Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Педагогика университечĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене ял шкулĕсене ярассишĕн пирĕн область правительстви çăмăллăхсем те шутласа тупнă. Университет хыççăн виçĕ çул ĕçлекенсене 60 пин компенсаци памалла тесе йышăннă. Анчах шкулсенче аслă çулсенчи педагогсем ытларах ĕçлеççĕ.
Покровски ял шкулĕнче çамрăк вĕрентекенсем сахал килеççĕ тесе калама çук. Хăшĕ-пĕри кунта яланлăхах юлать, хăшĕ вара виçĕ çул ĕçлесе ирттернĕ хыççăн яла таврăнать.
Шкулти çамрăк вĕрентӳçĕсенчен пĕри – ачасене вырăс чĕлхипе литературин асамлă тĕнчине явăçтаракан Марина Викторовна Мулянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Сюмма).
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш хĕрĕ шкулта вĕреннĕ чухнех гуманитари предмечĕсене ытларах кăмăлланă. Вырăс чĕлхине вара питĕ юратнă, çăмăллăн парăннă ăна ют чĕлхе. Филологие кăмăлланипех хĕр 1998 çулта шкул пĕтерсен Ульяновскри педуниверситета çул тытать.
-Эпĕ университетра вĕреннĕ чухне ăçта ĕçлесси пирки ыйтсан – шкула каймастăп теттĕм. Шкул пирки нихăçан та шухăшламан. Çавăнпа та алла диплом илсен Ульяновскри “Симбирские известия” хаçата корректор пулса вырнаçрăм. Икĕ çул вăй унта хутăм. Питĕ килĕшетчĕ ĕç. Журналистикăпа пурнăçа çыхăнтарасси çинчен те шухăшланă. Анчах та шăпа урăх пурнăç хатĕрленĕ ман валли, - каласа парать Марина Викторовна.
Кивĕ Улхаш каччипе Андрей Владимирович Муляновпа пĕрлешсе çемье çавăрни улăштарать унăн пурнăçне. Вăл вăхăтра Покровски ялĕнчи хуçалăхра тĕп инженерта ĕçлекен арçын арăмне ку яла илсе килет. Телее, шăп çав вăхăтра шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентӳçин вырăнĕ пушанать, Мария Николаевна Абрамова тивĕçлĕ канăва тухать. Шкулта унччен практикăра кăна вĕрентнĕ çамрăка тӳрех 5, 6, 9-мĕш классене параççĕ. Пĕрремĕш 2005-2006 вĕренӳ çулне нихăçан та манас çук вăл. Тăххăрмĕш классен экзамен. Çамрăк педагог çухалса каймасть, экзамена ачасем аванах параççĕ.
-Покровски ялĕнче те, шкулта та мана питĕ лайăх йышăнчĕç. Кунти халăх аван, питĕ ырă. Вĕрентӳçĕсем – Надежда Васильевна Кубинец, Валентина Яковлевна Пыдина, Евгения Викторовна Ураксина – пысăк пулăшу пачĕç, ачасемпе мĕнле пĕр чĕлхе тупмалли, хама мĕнле тытмалли таранччен хĕрне ăс панă пек вĕрентрĕç. Эпĕ вĕсене тав тăватăп. Аслă вĕренӳ заведенисенче теори кăна параççĕ, диплом пулни ним пирки те каламасть. Çын ĕçре кăна опыт пухать. Ачасене хытă тытатăп тесе кăшкăрни те вырăнсăр. Шкул директорĕ Владимир Александрович Тигров малтанах çапла вĕрентрĕ: “Вĕрентӳçĕ кăшкăрни – ачасен аллинчи хĕç-пăшал”. Çавăнпа хамăр çитĕннĕ çын, вĕрентӳçĕ пулнине нихăçан та манмалла мар, - паллаштарать ĕçĕпе Марина Викторовна.
Бюрократи тытăмĕ вăй илсе пынă май шкулта хут ĕçĕсем нумайланса пыраççĕ. Вырăс чĕлхипе литератури тата математика предмечĕсене илсе пыракансен ĕçĕ пушшех йывăр – ачасене ЕГЭ тыттармалла.
-Манăн кăçал шкул пĕтерекен икĕ класс – 9 тата 11-мĕш классем. Экзаменсене хатĕрленетпĕр. Йывăрлăха çĕнтерсе шкулта хавхаланса ĕçлеме мана çемьери тăнăçлăх пулăшать. Дима ывăлăмра эпĕ пурнăç тĕллевне куратăп. Мăшăрăм, аттепе анне пурришĕн чунтан савăнатăп, вĕсене çав тери юрататăп, - тет вĕрентӳçĕ.
Чăнлă районĕ.
 
: 1057, Хаçат: 3 (1147), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: