Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Владимир Путинăн облаçри обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче РФ Правительство председателĕн çумĕ Дмитрий Рогозин тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр граждансене йышăннă.
“31-мĕш Арсенал” предприятин таврашĕнче вырнаçнă 2, 3, 18-мĕш номерлĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пурăнмалли условисене лайăхлатма вице-премьертан пулăшу ыйтнă.
Арсеналти инкеке пула хур курнă çуртсем документсемпе РФ оборона министерствин пурлăхĕ шутланаççĕ, çавăнпа Ульяновск область тата хула администрацийĕсем сиенленнĕ объектсене юсама, вĕсене пулăшма ирĕк çук. Çапах та область администрацийĕ бюджетĕнчен граждансене 5 миллион та 100 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çуртсене юсама та область 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Анчах ыйтăва тĕпрен татса парас пулсан Арсеналти пурăнмалли фонда вырăнти муниципалитета куçармалла. Ун чухне тин граждансене урăх вырăна куçарма пулĕ.
Дмитрий Рогозин çитес вăхăтрах РФ оборона министрĕпе тĕл пулса ыйтăва татса пама шантарнă.
Регион пиллĕкмĕш вырăнта
Экологи тĕлĕшĕнчен Атăлçи тăрăхĕнчи федераллă округа кĕрекен регионсен хушшинче Ульяновск облаçĕ пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.
Çак ĕçе «Зелёная патруль» обществăлла организаци пурнăçланă. Вăрман хуçалăх тата экологи министрĕ Дмитрий Фёдоров каланă тăрăх, регионсен ĕçне хакланă чух çутçанталăка сыхлас, обществăпа социаллă тата хуçалăх ĕçĕсен хăрушсăрлăхĕсене мĕнлерех пăхăннине шута илнĕ. Çапла майпа пирĕн область Раççей Федерацийĕнче 25-мĕш, Атăлçи федераллă округра – пиллĕкмĕш вырăнта.
Ветерансене – хваттерсем
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Майна посёлокĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 17 ветеранне тата тăлăх арăмĕсене çĕнĕ хваттерсен çăраççийĕсене панă.
Майнăра çак 22 хваттерлĕ çуртăн никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕчне иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче хунă. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 850 тăваткал метр, унта 21 пĕр пӳлĕмлĕ тата пĕр икĕ пӳлĕмлĕ хваттерсем. Хваттерсене пульницари газ кăмакипе çыхăнтарса ăшăтаççĕ, ăшă тата сивĕ шыв кĕрет, канализаци пур, чӳрече рамисем пластикран, электроплиткăсем тата шывпа ăшă счётчикĕсем пур. Вăл пульницапа, лавккакпа тата аптекăпа юнашар.
-Пирĕн облаçра вăрçă ветеранĕсемпе тăлăха юлнă арăмсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли программа пĕрремĕш çул кăна мар ĕçлет. Иртнĕ икĕ çулта çак тĕллеве пурнăçлама федераллă бюджетран 3,3 миллиард тенкĕ куçарчĕç. Укçапа тĕрĕс тата вăхăтра усă курса эпир 3740 ветеранăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатрăмăр. Çитес уйăхсенче тата 400 ветерана хваттерпе тивĕçтерме палăртнă. Кăçал çак программăпа малалла ĕçлеме федераллă Ăбюджетран 375 миллион тенкĕ çитмелле, - пĕлтернĕ Сергей Морозов.
Студентсем юн параççĕ
Ульяновск облаçĕнчи студентсем донорсен тăвăмне хутшăнаççĕ.
Кăрлачăн 30-мĕшĕнчен тытăнса нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕччен регион çамрăкĕсем чирлĕ ачасем валли юн парĕç.
Çак мероприятие облаçри аслă вĕренӳ заведенийĕсенче ăс пухакансем хутшăнаççĕ. Юн пама кăмăл тăвакансем облаçри юн йышăнакан станцине (3-мĕш Интернационал урамĕ, 13/16-мĕш çурт) 8 сехетрен тытăнса 13 сехетчен пыма пултараççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: (8422) 32-42-15.
 
: 904, Хаçат: 4 (1148), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: