Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск хулинче чăваш культурине аталантаракансем хушшинче пултаруллисем сахал мар. Николай Косырев ятне, тĕслĕхрен, илтмен çын облаçра çук та пулĕ. РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Эревет» чăваш халăх юрă ансамблĕн пултарулăх ертӳçи кăрлачăн 13-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Николай Федорович тивĕçлĕ канура тесе лармасть. Вăл паян та облаçра (облаçра çеç те мар) иртекен чылай уява хатĕрлесе ирттернĕ çĕрте ырми-канми тăрăшать.
 
Купăс калама ачаранах вĕреннĕскер Николай Косырев илемлĕ кĕвĕсĕр ăраскалне курмасть те темелле. Чăнлă районĕнче чылай çул культура тытăмĕнче вăй хунă хыççăн Ульяновска куçса килет. Хăйĕн пурнăç çулĕ çинче чăваш юррисене (чăвашсене те) юратакан аван çынсене тĕл пулать Николай Федорович. Вĕсенчен пĕри – «Руслан» Культура çурчĕн директорĕ Виктор Коваленко. Виктор Андреевич хавхалантарнипе Çĕнĕ хулара иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче чăваш, тутар, мордва коллективĕсем пĕрин хыççăн тепри çуралаççĕ.
1986 çулта кĕркунне Николай Косырев Çĕнĕ хулари Культура керменне юрлама-ташлама ăста чăвашсене пухса юрă-ташă ушкăнне йĕркелесе ярать. Пултаруллă яш-кĕрĕме самолётсем тăвакан заводра, унăн общежитийĕсенче, халăх йышлă пухăнакан тата ытти вырăнсенче пĕлтерӳсем çакса шырать. Сцена çине тухакан 40-45 артист тупать. Репетицисем кашни кунах пыраççĕ. Çамрăксене ташлама вĕрентме Шупашкар хулине ятарласа кайса ăста çынсемпе паллашать. Сергей Каликов хореограф чĕнсен хирĕçлемест – килет. Кĕске хушăра чаплă чăваш ташшисене лартать. (Шел, хваттерпе вăхăтра тивĕçтерменнипе Сергей Каликов каялла Чăваш Ене таврăнать.) Сцена çине тухмассерен «Эревет» хăвачĕ ӳссе-ӳссе пырать.
Сцена çинчен кĕмĕл сасăллă шăпчăксем чăваш халăхĕ юратакан, чун-чĕререн тухакан илемлĕ çепĕç юрăсене шăрантараççĕ. Акă çирĕм улттăмĕш çул ĕнтĕ «Эревет» Ульяновскра иртекен пур мероприятисенче, фестиваль-конкурссе нче хаклă хăна, область тулашĕнче чăвашсем ирттерекен уявсене илем кӳрекен ансамбль. Унсăр пуçне регион чысне культура тĕлĕшĕнчен хӳтĕлекенсенчен пĕри те – вăлах. Мĕн тери шăпчăк саслă юрăç тухман-ши «Эреветрен»? Малтанхи солистсенчен чылайăшĕ паян Раççейĕн ытти хулисенче тăван чĕлхепе юрласа савăнтараççĕ. Юлашки çулсенче эпир сăн-питрен пĕлекен, илемлĕ те хăватлă сассисенчен паллакан Нина Максимова, Михаил Таушкин, Раиса Шумилова, Катьăпа Настя Шумиловасем, шел, паян «Эреветпе» мар. Раиса Никитина тата Фаина Самойлова чире пула пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç. Паянхи эреветçĕсем: Мария Уткина, Владимир Сорокин, Лидия Семенова, Галина Тарасова, Вера Мандрейкина, Марина Столярова, Вера Шифранова, Владимир Дмитриев, Анатолий Ишуков, Лариса Иванова. Шăпчăк саслă, пултаруллă хĕрсемпе каччăсенчен тăракан ушкăн паян хăйсен коллективĕ 25 çул, пултарулăх ертӳçи Николай Косырев 70 çул тултарнине халалласа юбилей концертне лартма хатĕрленет.
Николай Федоровичпа малалла калаçатпăр, ун юратнă хĕрĕсенчен («Эревет» солисткисенчен) юратнă купăсĕсем, аса илӳ çине куçатпăр.
-Эп каланă чи малтанхи купăс вăл – «Русский строй»,- тет юбиляр.- Паянхи пек астăватăп тетен купăсне илсе кĕвĕ калама ларнине. Улттăра чухне Вăта Тимĕрçен клубĕнче ял халăхĕ умне тухса чăваш тата вырăс кĕввисене каларăм. «Хромка» купăса та куç пек упратăп. Ăна 50 çулхи юбилейпе сцена çинче Виктор Коваленко парнеленĕччĕ. «Хромка” çăмăл. Сасси аван. Саратов купăсне, ĕненетĕн-и, 1972 çултах туяннă. Икĕ шăнкăравпа вăл. Питĕ аван. Ку купăссемпе çыхăннă аса илмелли кăсăк самантсем чылай ман пурнăçра. 1995 çулта Ульяновска Совет Союзĕпе палăрнă «Кала, хут купăс» телекăларăм ертӳçи, паллă купăсçă Геннадий Заволокин килнĕччĕ. Çак ятпа облаçри чаплă купăсçăсене культура центрне йыхăрчĕç. Эпĕ виçĕ купăспа та каларăм: Чĕмпĕрте пурăнакан халăхсен урамра ташлакан ташă кĕввисенчен хатĕрленĕ попурри тата Атăлçи тăрăхĕнче анлă сарăлнă чăваш-вырăс юррисене. Каярахпа Инçет Хĕвелтухăçĕнче пурăнакан пĕлĕшсем çак концерта телевизорпа курсан йĕтĕмĕр те, савăнтăмăр та терĕç. Тăвансене курнă пекех туйăнчĕ тенине илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. 1970 çулта Ульяновскра Мемориал уçнă çĕре хутшăннă. Пĕтĕм облаçĕпе пуçтарнă купăсçăсен ансамблĕ йышĕнче Чăнлă районĕнчен эпир тăваттăнччĕ. Эпир виçсĕмĕр – пĕртăван. Тăваттăмĕшĕ – Улендеев. Çавăн чухне Людмила Зыкинапа пĕр сцена çинче пултăмăр, Л.И. Брежнева çывăхран куртăмăр.
Чăваш халăх юрă ансамблĕн «Эреветĕн» çитĕнĕвĕсем нумай. Виçĕ хутчен Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри «Атăлçи çăлкуçĕсем» фестиваль дипломанчĕ ятне тивĕçнĕ, икĕ хутчен Мускаври Пĕтĕм Раççейри чăваш Акатуйне хутшăннă, пĕр хут çеç мар Самар, Пенза, Саратов облаçĕсенче пулса (Дмитрий Кузьмин чĕннипе) инçетри тăвансене чăваш юррисем парнеленĕ. Ульяновск облаçĕнчи Павловка районĕнче çулсерен «Волжская глубинка» фольклор фестивалĕ иртет. Унта мĕнпур Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ наци ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Николай Косырев кунта «Руслан» керменте ертсе пыракан «Тревожинка» ятлă вырăс коллективĕпе виçĕ хут дипломант ятне тивĕçнĕ. Хулан Заволжски районĕнче Майăн 1-мĕшĕ ячĕллĕ Культура çуртĕнче куллен «Халăх юрри» фестиваль иртет. «Эревете» унта кашнинчех тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Хисеп хучĕсемпе дипломсем питĕ нумай. «Вĕсем – пĕр арча»,-терĕ шӳтлесе те чăнласа хисеплĕ юбиляр. Паян ăста купăсçă Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулти Чăваш культура центрĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, чăваш ачисене чăваш кĕввине ăнланма, юрри-ташшине вĕренме пулăшать. Ку ĕç аккомпаниаторсăр питĕ кăткăс пулнă пулĕччĕ.
- «Эревет» репертуарĕнче – халăх юррисем, сюитăсем, чăвашсен паллă композиторĕсен хайлавĕсем. Тĕслĕхрен, пире Юрий Кудаков юррисем тем пек килĕшеççĕ, - тет Николай Федорович.- Пирĕн халăх ансамблĕ вырăссем йышлă пурăнакан вырăнта чăваш халăх юрри-кĕввине аталантарассишĕн тăрăшать. Шел, купăсçăсем сахалланса пыраççĕ. Техника вăйлă ураланнипе ӳнер тата музыка шкулĕсенче купăс-баян калама вĕренекенсен шучĕ самай чакрĕ. Ачасем паян çанă тавăрмасăрах, компьютерпах кĕвĕ выляттараяççĕ. Ку енĕпе вĕсем пурте маçтăр.
Çуралнă кунпа кăрлачăн 13-мĕшĕнче РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Косырева Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов саламланă. Чăваш халăхне купăс сассине парнеленĕ çĕрте малашне те хавхлану, сывлăх, телей суннă. Эпир те регион пуçлăхĕн сăмахĕсем çумне хутшăнса «Эреветпе» унăн ертӳçине нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр, эсир кӳрекен ăшă нихăçан та ан иксĕлтĕр. Юрламашкăн кăмăл çĕкленӳллĕ пултăр. Тавах сире пуриншĕн те, уйрăмах чăваш юрри-кĕввишĕн!
 
 
: 1035, Хаçат: 3 (1147), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: