Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çын чи нумай 110-120 çул пурăнма пултарать. Вăтамран илсен аталаннă çĕршывсенче те 75 çулччен пурăнаççĕ.
Ватăлни – организмăн биологи тытăмĕн ĕçĕ япăхни. Çапла çирĕплетет Бифегуляципе геронтологи институчĕн дирек-торĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ В.Хавинсон профессор. Организмра клеткăсем тăтăшах çĕнелсе арканаççĕ. Малтан пĕтĕм ĕç тивĕçлĕ йĕркепе пырать, анчах вăхăт иртнĕçемĕн çĕнĕ клеткăсен пулăвĕ кая юлса аталанма пуçлать. Организм хастарлăхне çухатать, ватăлма тытăнать.
Сывлăхлă та хаваслă пурнăçпа май пур таран ытларах киленес тесен тĕрĕс йĕркене пăхăнмалла. Вăхăтлăх стресс, кĕске тапхăр выçă ларни, уйрăм япаласемпе йăласенчен пăрăнни вăй-хала ӳстереççĕ, темиçе çул хушаççĕ. Çапах та ытла нумай пăшăрхансан иммун тытăмĕ маларах ватăлма пуçлать. Çавăнпа вăхăт-вăхăт хамăра киленĕç парнелеме те юрать, пур енчен хăвна чарни усă кӳмĕ. Япăх туйăмсене чĕрере упрани ырри патне илсе çитермĕ, хăвăртрах ватăлатăр.
Спортпа туслашни пурнăç вăрăмăшне 4-5 çула тăсать. Тĕрлĕ хусканусем ылмашăну процесĕсене тĕрĕс йĕркелеме пулăшаççĕ, мышцăсен хастар-лăхне ӳстереççĕ, органсемпе тытăмсемшĕн паха. Вăрманта темиçе сехет чупни, 15-20 минут сикни, 15-20 хут ларса тăни, тăсăлни организма чир-чĕртен хӳтĕлет, иммунитета çирĕплетет. Çавăн пекех ташлама, велосипедпа ярăнма, бассейнра ишме ан манăр.
Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен диетине пăхăнни те витĕмлĕ. Апат рационĕ сахал калориллĕ, витаминсемпе, минералсемпе, микроэлементсемпе пуян пулмалла. Пылак çимĕçсен шутне чакармалла. Выльăх çăвĕсем-пе, углеводсемпе пахалатнă апат виçи пĕчĕк пулмалла. Кунне 4 хут апатланмалла. Çăмăл апат кунĕсем ирттерни организма наркăмăшлă япаласенчен тасатма пулăшĕ, клеткăсен ылмашăнăвĕ вăйланĕ.
 
: 864, Хаçат: 3 (1147), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: