Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Д витаминăн чылай тĕсĕ паллă. Чи пĕлтерĕшлисем - Д2 тата Д3. Сăмах май, çын организмне Д3 çывăхрах.
Шăпах Д витамин рахита çĕнтерме пулăшать. Вăл фосфорпа кальци ылмашăнăвне тĕрĕс йĕркелеме витĕм кӳни паллă.
Организмри фосфор ылмашăнăвĕшĕн щит евĕрлĕ парсем çумĕнчисем яваплă. Вĕсен ĕçĕ юнри кальци виçинчен килет, Д витамин вара кальцие пыршăлăха сăрхăнса кĕме пулăшать. Юнра кальци шайĕ чаксан щит евĕрлĕ пар çумĕнчи парсем малтан саппас йышпа усă курĕç, çапла майпа фосфор ылмашăнăвне пĕр тапхăр кирлĕ шайра тытма пултарĕç. Анчах Д витамин çителĕксĕр чухне кальци сăрхăнасси вăраха тăсăлать, организмра унăн саппасĕ чакма пуçлать. Çакăн хыççăн фосфор ылмашăнăвĕ йĕркерен тухать. Ку çеç те мар, минерализаци тытăмĕ сисĕмленет, шăмă тĕртĕмĕн пулăвĕ япăхланать.
Шăм-шакра известь шайĕ чакать, шăмăсем çемçелеççĕ. Кăкăр клетки, çурăм шăмми, ал-ура улшăнаççĕ, кĕлетке ӳсĕмĕ вăрахланать, шăлсен аталанăвĕ япăхать.
Фосфорпа кальци ылмашăнăвĕ мышцăпа нерв тытăмĕсен тонусне тивĕçлĕ шайра тытма та кирлĕ. Çавăнпа рахит шăм-шак улшăнăвĕпе кăна мар, мышца, пыршăлăх, вар-хырăм хавшаклăхĕпе те палăрать.
Д витамин çителĕксĕрри ача организмĕнче уйрăмах вăйлă сисĕнет. Ӳсĕм тапхăрĕ аталаннă чухне тĕрлĕ чире парăнтарма та хатĕр тăмалла, инфекцисене çĕнтермелле.
Д витаминпа провитамин çăл куçĕ - апат. Çавăн пекех ультрафиолет пайăркисем витĕмĕпе ӳтре фотохими реакцийĕ пулса иртет, унăн пĕтĕмлетĕвĕ - Д3 витамин. Вăл организм тăрăх юнпа сарăлать.
Апла тăк Д витаминăн талăкри виçи апат рационĕнчен те, хĕвел пайăркисемпе мĕн чухлĕ киленнинчен те килет. Çавăнпа ачасене рахитран хӳтĕлес тĕллевпе Д витамин препарачĕсем çырса параççĕ.
Пулă çăвĕ - Д витаминăн чи пуян çăл куçĕ /100 грамра - 100 миллиграмм/. Витамин чĕр чун çимĕçĕсенче кăна пур. Унпа çăмарта сарри, услам çу, хăйма, сĕт уйрăмах пуян.
 
: 845, Хаçат: 3 (1147), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: