Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Коля, шăллăм, салам! Сире çырни усси çук, ни черта çырмастăр, инкексем! Латнă, хам çырас терĕм. Нумай пулмасть Ваççа патĕнче ялта пултăм. Тамăк! Хам нумайранпа унта пулманран-ши – улшăнусем нумай куртăм. Эсĕ мана унччен ху чирлетĕп тесе пĕлтерсеччĕ. Ничаво, хулара аптекăсем пайтах, укçине ярса пар тульĕк, ман та çемье вĕт, ху пĕлен. Маларах ярса пар…
Укçа тенĕрен, ху вĕреннĕ çулсенче эпĕ сана икшер-виçшер тенкĕ ярса тăнине манман-ха. Астăватăн-ши? Арăма ан каласа яр тата… Вара пĕтерет! Усал ман мăшăр, ху пĕлен. Хаяр. Эй, пурнăç тени пит кăткăс япала! Шăллăм, ăна хăшĕ ăнланса илеймесĕрех леш тĕнчене ăсанать. Философи! Ăслă пулмалла. Эпĕ пушă кĕленче çумĕнчен ахаль иртсе каймастăп. Укçа вăл. Çавăнтан пуçтарăнать. Вĕрентсе мар, пурнăçра кирлĕ япаласем пирки кăна каласшăн эпĕ. Ăша хур çаксене, тăнла! Килсе çӳреместĕр вĕт. Кахалланатăр. Калаçмалли вара пайтах. Шăллăма каларăм аякка каймалла мар тесе, итлемерĕ. Пурăнаççĕ ялта ăман пек тăпра чакаласа, хирĕçеççĕ. Пуçа çĕклемесĕр чакаланаççĕ. Тĕрĕссипе калас-тăк çĕр хăйсенчен ывăнса çитнĕ. Ывăннă! Вĕрентмелле вĕсене, тĕрĕс çул çине кăлармалла. Эсĕ кайман та – пĕлместĕн нушисене. Автобус билечĕ хакланнă. Ăнлантарам йĕркипе. Тăратăп касса умĕнче. Черет шăвать. Калаçакансем пайтах, анчах ĕç пирки никам та ăнлантарма пĕлмест. Пушă чансем! Аран билет туянтăм. Мĕн тетĕн? Урамра енчĕк тупрăм. Шăп виçĕ тенкĕччĕ унта. Эй, никам та курмарĕ, шеп тухрĕ, билет ӳстернĕ хака çавăнпа саплаштартăм. Ăнать мана! Пурăнма пĕлекене ăнатех. Кайран кун пирки арăмпа ачасене каласа панăччĕ. Мухтарĕ. Коля, эсĕ арăмна хирĕç ан пул, майлă пурăн. Итле. Ухмаха пеме пĕлни те меллĕ хăш чухне. Çапăçма хăех чарăнĕ. Хĕрарăма ăнланма пĕлмесен хĕвене кăвар яма пултарать!
Латнă, вăрăм, çемçе автобус ăшне кĕрсе лартăм. Самай кĕтрĕмĕр, автобус тапранмасть. Мĕн ку? Ара, çын сахал тесе ямаççĕ иккен! «Экономи»,-хуравлаççĕ кондукторсем. Çаплах-ши? Ман каймалла. Пĕр ӳсĕр услап кĕленчерен эрех сыпса ларатчĕ. Унтан çынсемпе хирĕçме тытăнчĕ. Эпĕ чĕнмесĕр лартăм. ГАИ посчĕ патĕнче ӳсĕрпе пĕрле мана та антарса хăварчĕç. Ара, пĕр кинемей ман çине тĕллерĕ, пĕрле ĕçсе пынă пулать эпĕ леш услаппа!Аран ăнлантарса хăтăлтăм вĕт…Автобус кайрĕ. Çав карчăка пула эпĕ тăрса юлтăм. Çил-тăман тухса кайрĕ. Умри пĕр çуна йĕрĕпе мала танккарăм. Вăл та юрпа витĕнсе çухалчĕ. Юр куписем урлă сике-сике, аташасран шикленсе хăвăрт утатăп. Сасартăк хыçалтан лаша хартлатнипе аяккинелле сикрĕм. Çуна çинче карчăк ларать. Айĕнче çара! «Ăçта каятăр? Кам пулатăр?»- тĕпчетĕп хайхинчен. Ĕненмĕн, карчăк ман алăри япаласене туртса илсе çуна çине печĕ. «Лар, ыйтса ан тăр, хам ĕмĕрте нумай çуран танкканă. Мĕн нушипе çак çанталăкра аташса çӳремелле?-мăкăртат ать карчăк.-Вăн, Ивановсен ывăлĕ ик кун каялла районтан таврăннă чух шăнса вилнĕ. Ӳсĕр пулнă, çул хĕрне канма ларнă. Сивви улталама маçтăр.  Çемйи тăлăха юлчĕ. Çирĕм виççĕри этемччĕ. Пĕтрĕ. Кам айăплă? Ашшĕсĕр çитĕнчĕ вĕт…».
Аван çитрĕм яла. Карчăка тав. Анчах вăл арçынсене мĕнле кăна вăрçса пымарĕ-ши! Хăлха шанать. Çула май карчăк (ятне пĕлеймерĕм) пĕр капанран утă çăлса илсе çуна çине пăрахрĕ.
-Колхозăн вĕт, хамăрăн,- тетĕп.
-Лар мăштах, çуран чупас килет-и?- тесе хăратать хăй. Шиклентĕм. Шăплантăм.
-Кам вăрлать? Эпĕ-и? Ухмахпа ларса пыратăп иккен,- тулхăрать карчăк.- Эсĕ вăрлакансене курман-ха. Пĕр палланă пуçлăх çăмăл машинăна ун çине куçарчĕ. Ĕç çыннине тӳлеме укçа çук вĕсен! Укçа вырăнне эрех параççĕ. Кайран анрасан, халăх çапăçать. Йĕрке-и ку? Санран тутлă шăршă кĕрет, хуларан пулас,- тет хăй ман çине тĕттĕмре тинкерсе.
-Ăхă,- хуравлатăп çиле хирĕç çурăмпа çаврăнса.
-Эй, самана, самана-а-а!- юрласа ячĕ карчăк. Вăл ӳсĕр иккен. Яла кĕрсен вăл мана япаласене тыттарчĕ те лашине малалла хăваларĕ.
Ваççа патне хăвăрт çитрĕм. Арăмĕ кăмăлсăррине сисетĕп. Кайран пĕлтĕм: Ваççа ĕçке ернĕ иккен. Ӳсĕрпе çапăçма тытăнать, ачисене килĕнчен хăвалать. Выльăх-чĕрлĕхрен пĕр ĕне кăна усраççĕ. Вăл та чирлекелет иккен. Арăмĕ ăна çитерме утă-улăмĕ çитĕ-ши тесе хуйхăрать. Шел. Хăй мана те шăхвăртса: «Мĕн маларах килмерĕн?»,- тет.
Каç енне шăллăм çитрĕ. Хĕрĕнкĕ. Асли тесе кăшт ятласа илтĕм. Ĕçме чарăнасса шантарчĕ. Тепĕр кунне унпа фермăна кайрăмăр. Ваççа выльăх пăхать: утă-улăм çунапа илсе килет, валеçет, шăварать, тислĕкне тасатать. Ĕçĕ нумай. Тĕлĕнмелле, ĕне сăвакан хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе кăна мар, выльăхĕпе те çав тери илемсĕр, усал сăмахсемпе перкелешеççĕ. Хăйсем çав вăхăтрах калаçнине ăнланма мел тупаççĕ. Ку меле хăш фольклора кĕртме пулать-ши? Диалект мар-ши ку?
Эпĕ шăллăма пулăшатăп. Хăнăхманран ĕç кал-кал пымасть. Сенĕк аври алăран тухса ӳкес пек шăвать, çăнăх хутаççипе вараланса пĕтрĕм. Кулать Ваççа. Ăнланать ăнман пиччĕшне. Каçхине, киле кайнă май, кашни хăйпе мĕн те пулин çаклатса каять. Йĕрке-и ку? Хирĕç каяймăн… Ĕç укçи пĕчĕк. Тепĕр кунне ĕçе тухмасан та пултараççĕ. Пуçлăхсем курмăш пулаççĕ.
Эй, çаврăнса пăх йĕри-тавра: уйсем çара, çум курăкĕпе витĕннĕ, фермăсем ишĕлнĕ, вăрмансене çаратаççĕ. Мĕн эсремечĕ ишсе-ватса çӳрет тăван çĕр-тăрăха? Айăпĕ камсенче? Пурпĕр яла пурăнма каймастăп! Кунта пĕтесси аякра мар. Мĕн курăпăр малашне? Хуçăк кăмăлпа уйрăлтăм тăвансенчен, ялтан.
Коля, каламалли нумай. Ан чирле. Килес тесен эмел валли укçуна хатĕрле. Ман та çемье…Пĕлсех тăратăп, çырмастăр ĕнтĕ, кахалсем… Çырăр. Хисеплесе – пиччӳ!».
 
Ульяновск хули.
 
: 1012, Хаçат: 3 (1147), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: