Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн облаçра пурăнакансен шучĕ чакать. Çынсем ватăлса пыраççĕ. Ун пирки иртнĕ çырав пĕтĕмлетĕвĕсем калаççĕ.
Пирĕн регионта 1,292 млн çын пурăнать. Вăл 2002 çулхи çырав кăтартăвĕнчен 90,6 пин çын (6,6 процент) сахалтарах. РФ 81 субъекчĕ хушшинче Ульяновск облаçĕ 34-мĕш вырăн йышăнать.
Ял çыннисен шучĕ 1959 çулпа танлаштарсан вăтамран икĕ хут (715,6 пин çын) чакнă. Ялсем те çĕр пичĕ çинчен çухалаççĕ. Сакăр çул хушшинче пирĕн регионта вунă ял пĕтнĕ. Çакă вилнисен шучĕ çуралаканнисенчен ытларах пулнипе çыхăннă.
Пирĕн облаçра хĕрарăмсен шучĕ арçынсенчен ытларах. 2002 çулта 107 пин ытларах пулсан 2010 çулта – 108 пин. 1000 арçын пуçне 1183 хĕрарăм тивет. Çакă вăй питти арçынсем вăхăтсăр вилнипе çыхăннă.
Облаçра аслă пĕлӳллисен шучĕ ӳснĕ. 2002 çулта 1000 çынран 131 çын çеç аслă пĕлӳ илнĕ пулсан 2010 çулта – 185 çын. 1000 çынран саккăрăшĕ – пач вĕренмен.
Юлашки çыравра хăйсен нацине палăртманнисем нумайланнă. Унчченхинчен 68 пин çын ытларах. Халĕ облаçра кăтартусем çапларах: 901,3 пин çын – вырăссем (73,6 процент), 149,9 пин – тутарсем (12,2 процент), 95 пин (7,7 процент) – чăвашсем, 39 пин (3,2 процент) – мордвасем, 10,5 пин (0,9 процент) – украинецсем, 4,6 пин (тăватшар процент) – эрмен тата азербайджан халăхĕ.
 
: 802, Хаçат: 3 (1147), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: