать ентешĕмĕр.
1996 çулхи çитĕнӳсемшĕн (Ульяновск облаçĕнчи производство коллективĕсен спортклубĕсен ертӳçисен хушшинчи пĕрремĕш) Л.И.Никифорова «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ» ят параççĕ.
УЗТС укçа-тенкĕсĕр тăрса юлсан («Станкостроитель» спорткомлекса сыхласа хăварас тĕллевпе) Л.И.Никифоров тăрăшнипе 2003 çулта комплекса область спорткомитет балансне куçараççĕ.
2007 çулта «Станкостроитель» спорткомплекс тытăмĕнче облаçри пăр çинче мечĕкпе хоккейла вылякан ачасемпе çамрăксен олимп резервĕн ятарлă спорт шкулĕ (СДЮСШОР ХМ) уçăлать. Директорĕ – Л.И. Никифоров.
Спорт шкулĕ тăватă çулта облаçăн тĕп команди – суперлигăри «Волга» - валли саппасра тытмалли кадрсем хатĕрлет: Дмитрий Барашков, Алмаз Набиуллин, Антон Филимонов Раççей чемпионатне хутшăнма юрăхлă хоккеистсем пулса тăраççĕ. С.Никитин (чăваш ачи,1993 çулта çуралнă), Д.Атаманюк (1994), Э.Бихузинпа Д.Сергеев (1995), Д.Скворцов, Д.Новиков, В.Кузнецов, Д.Пименов (1996), К.Фадейчев (1997) - Раççей сборнăй командин кандидачĕсем.
СДЮСШОР ХМ командисем Раççей первенствине хутшăнса призёрсем пулса таврăнаççĕ.
2010 çулта кăна тĕрлĕ çулсенче çуралнă çамрăксенчен тăракан пилĕк команда Раççей первенствин финалĕнче вылянă, 1995 çулта çуралнă ачасем кĕмĕл призёрсем пулса таврăннă, ун хыççăн Тĕнче Кубокĕшĕн кĕрешнĕ.
2011 çулта СДЮСШОР ХМ 1996 çулта çуралнисенчен тăракан сборнăй команди Раççей шайĕнче иртнĕ «Плетёный мяч» клуб ăмăртăвĕнчен кĕмĕл призёрсем пулса таврăннă та Швецири Больнес хулинче юпа уйăхĕн 28-30 мĕшĕсенче иртнĕ ăмăртура Тĕнче Кубокĕшĕн Швецин «Сириус» командипе ăмăртнă, анчах 0:1 шутпа выляса янă. Ульяновска тăватă группăпа выляса 1-мĕш вырăн илсе таврăннă.
Кĕске вăхăтрах хоккей шкулĕ Раççейри чи лайăххисен шутне кĕрет. Çĕршыв шайĕнче шкулсен хушшинче иртнĕ кăтарту-конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Паян СДЮСШОР ХМна 392 ача çӳрет. Вĕсемпе 17 тренер-преподавател ь (5-РФ физкультура отличникĕ, 2- аслă категориллĕ тренер, 8- спорт маçтăрĕ) ĕçлет. Вĕсен шутĕнче унăн ывăлĕ – Сергей те пур. Вăл Ульяновск патшалăх университетĕнчен экономиста вĕренсе тухнă. Сăмах май, Никифоровсен хĕрĕ Татьяна та экономист-менеджер. Икĕ ачи те амăш çулĕпе кайнă, анчах спортпа та туслă.
Шкул шутне «Волга», «Торпедо», «Станкостроитель» (Ульяновск), Ишевкепе Димитровградри стадионсенче хатĕрле-некен çамрăк спортсменсем кĕреççĕ. Кунти питĕ хăтлă стадиона, вылямалли зала, пĕтĕмĕшле физкультура хатĕрленĕвĕсен тата атлетика гимнастикин залĕсене çам-рăксем, «Станкостроитель» спорткомплексне çӳрекенсем ятарлă расписанире кăтартнă вăхăтсенче çӳреççĕ. Кунтах Засвияжски районĕн конькипе ярăнмалли (тӳлевлĕ) каток та пур. «Станкостроитель» спорткомплексра çăмăл тата йывăр атлетика, дзю-до, спорт ритмика гимнастикин ушкăнĕсем хатĕр-ленеççĕ.
Леонид Иванович Никифо-ровшăн спорт пурнăç тамăкĕнчи çăтмаха çаврăнать. Вăл унсăр киленсе пурăнаймасть тейĕн. Ирех пырать те сĕм тĕттĕм пуличчен куллен тухса тăракан ыйтусене татса парать.
Ентешĕмĕр умĕнчи тĕл-левĕсене мĕнле пурнăçланине кура хăйне хăй хак пама тăрăшать – пĕр ӳстермесĕр, сăпайлăн.
 
: 802, Хаçат: 3 (1147), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: