Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Купăста - витаминсемпе çăмăллăнах ирĕлекен усăллă япаласен пуян пуххи. Вăл тĕрли пулать.
Шурă пуçлă купăста. Унри У витамин вар-хырăм язвинчен сиплет. Тин хатĕрленĕ купăста сĕткенне ĕçмелле. Сахăрсемпе, клетчаткăпа, органика йӳçекĕсемпе пуян.
Брюссель купăсти. Ăна пулас амăшĕсен çимелле. Нерв тытăмне тĕрĕс аталантарать. Фоли йӳçекĕ, каротин, клетчатка, тимĕр пуррипе палăрса тăрать.
Пекин купăсти. Витаминсемпе пуян пайĕ - варринчи йăрăмĕ. Белок тата С витамин виçисемпе шурă пуçлинчен икĕ хут ирттерет.
Брокколи. Ăна кулленех çисен сайрарах пăлханатăн, сахалрах тарăхатăн. Сульфарафон пуррипе паллăскер кăкăрăн усал шыççин аталанăвне чакарать. Брокколи белоксемпе, каротинпа, минерал тăварĕсемпе, витаминсемпе палăрса тăрать.
Кольраби. Вăл чĕре мышцисен ĕçне тĕрĕс йĕркелет, организмран ытлашши шĕвеке тата холестерина кăларать. Ку атеросклерозран сипленнĕ тата сыхланнă чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кольраби калипе, магнипе, фосфорпа, тимĕрпе, клетчаткăпа пуян.
Тĕслĕ купăста. Имшерленес тесен усăллă: сахал калориллĕскер хăвăрт ирĕлет. Организма наркăмăшлă япаласенчен тасатать, усал шыçăсен аталанăвĕнчен хӳтĕлет. Калипе, магнипе, кальципе, тимĕрпе, С, К, В витаминсемпе палăрса тăрать.
Çулçăллă купăста. Магнипе, хромпа, фоли йӳçекĕпе пуян çулçăллă купăста лăплантарать, çывăрса кайма пулăшать, стресран хӳтĕлет. Кальци, кали, фосфор, клетчатка пуррипе паллă.
Хĕрлĕ пуçлă купăста. Сахăрсен тата антоционăн пысăк виçисемпе уйрăлса тăрать. Хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕккипе асапланакан çынсемшĕн усăллă. Хăвăрт ирĕлекен углеводсем, сахăрсем, витаминсем пур.
 
: 952, Хаçат: 3 (1147), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: