Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче
Нумай-ши тав сăмахĕ калакан
Хĕрарăма çак тулăх çĕр çинче?
Кам пур хĕрарăм пек юратакан?
Кам пур хĕрарăм пек каçаракан?
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
 
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
Тав сăмахне çине-çине калар.
Пулсан анне е арăм юнашар –
Килет-çке пур çемьешĕн пархатар…
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
 
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче
Ачи-пăчи, мăнукĕ, тус-тăван.
Хĕрарăмăн ăш пилĕсĕр шăнан…
Унпа кăна пăтăрмаха чăтан…
Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче.
 
Хушса юрлама:
Пуçа таяр, пуçа таяр,
Ăш сăмахсем ялан калар.
Анне, хĕрарăм – пĕр тĕнче…
Пуçа таяр ун умĕнче.
 
ххх
Çул чупать инçе, инçе…
Çĕрпе пĕлĕт хушшине…
Пĕр – сарлака, пĕр – çинçе.
Эп çаклантăм юппине…
 
Эп утасшăн хăвăртрах…
Хам сывлатăп: Ах! та Ах!
Чăтлăх икĕ енĕпе…
«Чăт, - тет пурнăç, - майĕпен
Чăтлăха сирсе тухан.
Çутă уçлăха куран…
 
Йывăр пурнăç кутамкки?
Йĕри-тавра сан пекки…»
 
ххх
Лăпкă ир, çут хĕвел, янкăр кун.
Кун пек чух ыррине çех куратăп.
Тунсăха сирсе ячĕ ман чун.
Эп телей çăмхине чăмăртатăп.
 
Ах! Хăрап вĕçертме алăран.
Вĕçертсен – ăçталла кусса кайĕ?
Тĕмсĕлӳ, кĕвĕçӳ – хуралра…
Пурнăçа юратни – мар пуль айăп…
 
Çĕр çинче этеме вырăн пур.
Пулăшать пĕр чухне чун шыравĕ…
Хывăхра ылтăн пĕрчине кур…
Пултăр вăл чăн телейĕн управĕ.
 
ххх
Кăшкăрса ирсĕре хăратаймăн.
Кăшкăрса çĕнме çук хураха.
Салатать юррине шăпчăк шăппăн.
Пурпĕрех янратать улăха.
 
Сассăм манăн янравлă та мар-тăр.
Пурпĕрех-çке юрлассăм килет.
Юрăри чун – чĕренĕн кăварĕ,
Тен, çитерĕ ман сиплĕ пиле.
 
Ачара вăратсанччĕ чăвашлăх.
Аслисем упрасанччĕ ăна.
Çавăнтан килĕ хал пурăнмалăх,
Пуянлатĕ чуна, ăс-тăна…
 
ххх
Ах, Çĕр Анне, епле чăтан?!
Пĕр шелсĕр кăкăрна таптаççĕ.
Хирсем те вăрмансем çунаççĕ…
Ах, Çĕр Анне, епле чăтан?!
 
Ах, Çĕр Анне, епле чăтан?!
Сенкер тӳпе те хăрăмланчĕ…
Тинĕсӳсем юнпа варланчĕç…
Ах, Çĕр Анне, епле чăтан?!
 
Ах, Çĕр Анне, епле чăтан?!
Çак ирсĕрлĕх – сан ывăл-хĕрĕн…
Çавах ăна эс каçаран,
Çавах ăна эс пил паран…
 
Паратăн шанăç…
 
ххх
Аманнă вĕçен кайăк пек,
Хăрах уран тăран…
Ăмăрткайăклăх çук-им тек?
Ма пурнăçран хăран?
 
Каçпа вĕçсе тухан сăмах
Пĕр чух ӳкет çĕре…
Ирпе шутласчĕ сан. Чăнах.
Ирпе – ăс тимлĕрех…
 
Пуç çаврăнать-и шухăшпа?
Эрех вăл – эмел мар.
Пĕр Турăран килмест шăпа.
Ăш пиллĕх – юнашар…
 
Туйса илсессĕн çак ăшша.
Ак сарăлĕ çунат…
Хывсам çак пиллеве ăша.
Çутаттăр вăл çулна…
 
ххх
Туйăма кивçен илесчĕ
Пĕр чухне çанталăкран.
Савăк юрă кĕвĕлесчĕ,
Вăл вĕçинччĕ уçлăхра…
 
Лăпкăлăх пур çутă кӳллĕн.
Пур кăралăх çут тӳпен.
Эп кĕтетĕп çĕрĕн-кунĕн
Чăн пиллев çут тĕнчерен…
 
ххх
Еплерех, еплерех тӳлек ирччĕ:
Кайăксем саламлаç юрласа…
Пĕр самант пек ман кун вĕçсе иртрĕ,
Пĕр шеллевсĕр тăман кăларса…
 
Кăмăлне йӳле ячĕ çанталăк…
Эпир иккĕн паян пĕр пекех.
Юррăм пурччĕ чунтан савăнмалăх…
Çилпе вĕçрĕ. Килеймĕ текех.
 
Ĕнĕрлерĕм. Çук, эс илтеймерĕн.
Тен, çĕклес-и кăштах сассăма?
Ах, мĕн ма ĕмĕлкке пек çӳрерĕм,
Пытарса тăкăнан туйăма?!
 
Çул Çинче
Шăтăр-шатăр! Чăх та чăх!
Халăх кĕрлет: Ах та ах!..
Кам вăрçăнать, кам кулать…
Ӳсĕр вырăс кăшкăрать:
«Ёкорный бабай маршрутка!
Это вам совсем не шутка!»
 
Аякне пĕр май тытать,
«Амăшне» шав асăнать…
Кинеми шăлать куçне,
«Апа-пап», - тытать пуçне.
Калаçатчĕç шăкăл-шăкăл…
Пуç çинче халь пысăк мăкăль.
 
Ăмăртаç «çул хуçисем».
Пуçтараç укçа вĕсем.
 
Вăрттăнлăх
«Вăрттăнлăх ку», - терĕн эсĕ.
Шанăç куçунта. Шанах.
Йывăр пурнăçри хĕресĕ…
Итлесе – шăнап, шăнап…
 
Мĕн чул вăрттăнлăх кĕмен-ши
Ман хавшанă чĕрене?
Кампала пĕрле йĕмен-ши,
Шеллемен-ши вĕсене?
 
Ыратать чĕре пулин те –
Çăраланă çăвара…
Пур-çке вăрттăнлăх пурин те.
Пурнăç – шеллеми кăра…
Пурнăç тăрăх питĕ йывăр
Çĕклеме йăтса утма…
Ӳкерсессĕн – юлĕ хывăх…
Хывĕ вăрттăнлăх сукмак…
 
«Вăрттăнлăх», - теетпĕр эпĕр.
Турă пурпĕрех пĕлет…
… Пурнăçра пулать тем те пĕр…
Ак каллех юлташ килет…
 
ххх
Пурте иртет, пурте иртет…
Юлать-çке пурпĕрех çут шанăç.
Вăл çĕнелсе килет ирпе.
Çĕклемĕнче – тивлет те канăç…
 
Çак канăç кирлĕ-ши мана?
Ман пурнăçăм шырав тĕнчийĕ…
Чун канăçĕ – хăна кăна…
Шырав, шырав ман чун элчийĕ.
 
ххх
Пĕчĕк парашютăм, юр пĕрчийĕ,
Мĕншĕн питĕ хăвăрт ирĕлен?
Мĕн каласшăн эсĕ, хĕл элчийĕ?
Вăрăм хĕл çинчен эс мĕн пĕлен?
 
Хăй ĕçне вăл вăхăтра ĕçлет-ши?
Тен, кăтартĕ кăшт каварлăхне?
Сапĕ-и юрне, тен, пĕр шеллевсĕр?
Чĕнĕ çавăнтах, тен, çумăрне?
 
Çырмана çут тĕкĕр парнелет-и
Тепĕр кун ăна илме туртса?
Е часах пур хатĕрпе килет-и
Пур çĕре те шурă пир сарса?..
 
Икĕ питлĕх
Куçран пăхса мухтать ĕçтешĕ
Хăй ĕçтешне.
Симпыл юхать…
Хĕвел шевли тăкмасть-çке лешĕ,
Тĕтреллĕ куçĕпе пăхать…
 
Пуçне пĕкет ав итлекенĕ.
Чĕтрет, чĕтрет çӳхе тути.
Миçе хутчен ĕçтешĕ пенĕ
Чулпа ăна.
Ах, армути!
 
Хăв чунунта йӳçек пулсассăн
Йӳçек тухать, мар чĕрĕ шыв…
Ак эпĕ те сывлатăп ассăн –
Хыçран тапать ку çаврăнсассăн…
 
ххх
Пĕрремĕш юр çĕре шуратрĕ.
Епле сăпайлă хĕл элчи:
Пĕр сассăр ыйхăран вăратрĕ
Ват Хĕл Мучин хастар ачи.
 
Хăй пăшăлтатрĕ ăшă çил пек:
- Эс ан кулян эп ирĕлсен.
Хĕрĕх кунтан каллех ак çитĕп
Çĕре шур кавирпе витсе.
 
ххх
Вун пĕрте, вун иккĕре…
Алăри сăра курки –
Пирĕн пурăнăç йĕрки.
Çуралать кĕçех чĕре.
 
Тӳресем саккун çыраççĕ:
Эрех-сăрана – çул хупă…
Саккун мар. Кирли – чĕр хулă…
Саккунсем çине сураççĕ…
 
Ĕçлесен – саккун аван.
Вăл йĕркешĕн – Атте Турă.
Мĕн куратпăр-ха паян?! –
Халăхпа мĕскер вăл турĕ?!
 
Ӳсĕр халăх – ун бюджечĕ.
Çăкăршăн – чулпа вăл печĕ…
 
: 1505, Хаçат: 3 (1147), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: