Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурмалла каснă çырлана тасатса тутлă варени хатĕрлеме пулать.
Çырлана касмасăр типĕтмелле. Типĕтнĕ шăлан çырлинчен хатĕрленĕ чее тухтăрсем кулленех ĕçме сĕнеççĕ. Типĕтнĕ пилеш çырлипе çурмалла хутăштарса вĕретсен тата лайăхрах: 1 апат кашăкĕ çырласен пуххине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çине 10 минута лартмалла, илсен 4-5 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут ĕçмелле. Сиплĕ шĕвек организм тонусне хăпартать, хастарлăх хушать. Ку çеç те мар, тепĕр уйăхран ӳт шуралнине, çемçелнине, пит тĕсĕ лайăхланнине асăрхатăр.
Типĕтнĕ шăлан çырли инфекци чирĕсемпе вирлĕ кĕрешсе иммун тытăмне лайăх çирĕплетме пулăшать. Шĕвеке кулленех ĕçсен гормонсен ылмашăнăвĕ вăйланать, тĕртĕмсем пысăкрах хăвăртлăхпа çĕнелеççĕ. Апла тăк ӳт çамрăкланать.
Хăйне евĕр çырла апат, сывлав çулĕсен чирĕсенчен, вăраха кайнă инфекцисенчен пулăшать. Типĕтнĕ çулçи, унпа пуянлатнă эмел пуххисем те пӳре, ӳт тата юн чирĕсенчен усăллă.
Чĕре чирĕсенчен хӳтĕленме 1 апат кашăкĕ çырлана тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, тачă хупнă савăтра вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла та 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле.
 
: 841, Хаçат: 3 (1147), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: