Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Организма тасатмалли меслетсем çинчен нумай çыраççĕ. Чи çăмăллисемпе тата витĕмлисемпе паллаштаратпăр.
Малтан апат çулне тасатмалла. Каçхине термоса 2 стакан вĕренĕ шыв, 2 апат кашăкĕ çу уйăхĕнче пухнă хурăн çулçи /вĕтетсе/, çур чей кашăкĕ хурăн папки ямалла, çĕр каçа лартмалла. Сиплĕ шĕвеке кунне 3 хут апатчен 20-30 минут маларах ĕçмелле. Сиплев вăхăчĕ - 15 кун.
Апат çулĕн чи таса мар пайĕ - тӳрĕ пыршă. Çак органа тасатма клизма пулăшĕ. Календулăпа, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕпе, сар çип утипе усă курма сĕнетпĕр.
2 апат кашăкĕ ӳсен-тăран пуххине /календула, эмел курăкĕ, сар çип ути/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла, клизма валли усă курмалла.
Тӳрĕ пырша 1 уйăх тасатмалла. Пĕрремĕш эрнере клизмăна кулленех тумалла, иккĕмĕшĕнче - кун сиктерсе, виççĕмĕшĕнче - эрнере 2 хут, тăваттăмĕшĕнче - эрнере 1 хут.
Виççĕмĕш тапхăр - пĕвере тасатасси. Пĕлтерĕшлĕ органа тĕплĕ тасатас тесен 1 стакан ӳсен-тăран çăвĕ тата 1 стакан лимон сĕткенĕ ĕçмелле. Асăрхаттаратпăр: ĕçме çăмăл мар - ăш пăтранать, хăсас килет. Сиплĕ процедурăна эрнере 1 хут ирттермелле /пĕтĕмпе 4 эрне сипленмелле/.
Çăмăлрах меслет те пур. Тикенек /расторопша/ вăррине çăнăх пуличчен тӳмелле. Кунне 3 хут апатчен 1-ер кофе кашăкĕ /вăл чей кашăкĕнчен кăшт пĕчĕкрех/ ĕçмелле. Сиплев курсĕн вăхăтĕнче вĕтĕ теркăпа хырнă хĕрлĕ кăшман çимелле е кишĕр сĕткенĕпе /урăххи те юрать/ 1:3 шайлашура хутăштарнă хĕрлĕ кăшман сĕткенĕ ĕçмелле. Сиплев вăхăчĕ - 14-15 кун, 1 эрне тăхтанă хыççăн сиплев курсне тепĕр хут ирттерме юрать.
*Шăмă сыпписене те тасатма май пур - тĕлĕнмелле пулин те ку чăнлăх. Çак ĕç валли хĕç курăкĕн /сабельник/ спирт настойки кирлĕ. Витĕмлĕ меслет пулăшнипе шăмă сыпписен тĕртĕмĕн тытăмĕ тĕрĕс йĕркеленет, çирĕпленет. Çапла майпа шăмă сыпписен ĕçĕ тĕрĕс аталанать.
Ӳсен-тăран тымарне /корневище/ вĕтетмелле, 1 литрăн 3-мĕш пайне тултармалла, çур литр çутă эрех хушмалла та полиэтилен виткĕçпе тачă хупмалла. Тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ 50 миллилитр шыва ярса ĕçмелле.
Шăмă сыпписем хăйсем çинчен хальлĕхе аса илтермеççĕ пулсан та чиртен сыхланас тĕллевпе шĕвеке 20 кун ĕçмелле, унтан - 3 кун тăхтав, вара каллех - тепĕр сиплев курсĕ.
Сыпăсен чирĕсемпе тертленетĕр тĕк сиплев курсне 4 хут - 20-шер кун 3 кунлăх тăхтавсемпе - ирттермелле. Шăмă сыпписен чирĕсем иртмесен спирт настойкине кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Çак настойкăпа ыратакан шăмă сыпписене сăтăрма та, компресс вырăнне те усă курма юрать.
*Юнпа юн тымарĕсемшĕн чăрăш турачĕ, тĕрĕсрех, çамрăк хунавĕ, чăрăш йĕкелĕ усăллă. 1 чĕптĕм лăсса, 1 чĕптĕм вĕтетнĕ чăрăш йĕкелне тата 1 стакан вĕренĕ шыва термоса ямалла. 30 минутран ырă шăршăллă та сиплĕ чей хатĕр. Ăна 1 чей кашăкĕ пыл хушса тутлăлантарма пултаратăр.
Çак сăлтавпах хыр чейĕ те аван. 2 апат кашăкĕ хырăн çамрăк туратне тата 3-4 хыр папкине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, термосра 30-40 минут лартмалла.
*Клевер чĕре мышцине çирĕплетет. 3 чей кашăкĕ вĕтетнĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Тачă хупнă савăтра 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
*Организма тасатнă тапхăрта пӳре пысăк хăвăртлăхпа ĕçлет, çавăнпа ăна та пулăшмалла - тасатмалла.
Кĕтмел /брусника/ çулçине, укроп вăррине, чăрăш тăррине /хвощ полевой/ пĕр пек виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ ӳсен-тăран пуххине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла та 30-40 минут лартмалла. Шĕвеке 3 сыпкăмпа ĕçсе ямалла, кашнинчех - апатчен 30 минут маларах.
 
: 838, Хаçат: 3 (1147), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: