Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра 921-922 çулсенче аль-Муктадир халиф посольствин секретарĕн Ибн-Фадланăн караванĕ Багдадран Атăлçи Пăлхарĕн чикки патне йĕркеленĕ çулçӳревре пирĕн регион урлă иртнипе иртменни çинчен тĕпчеме тĕллев лартнă.
Посольство караванĕ Вăтам Азипе Вăтам Атăл хушшинчи çулçӳревре пин-пин çухрăма пăхăнтарнă. Çулăн Вăтам Азипе çыхăннă хушшине лайăх тĕпченĕ, анчах Ульяновск тăрăхĕпе çыхăнни нумай ыйтусем çуратать.
Ибн-Фадланăн ал çырăвĕнче çулçӳревре тĕл пулнă темиçе юхан шыв ятне çеç асăнса хăварнă: «Эпир пушкăртсен çĕршывĕ витĕр тухрăмăр та Джамарсан юхан шывĕ урлă каçрăмăр, унтан Уран, Урым, Байнах, Ватыг юхан шывсем урлă каçма тӳр килчĕ». (В.И.Артемьев, «Река Урым и путь Ибн-Фадлана в пределах Ульяновского Заволжья»).
Унта тата Çарăмсан урлă каçнине асăнса хăварнă, ытти юхан шывсене вара палăртман. Çак юхан шыв тăрăхĕнче вырнаçнă пурăнакан вырăнсене те асăнман. Çак вырăнсенче Настр Бен Ахмадăн (Самарканд) кĕмĕл дирхемĕн (920 ç.) катăкне, çав тери пысăк пулă тытмалли хĕртсе тунă вăлта йĕппине шыв çук çĕрте тупни те кăсăклантарать.
Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, караван çул-йĕрне Атăл леш енчи çĕр пичĕ, çав вăхăтра пулнă вăрмансем, юхан шывсем, çырма-çатра, пурăнмалли вырăнсем тăрăх куç умне тăратма пулатех, анчах топонимика тĕпчевне ирттересси çăмăл ĕç мар. Ăна ăслăлăхсен тĕрлĕ облаçĕсенче вăй хуракан специалистсем пĕрле тăрăшса çеç пурнăçлама пултараççĕ. Кунсăр пуçне, караван иртнĕ хуласенче вырнаçнă архивсенче нумай ĕçлемелле. Ун чухне тин караван пирĕн регион урлă иртнипе иртменнине çирĕплетме пулать.
Çак ĕçе йĕркелесе пыма тытăнать те ĕнтĕ Вырăс географи обществин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ “Ульяновск – хыпарсен хули» информаци агентствипе (АИ) тата култура еткерлĕхĕн комитечĕпе пĕрле. Тĕрлĕ ăслăлăх отраслĕсен эксперчĕсем Ибн-Фадлан караванĕн çул-йĕрне куç умне тăратма тăрăшĕç. Çитес çул вара çав çул-йĕрпе экспедици йĕркелĕç.
Проекта хутшăнас текенсем тата çак темăпа мĕнле-тĕр хыпар пуррисем проект координаторне 8 906 140 51 15 карас çыхăнăвĕн номерĕпе пĕлтерме пултараççĕ.
 
: 962, Хаçат: 3 (1147), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: