Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат редакци тĕпелне шурă çӳçлĕ çын пырса кĕчĕ. Пуринпе те алă тытса ăшшăн саламланă хыççăн тӳрех калаçу пуçларĕ.
-Паян облаçри И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш обществин черетлĕ ларăвĕ пулать. Пурне те пыма сĕнетĕп,- терĕ.
Кайран вăл кам икенне В.Ф. Ромашкинран ыйтса пĕлтĕм. Çавăн чухне паллашнăччĕ те И.С. Кирюшкинпа. Вăл вăрçă çулĕсенче фронтра çар корреспонденчĕ пулнă. Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.
Общество ларăвĕ палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Иван Сергеевич ĕç планĕпе паллаштарчĕ. И.Я. Яковлев уçнă шкула тепĕр хут уçмалли пирки çивĕч ыйту хускатрĕ. Çак ыйтупа Ю.Ф. Горячев патне яма хатĕрленĕ çырупа паллаштарчĕ. «Çывăх вăхăтра обществăн черетлĕ съездне ирттермелле. Хатĕрленмелле»,- терĕ вăл.
Профсоюзсен керменĕнче обществăн иккĕмĕш съезчĕ уçăлчĕ. Ăна И.С. Кирюшкин йĕркелесе ертсе пычĕ. Инçетрен килнĕ хăнасем Калмыков (Самар облаçĕ), П. Вашават (Енцов), А. Алексеев (Чăваш Республики), Ф. Савгачёв (Тутарстан), Шупашкартан килнĕ делегатсем тухса калаçрĕç. Юхма Мишши писатель И.С. Кирюшкин ĕçне хак парса ăна Чăвашсен обществăпа культура центрĕн хаклă премине парса чысларĕ. Çапла общество пĕрремĕш лауреат пулса тăчĕ.
Çакăнта В.В. Афанасьев тухса калаçнине астуса юлтăм. Съезд вĕçленсен унпа çывăхрах паллашрăм. 1992 çулта Вениамин Васильевича чăвашсен обществин Канашне суйларĕç. Çакăнта вăл 1997 çулччен ĕçлерĕ. Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçрĕ.
И.С. Кирюшкин хăйĕн çумĕ пулма манăн кандидатурăна тăратрĕ.Çапла эпĕ вăл виличченех (1996 çулхи раштав уйăхĕнче çĕре кĕчĕ) ăна чăваш ĕçĕнче пулăшаканĕ пулса тăтăм. Яваплă секретарь тивĕçне П.П. Ургалкин пурнăçласа пычĕ. И.С. Кирюшкин коммунист пулнăран А.М. Богатовпа пĕрле облаçри коммунистсен партин ĕçне хутшăнчĕ. Ульяновск районĕнчи КПРФăн «Туслăх» ятлă вырăнти парти организацине йĕркелерĕ. Унăн секретарьне В.М. Репина, кайран мана суйларĕç. Общество паянхи кунччен те ĕçлет.
1992 çулта Яковлев шкулĕн килти чиркĕвĕ пулнă вырăнта (вăл вăхăтра унта училищĕн клубĕ пулнă) демократсем пухăнса чăваш чиркĕвне уçмалли çинчен калаçрĕç. А. Сергеев депутатпа пĕрле А. Пешне тата М. Крлыков Мускаври ют çĕршывсен посольствинчен чиркӳ уçма пулăшу ыйтса çӳренĕ хыççăн чиркӳ уçăлчĕ. Малтанласа И.С. Кирюшкин тата правлени членĕсем чиркĕве уçма кирлĕ мар тесе шутланăччĕ.
-Ăна уçни чăвашсене усси çук. Чи малтан чăваш шкулне уçмалла,- тенĕччĕ Иван Сергеевич. Пурнăçра урăхла пулса тухрĕ. Паян чăваш чиркĕвĕнче чăвашла кĕлĕсем иртеççĕ. Игнатий игумен пепкесене шыва кĕртет, çамрăксене венчете тăратать.
Çав çулсенче таврапĕлӳ-çĕсемпе çыравçăсен, юрă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Шупашкартан килнĕ паллă çынсем тĕлпулусем ирттерчĕç. Юхма Мишши, А. Сарпи, В. Енĕш, А. Алексеев, В. Никитин (Станьял), П. Вашават писательсем хăйсен литературăри пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсемпе пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Унччен вĕсем çинчен хаçат е кĕнеке вуласа кăна пĕлнĕ. Хăйсемпе куçа-куçăн курса калаçман.
О.Н. Мустаев пĕрремĕш хут Пăлхар патшалăхĕ пулнă вырăна илсе кайса кăтартрĕ. Чăвашсен авалхи йăла-йĕркине тытса пурăнакан вырăнсене те çитсе куртăмăр.Аваллăх тĕнчине çул хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тухрĕ.
Пĕрремĕш хут Ульяновскра чăваш Акатуйĕ 1989 çулта иртрĕ. Ăна Çĕнтерӳ паркĕнче уявларĕç.
Вырăнти чăваш культурине çĕклес тесе Иван Сергеевич нумай ĕçлерĕ. Пĕр-пĕр ĕçе пуçăниччен малтан правлени членĕсене пуçтарса вĕсемпе канашлатчĕ. Çавăн хыççăн шкулта е ялта уяв иртерме палăртнă. Тереньга, Барăш, Çинкĕл, Сăр, Мелекесс, Чăнлă, Çĕпрел (Тутарстан) районĕсенче тĕлпулусем ирттерессине йăлана кĕртнĕччĕ. Вăл çынсемпе курса калаçнине хаклатчĕ. Çак кĕске асаилӳре И.С. Кирюшкин чăвашсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем çинчен пĕтĕмпех çырса пĕтерме çук. Хăш-пĕрне çеç асăнса хăвартăм. Вăл йĕркелесе янă ĕçсене паян та чăваш хастарĕсем малалла тăсаççĕ.
Шăпа мана Иван Сергеевичпа пĕрле ĕçлеме пӳрнĕшĕн ӳкĕнместĕп. Вăл яланах манăн асăмра.
 
 
 
: 748, Хаçат: 3 (1147), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: