Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен “Кĕмĕл сасă” фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Чĕмпĕртен кунта икĕ хĕр хутшăнчĕ: Анна Чаукова тата Наталья Васильева. Чăваш автономийĕ пире конкурса хутшăнакансене пулăшма Шупашкара чĕнчĕ. Эпир – Ульяновск патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕн студенчĕсем Алиса Азанова, Оля Бабаева, Катя Мельникова, Надя Караченцева каясшăн пултăмăр.
Çитсен пире хамăрăн юратнă “Çăлкуç” кафене илсе кайрĕç. Чăваш наци конгресĕ тӳлевсĕрех апат çитерчĕ. Кайран Аньăпа Наташа концерта хатĕрленме кайрĕç. Эпир çав вăхăтра хула тăрăх уçăлса çӳрерĕмĕр. Шупашкарта ăшă марччĕ, çавăнпа та залив тăрăх нумай çӳреймерĕмĕр, кăштах сăн ӳкерттертĕмĕр. Кайран лавккасем тăрăх çӳрерĕмĕр.
“Кĕмĕл сасă” каçпа ултă сехетре кăна тытăнчĕ. Унта эпир савăнсах кайрăмăр.
Концерчĕ питĕ лайăх иртрĕ, кашни юрăçшăн пăшăрханса тăтăмăр. Пирĕн Наташа Васильева чи кĕçĕнни пулчĕ – 16 çулта кăна. Аня – чи хитри те пултарулли. Вăл финала тухрĕ. Пире, концерт куракан хĕрсене, Андрей Думилин ятлă каччă кăмăла кайрĕ: сăнпа та хитре, юрлассипе те маттур.
Концерт пĕтсен лицей общежитине кайма тухрăмăр. Икĕ сехет Шупашкар тăрăх çав общежитие шырарăмăр. Тупсан – вырнаçрăмăр. Çĕр часах иртрĕ, ывăннă пулмалла. Ирхине саккăрта тăрса кайрăмăр, каллех “Çăлкуç” кафере апатлантăмăр. Кун хыççăн пирĕн каллех Шупашкар тăрăх çӳремелле пулчĕ.
Кайран гала-концерт куртăмăр. Унта конкурсантсем кăна мар, ытти артистсем те юрларĕç. Вĕсемпе пĕрле хамăр та залра юрласа ташларăмăр. Пирĕн Аня Чаукова Гран-при çĕнсе илчĕ. Эпир уншăн савăнса хытă алă çупрăмăр, кăшкăрса сасăсем те çĕтрĕç. Ульяновск хĕрĕ чи пултарулли пулнишĕн чунтан хĕпĕртерĕмĕр. Çĕкленӳллĕ кăмăлсемпе каялла общежитие кайса выртрăмăр. Тепĕр кун ирпе пилĕк сехетре каялла çула тухрăмăр.
■ Алиса Азанова.
УлППУ, 2-мĕш курс
 
: 944, Хаçат: 18 (1110), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: