Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир «Канаша» 15-16 çула яхăн çырăнса илетпĕр
 
Чăнлă районĕнчи Йĕпе Пăкăрлă (Мокрая Бугурна) ялĕнче пурăнакан чăвашсенчен «Канаш» хаçатăмăра виçĕ çемье çырăнса илет. Вĕсенчен пĕри – Ильичёвсен çемйи. Ку тăрăха вĕсем 1988 çулта Чăваш Енрен килсе тĕпленнĕ.
Михаилпа Елена Шупашкарта паллашса çемье чăмăртанă. Елена Николаевна – Муркаш районĕнчи Кăпас ял хĕрĕ – гидроаппарат заводĕнче электромонтажницăра ĕçленĕ. Михаил Ильич – Шăмăршă районĕнчен – 2-мĕш механика управленийĕнче водительте çӳренĕ.
-Шăмăршăра пĕр пĕлтерӳ куç тĕлне пулчĕ. Унта Йĕпе Пăкăрлăри «Победа» хуçалăха ял ĕçченĕсем кирли, килсенех хваттер уйăрасси пирки çырнăччĕ. Эпир арăмпа ял ĕçне аван пĕлетпĕр, ĕçрен хăраканнисем мар. Çапла кунта куçса килме шутларăмăр, - тет хуçи.
Михаил Ильич килнĕренпех «Победа» хуçалăхра скотникра вăй хурать. Кăçал ăна облаçри Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп грамоти парса чысланă.
Елена Николаевна кăçал тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăйсен пĕртен-пĕр хĕрне ӳстерсе качча панă. Вĕсем çемйипе Шупашкарта пурăнаççĕ. Ачи те тăватă уйăхра ĕнтĕ. Халĕ канмалла кăна пек Ильичёвсен. Анчах туслă мăшăр хăйсен çине питĕ яваплă ĕç тиет: усрава ача илет. Ачи ют мар. Михаил Ильич йăмăкĕн ывăлĕ. Данил кăçал пĕрремĕш класа çӳреме тытăннă. Вăл çĕнĕ çемьене икĕ çултанпах хăнăхнă ĕнтĕ. Амăшĕ черккепе туслă пулнипе ывăлне кирлĕ пек тимлĕх уйăрман. Çавăншăн районти социаллă хӳтлĕх комитечĕ ачине туртса илсе Ача çуртне парассипе хăратсан вăл Данила тетĕшĕ патне илсе килнĕ. Хăй тепĕр икĕ уйăхран илсе каяп тесе шантарса аслă хĕрĕпе Волгодонска тухса кайнă. Ильичёвсем Данилăна хăйсенни пекех шеллесе йышăннă. Малтан икĕ уйăха хăварма ыйтса кирлĕ документсем тунă. Ачан шкула кайма вăхăт çитнĕ – амăшĕ таврăнман. Кăçал вара ăна саккун йĕркипе амăш тивĕçĕсенчен хăтарса усрав ашшĕ-амăшĕ тивĕçĕсене Ильичёвсене шанса панă. Ача пур енĕпе те лайăх аталантăр тесе çĕнĕ ашшĕ-амăшĕ чунтан тăрăшать. Ачан хăйĕн ĕç кĕтесĕ. Çĕнĕ йышши компьютер, телевизор пур. Ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх, Данила Ульяновскри тĕп ёлкăна – кĕпĕрнаттăр ёлкине чĕннĕ. Шел, ачипе паллашма май пулмарĕ, вăл шкултаччĕ.
Паллашнă май калаçу «Канаш» хаçат çине куçрĕ. Михаил Ильич тепĕр пӳлĕмрен хаçат купи йăтса кĕчĕ. Вăл йăлтах пуçтарса пырать иккен.
-Эпир «Канаша» 15-16 çула яхăн çырăнса илетпĕр. Питĕ юратса вулатпăр. Ытларах ватăсен пурнăçĕ çинчен вулама кăмăллатăп. Хамăр ватă енне тайăлнăран пулĕ. Ялта чĕлхене пĕлекен чăвашсем сахал мар. Анчах темшĕн хаçатăмăра çырăнса илмеççĕ. Мана тиражĕ тутарсеннинчен самаях пĕчĕк пулни пăшăрхантарать. Ялти ятлă-сумлă, укçаллă чăвашсене кашни тĕл пулмассерен çырăнмалли пирки аса илтеретĕп. Çырăнăр-ха… Тутарсем ав мĕнле йышлăн çырăнаççĕ. Хăшĕ мана мĕне кирлĕ чăваш хаçачĕ тесе кӳрентерет, хăшĕ, манран хăпас тесе юрĕ, çырăнăп тесе шантарать. Çырăнакансен шучĕпе кăсăкланса эпĕ почта уйрăмне тăтăшах кĕрсе тухатăп. Вулакансен шучĕ вара мĕнле пулнă –çаплах,- пăшăрханса калаçать Михаил Ильич.
Кулăшла япала пулса тухать: революци хыççăн ял халăхне çутта кăларас тесе интеллигенци тăрăшнă, паян выльăх пăхакан çын хаçат вулама тархасласа ыйтать. Шел, «Канаш» хаçатра ĕçлеме тытăннăранпа кун пеккипе кашни утăмрах тĕл пулатпăр. Çавăнпа эпир тĕлĕнме те пăрахнă ĕнтĕ.
Ильичёвсен çемйине вара çапла тимлĕ пулнăшăн редакци ятĕнчен тав тăватпăр. Хаçат шăпишĕн пăшăрханакансем чăвашсем хушшинче çук мар-ха.
 
: 696, Хаçат: 4 (1148), Категори: ентешсем

Комментарисем:

Cunong (2014-05-09 03:02:27):
Noinhtg I could say would give you undue credit for this storyĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: