Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей пичечĕн кунĕнче Ульяновск облаçĕнче регион Правительстви журналистикăра йĕркеленĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Журналистсене кĕпĕрнаттăр ятĕнчен облаçри шалти политика министрĕ Татьяна Кириллова саламланă. Регионти “За веру и добродетель” хисеп паллине “Искра” хаçатăн тĕп редакторне Татьяна Гнидована, “Ульяновск облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята Ульяновскри патшалăх университечĕн редакципе издательство пайĕн пуçлăхне Галина Углёвана, кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне “ДимТВ” организацин пуçлăхне Наталья Васильевана, “Кузоватовские вести” хаçатăн яваплă секретарьне Светлана Картышевана парса чысланă.
2011 çулта пирĕн правительство журналист профессин чысне ӳстерес, пултаруллă журналистсене палăртас тĕллевпе ятарлă премисем тунă.
Конкурса пурĕ 56 журналист хутшăннă, комисси умне 626 ĕç тăратнă. Вĕсен ĕçне пилĕк номинаципе хакланă. Историри пĕрремĕш премие çаксем тивĕçнĕ:
“Чи лайăх телекăларăмсем” номинацире ВГТРК “Волга” тата “Репортёр”(150-шар пин тенкĕ), Инза телевиденийĕ (200 пин тенкĕ), Сергей Пузиков журналист (100 пин тенкĕ) çĕнтернĕ.
“Чи лайăх радиокăларăмсем” шутне “Радио 2х2” тата УАЗăн радио ушкăнĕ (100-шер пин тенкĕ), Геннадий Антонцев –“Дорожное радио” (100 пин тенкĕ) кĕнĕ.
“Массăллă информаци хатĕрĕсенчи чи лайăх публикацисем” номинацире “Российская газета” хаçат редакцийĕ (200 пин тенкĕ), “Ульяновская правда” редакцийĕ (150 пин тенкĕ), “Коммерсантъ-Волга” хаçат корреспонденчĕ Сергей Титов (100 пин тенкĕ) мала тухнă.
“Информаци агенствисем хатĕрленĕ чи лайăх меди проекчĕсем” номинацире “Rеgnum” информагентствăпа (200 пин тенкĕ), “Мозаика” (100 пин тенкĕ) çĕнтернĕ.
“Ача-пăча валли тухакан чи лайăх пресса” шутне “Симбик” журнала кĕртсе Диана Ковела редактора 50 пин тенкĕ преми панă.
 
: 956, Хаçат: 3 (1147), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: