Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăн пулни
Кĕркури Алюшĕ халĕ Казахстанри Актюбинск хулинче пурăнать, пенсире. Тăван Чăваш Ене сайра килет. Çулĕсемпе çитмĕле çитсе пырать. Тăван ялĕнчен укăлча умне аякри çула ăсатма тухрăмăр. Унччен пайтах калаçрăмăр тăвансемпе, Алюш ассăн сывласа тавралăха сасартăк шывланнă куçĕсемпе нумайччен сăнарĕ, ачалăхра çара уран чупнă урам тăрăхне юлашки хут пăхрĕ тейĕн, сăмахĕсем чĕтрерĕç. Вĕсене, вăрçă ачисене, вăл вăхăтра уйрăмах йывăр лекнĕ, выçă ларнă кунсене аса илчĕ. Мана хăй салтак хĕсметĕнче мĕнле нуша курнине каласа пачĕ:
- Эсĕ çыравçă, тен, вулакансене шухăша ямĕ-и? Эпĕ 1963 çулта салтак хĕсметне Туркмение лекрĕм. Унччен механизатора вĕренсе тухнăскере, танкистсен дивизине вырнаçтарчĕç. Йĕри-тавра çеçен хир, пĕр енче Иран, тепĕр енче – Афганистан иккен! Ĕçмелли шыва ятарлă машинапа, пичкере илсе килеççĕ. Ĕçме юрăхсăр тесен те килĕшмелле. Чăтать салтак, чăтатпăр, танкпа çӳреме, çапăçма вĕренетпĕр. Мана çур çултан танк пуçлăхне лартрĕç, сержант пакунĕсене тивĕçрĕм.
Дивизи пуçлăхĕ генерал, çулĕсемпе алла çитейменскер, патвар кĕлеткеллĕ, çӳллĕскер, сасси юнашар ĕçлесе тăракан танк сассинчен те хăватлăрахчĕ пулас, Устав йĕркисене пуринчен те çирĕп пăхăнма ыйтатчĕ. Пирĕн генералăн хăйне турттармалли танк пулнă. Шăп çавăнпа çўреме çирĕплетнĕччĕ мана!
- Григорьев сержант, ыран кунти Байрамали хулинчен хам ĕçсемпе мана штаба илсе кайма тивет!- парать хушу мана. «Есть!» – хуравлатăп эпĕ, хамăра Уставпа хуравлама вĕрентнĕскер. Тепĕр кун генералпа танк ăшне вырнаçрăмăр. Экипажри ытти танкистсене темшĕн пĕрле илтермерĕ, пĕлмерĕм. Кунашкал унччен те тухса çӳренĕскере çĕнĕ япала мар ку. Пĕлетĕп, çитес çĕре çĕр аллă çухрăм ытла кайма тивет. Çумра вунă литр шыв тата икĕ кило сухариччĕ. Урăх танкра нимĕн те çук.
Вĕçтерсе пыратпăр çеçен хир тăрăх, хыçра çăра тусан кăна! Йĕри-тавра тикĕс, хĕвел хĕртет. Сехет ытла кайрăмăр пулас, сасартăк танк сиксе илчĕ те чарăнчĕ. Тивертейместĕп ниепле те. Генерал умĕнче намăс, вăл мана шаннă-çке! Юрать, вăрçмарĕ, хăй пулăшам пек тăвать. Чухлать, кунта юлма юрамасть, чĕр вилĕм умра!
- Кайма пултараймастпăр, танк çĕмĕрĕлнĕ,- хуравлатăп ассăн сывласа.
- Раципе пулăшу ыйт, хамăн частота çине тух!- вĕрентет мана. Мĕн мурĕ, раци ĕçлемест! Урăхла çыхăну тытма пирĕн май çук! Танк тавра иксĕмĕр ним тума аптăраса темиçе хут утса çаврăнтăмăр. Вăхăт каç енне сулăнсан, кунта çĕр каçма шутларăмăр. Кăнтăрла хĕрсе çитнĕ танк каçпа чăтма çук сивĕ иккен! Кунта çанталăк çапла. Пулăшу килессе шанатпăр, шывпа йĕпетсе сухари кăшлатпăр.
Пилĕк кунран ĕçмелли-çимелли пĕтрĕ, анчах пулăшу çук та çук! Мĕн тумалла? Пурăнас килет вĕт! Кăнтăрла танк айĕнчи сулхăнра выртатпăр, каçпа шалта шăлсене сивĕпе шаккатпăр. Тамăк вĕт! Тĕлĕксем хăрушшисем кăна тĕлленеççĕ. Ĕçес килнипе куçа тăрă, сивĕ шыв курăнать.
- Галлюцинация это, не верь,- тет генерал шала кайнă сассипе. Çак кунсенче пĕр-пĕрин пурнăçĕ пирки пĕлсе çитрĕмĕр.
…Сакăр кун иртрĕ. Калаçма мар, сывлама кансĕр. Çуран кунтан аякка каяймăн. Чĕлхе айне тимĕр гайка чикме сĕнетĕп генерала. Капла ĕçес килни кăшт иртет. Шăм-шак кăна юлчĕ пирĕнрен.
- Ещё несколько дней едва ли выдержим, прощаться будем, наверно,-тет генерал. Хăйăлтатать хăй. Эпĕ килтисене аса илсе ларатăп. Çапла çамрăк пуçпа ухмахла пĕртте вилес килмест.
Вупĕрмĕш кунне аякран танк сасси илтĕнет пек. Туйăнать-ши? Сасă енне пăхма пирĕн вăй юлман ĕнтĕ. Куç курми пулнă.
Госпитальре уйăх ытла выртса тухрăм. Унчченхи сăн-пите аран тултартăм пулас, пурăнас килет! Эпир çитес çĕре çитменнине пирĕн чаçра кайран кăна аса илнĕ вĕт! Ара, генерал хăнара тытăнса тăрать тесе шутланă. Генерал вара кĕлеткипе шкул ачи пек кăна тăрса юлнăччĕ.
Пĕррехинче дивизие пĕр çĕре пуçтарчĕç. Ман генерал вăй илнĕ ĕнтĕ, салтаксем умне унчченхи пек ярт! утса тухрĕ. Трибуна умĕнче тăракансер: "Сержант Григорьев, ко мне!" - терĕ. Кăкăртан чĕре тухса тарас пек тапать. Çитрĕм генерал умне, чыс паратăп…
- «За проявленную находчивость в экстремальных ситуациях, выносливость и героизм, а главное, за спасение командира…» - ытти сăмахĕсене илтме мана капланса килнĕ куççуль пӳлсе лартрĕ, аран ура çинче тăратăп. Генерал ман китель çине Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе «Паттăрлăхшăн» медале тирчĕ. – Настоящий воин, герой, сообщить матери и отцу, спасибо, спасибо тебе,- тесе ыталаса илсе йĕрсе ячĕ. Хам та савăнăç куççульне ун кителĕ çине тумлататăп. Çак самантра дивизире сержантпа генералран телейлĕреххисем пулман ĕнтĕ...
- Çапла, мирлĕ вăхăтра орденпа медале тивĕçлĕ пултăм, вилĕмрен хăтăлтăмăр,- ассăн сывларĕ Кĕркури Алюшĕ тăван ялĕ енне пăхса. – Ватăлтăм, çулĕ аякра, вилсен кунта илсе килсе пытармĕç, расхутне кам тӳсĕ, аякри çĕрех кĕме тивет пулĕ. Актюбинск Чăваш Енрен аякра…
 
: 1095, Хаçат: 18 (1110), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: