Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Палăртнă ĕçе вĕçне çитеретех
 
Валерий Алексеевич Семёнов – облаçри кардиологи центрĕн администраципе хуçалăх пайĕпе ĕçлекен тĕп тухтăрĕн çумĕ.
Пульницана пурлăхĕ тата хуçалăхĕ енĕпе тытса тăрасси – унăн тивĕçĕ. Ĕçĕ те, яваплăхĕ те сахал мар: пульницана апат-çимĕçпе те, оборудованипе те тивĕçтермелле, котельнăйсене, пăрăхсене, пульница çурчĕсене юсавра тытса тăмалла. Хуçалăха тытса тăраканăн стационарсенче сипленекенсене апат çитересси пирки те шухăшламалла, вентиляципе люксем, прачечнăй, гараж мĕнле ĕçленине те пĕлмелле.
 
“Манăн пĕтĕм пурнăç – кĕрешӳ”, - тет Валерий Алексеевич. Мĕн пĕчĕкрен пурнăçшăн тăрăшмалла пулнă.
Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Чураппан ялĕнче 1962 çулта çуралнă вăл. Пуçламăш классенче Чураппан шкулĕнчех пĕлӳ илнĕ, 4-8 классене кӳршĕри Кăнна Кушки шкулне утма тивнĕ.
-Çиччĕмĕшпе саккăрмĕш классенче вĕреннĕ чухне манăн ялта анне килĕнче пĕчченех пурăнма тиврĕ: анне унчченех вербовкăпа тухса кайнăччĕ, эп кукамайăн çемйипе пурăннă. Вĕсем çуртне сутса Ульяновска куçса килсен тĕп килте пурăнма тытăнтăм. Шкула та хамах утнă, уроксене те тунă, кил-çурта тытса тăнă, сивĕ çанталăкра хутса ăшăтнă, апатне пĕçернĕ.
Пăрăнтăка кайса çăкăр туяннă. Канмалли кунсенче Ульяновска кукамайсем патне кайнă. Унта çитме малтан е 18 çухрăм Пăрăнтăк станцине, е 30 çухрăм Унтăра çуран утмаллаччĕ. Çулĕ асфальтлă пулман, - аса илет йывăр ачалăхне Валерий Алексеевич.
Сакăр класс хыççăн Семёнов кукамăшĕ патне Ульяновска куçать. Моторсем кăларакан завод çумĕнчи иккĕмĕш номерлĕ профтехучилищĕне вĕренме кĕрет. Слесарь-сборщик профессине алла илет. Моторсем кăларакан заводра ĕçлеме тытăнать. Пĕрремĕш ĕç укçине алла тытсан еплерех савăннине халĕ те астăвать. Асăнмалăх тесе лавккана кайса пы-ы-ысăк радиоприёмник туянать. Килне аран йăтса çитерет. Ун чухнехи савăнăçа аса илтерекен приёмник халĕ те гаражра упранать.
Заводра специальноçпа нумай ĕçлемест Валерий Алексеевич, ăна милицин участокри инспекторĕн ирĕклĕ пулăшаканĕн тивĕçне пурнăçлама шанаççĕ. Вăл милиционерпа пĕрле моторсем кăларакан завода сыхлать. Пурне те илмеççĕ çак ĕçе, пин çынран пĕрне кăна суйлаççĕ.
Салтак ячĕ тухсан чăваш йăлипе тăван ялне кайса салтак юрри юрлать. Тăван килĕнче никам пулмасан та кукамăшĕн шăллĕпе арăмĕ ăна тăван ывăлĕ пек салтака ăсатаççĕ. Халĕ кулăшла пулин те, вăл юлташĕсемпе таврари ялсенче пурăнакан тăванĕсем патне çӳресе икĕ урапа çĕмĕрет, ик-виçĕ лаша улăштарать. Тĕлĕнмелле салтак каçĕ туса ăсатаççĕ ăна инкĕшĕпе куккăшĕ.
Салтака Инçет Хĕвелтухăçне, танк полкне лекет.
-Малтан Хабаровск хулинче учебкăра пултăм. Пултарулăхăма курса хампа пĕрле служба пуçланисем хушшинчех отделенин командирне лартрĕç. Учебкăрах старшина пулса çĕнĕрен салтака килекен çамрăксене вĕрентме хăварасшăнччĕ, килĕшмерĕм. Манăн танк çарĕн чаçĕнче службăра пулас, Инçет Хĕвелтухăçне лайăхрах пĕлес килетчĕ, - нихăçан манăçми салтак вăхăтне савăнсах аса илет вăл. Яланах лара-тăра пĕлмен, пурнăç, тĕрлĕ пулăмсем çине сӳрĕккĕн пăхма хăнăхман Валерий Семёнов салтакра та лайăх енĕпе палăрать. Вăл отделени командирĕ, взвод командирĕн çумĕ, ротăн старшини тата комсомол организацийĕн секретарĕ пулать. Танк командирĕ Валерий Семёнов хăйсен умне командовани тăратнă пур задание кашнинчех çӳллĕ шайра пурнăçланă. Лайăх службăшăн ăна икĕ хутчен килне пĕрер уйăх отпуска яраççĕ. Салтакра Валерий Семёнов питĕ лайăх çынпа – Ульяновскра çуралса ӳснĕ Орлов майорпа паллашать. Пурнăçа нумай вĕрентет майор, прапорщиксен шкулне юлма, çар çынни пулма сĕнет. Анчах… Çемье йывăрлăхĕсем тата чĕрери вăрттăн туйăм салтака тăван килне таврăнма хистеççĕ. Чĕрери вăрттăнлăх – Инçет Хĕвелтухăçĕнчен курма килсен ял клубĕнче паллашса алла çыхмалли сехетсемпе ылмашăннă чипер хĕр Лида. Пĕр-пĕринпе çыру та çӳретмен вĕсем, анчах чĕрисенчи шанчăкпа юратăва сыхланă.
Вĕсен туйăмĕсен хăватлăхне икĕ чĕре питĕ хăвăрт пĕрлешсе çемье çавăрни çирĕплетсе парать: 1982 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхĕнче хĕсметрен таврăннă каччă 1983 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕнче авланать. Ĕçе вырнаçассине те вăраха тăсмасть каччă. Салтакран таврăнсанах пилĕк кунран завода каять. Унта ăна пурнăçне обществăра йĕркене сыхлассипе çыхăнтарма сĕнеççĕ. Участокри милиционерпа завод ертӳçи, комсомол организацине рекомендаци çырса параççĕ. Раштав уйăхĕнче вăл Ульяновскри Чукун çул район милицийĕн ведомство тулашĕнчи хуралĕнче ĕçлеме тытăнать.
Милицири çăмăлах мар ĕçре 1983 çулта тытăнса 2001 çулччен вăй хурать вăл, темиçе çул УВДăри ятарлă ушкăнра область ертӳçисене, вĕсен çемйисенчи çынсене сыхлать. Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн хуçалăх чаçĕпе тыла тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрмăшать.
-2001 çулта стаж çитнипе шалти ĕçсен управленийĕнчен тивĕçлĕ канăва тухрăм. Мана тӳрех облаçри тубдиспансерăн тĕп тухтăрĕ (мана унчченех пĕлетчĕ) администрацие хуçалăх пайĕпе ĕçлекен пулăшаканĕ пулма чĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Хуçалăхри темле йывăр ыйтусене те татса пама унчченех хăнăхнă. Сакăр çул унта ĕçлерĕм. 2009 çулта кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Е.В. Мовчан хăй патне куçма ыйтрĕ. Ун чухне йывăрлăхсем питĕ нумайччĕ: çĕнĕ çĕре куçрăмăр, унччен профилактори пулнă, кайран ĕçлĕхрен тухнă çурта çĕнĕрен тенĕ пек турăмăр. Халĕ Поливнăра Раççейре пĕрремĕш Атăлçи тăрăхĕнчи чĕре чирĕсемпе аптăракансен реабилитаци центрне уçасшăн. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Çакă мана хăват парса тăрать те. Кашни ир ĕçе савăнса каятăп. Ирпе виçĕ сехетре вăранса малтанхи кун мĕн туса пĕтерейменнине шутлатăп, кулленхи ĕç планне палăртатăп. Манăн талăкĕпех ĕç! Çынсене ырă тăвас, усă кӳрес килет. Вĕсем манра, манăн ĕçĕмре лайăх енсене кăна курччăр: палатăсемпе кабинетсенче таса, апат-çимĕçĕ паха, апачĕ тутлă пулччăр. Халĕ Поливнăна газ кĕртессишĕн чупма тивет. Мускаври газпром, регион правительствин министерствисем, мэри, Саккунсем кăларакан Пуху! Ăçта кăна çитмерĕм, мĕнле кăна хут çине алă пустармарăм! Пурĕпĕр газ кĕртетпĕрех! – ĕçĕ пирки нумай калаçма пултарать Валерий Алексеевич.
Пултарулăхне курса ăна темиçе хутчен те область пульницине, регионти сывлăх сыхлав министерствине ĕçлеме чĕннĕ. Анчах кардиологи центрне пăрахса хăварма шутламасть вăл.
Çавăн пек яваплă ĕçре те Валерий Семёнов пушă вăхăт тупма пултарать. Час-часах чиркĕве çӳрет. Чиркӳсене пулăшать, вĕсене спонсорсем тупса парать. Пысăк тĕн уявĕсенче ăна яланах чăваш чиркĕвĕнче курма пулать. Уявсенче чиркӳ тавра хĕрес йăтса çаврăннă чух Игнатий игумен чи яваплă та хисеплĕ ĕçе яланах Валерий Алексеевича шанать.
-Манăн пурнăçра лайăх çынсем нумай пулнă, каласа пĕтерме те çук, вĕсене пурне те тав тăватăп.
Ача чухне мана атте, хăй пирĕнпе пурăнмасан та, нумай пулăшнă. Тумлантарнă, яланах çителĕклĕ укçа панă. Вилсен эп унăн тăпри çине палăк лартрăм, йăмăксемпе, шăллăмсемпе çыхăну тытатпăр. Хамăн çемьене, Лидия Николаевна мăшăрăма тав тăватăп. Эпир унпа 29 çул пĕрле пурăнатпăр. Пĕр çын пек, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе те юратса. Мана çапла мăшăр панăшăн Турра тав тăватăп. Мăшăрăм ĕмĕрĕпех “Аптекоуправление и фармация” организацире тĕп бухгалтерта ĕçлет. Пирĕн Олеся хĕрĕмĕр икĕ аслă пĕлӳ илчĕ, халĕ вĕрентӳ министерствинче ĕçлет. Олесьăпа Игорь кĕрӳ пире Мишша мăнук парнелерĕç.
Йывăр самантсенче Игнатий игумен, Николай атте патне сĕнӳ ыйтма каятăп. Вĕсем яланах усăллă канашсемпе, сиплĕ сăмахсемпе лăплантараççĕ. Пульницари хăш-пĕр йывăр ыйтусене татса пама юлташсем пулăшаççĕ: спонсорсен шучĕпе 4 палатăра тĕпрен евро юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Паллах, çĕр çинче тĕрлĕрен çынсем пулаççĕ. Ырă тăвакансем вара ытларах. Эпĕ те çав принциппа пурăнатăп. Ырă ырăпа таврăнать. Çĕр çаврака вĕт! Эп яланах малалла талпăнатăп.
 
: 1022, Хаçат: 4 (1148), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: