Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен малтанхи прозаикĕсенчен пĕри – Иван Николаевич Юркин – 1863 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче хальхи Тутар Республикин Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче удел хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пимĕрселĕнчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен, ашшĕ ӳкĕтленипе яла таврăнма тивнĕ. 1882 çултан пуçласа вăл нумай çул хушши тĕрлĕ вырăнсенче çыруçăра тата укçа-тенкĕпе шут ĕçĕнче тăнă. Аслă Турханти вулăс кантурĕнче çыруçа пулăшаканни, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи акциз тытăмĕнчи вак тӳре (чиновник) пулса ĕçленĕ.
Октябрьти революци хыççăн Чĕмпĕр кĕпĕрнин статистика упаравленийĕнче ĕçленĕ. 1926 çулта вăл пенсие кайнă, çавăнтан вара литература ĕçĕпе кăна пурăннă. И.Юркин 1943 çулта вилнĕ.
И.Юркин калавĕсемпе повеçĕсем пирĕн вăхăтри вулакансене ĕлĕкхи пурнăç сăн-сăпатне ăша илме чылай пулăшаççĕ, иртсе кайнă саманари кивĕ йăла-йĕрке юлашкисенчен тĕппипех хăтăлма чĕнеççĕ.
Иван Юркин Тăхăрьял тăрăхĕнче кун çути курнă. Аслă Пӳркелĕнче ӳссе çитĕннĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче пĕчĕк тăван çĕршывĕ çинчен те нумай каласа панă. Тĕслĕхшĕн паян вулакансене пĕтĕм тĕнче шайĕнче Ульяновскра çĕртме уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче иртекен Акатуй умĕн çыравçă çуралнă Пӳркелĕнче çулсеренех иртнĕ Кĕçĕн тата Аслă Акатуй çинчен вулама сĕнетпĕр.
Материалсене автор Чĕмпĕр кĕпĕрнин Карсун хулине кĕрекен Репьёвка ялĕнче 1908 çулта çырнă. Вĕсене Ульяновск патшалăх архивĕн шырав пай пуçлăхĕ Роза Макарова тупнă, çырса илнĕ, «Канаш» хаçата илсе çитернĕ.
Вулакансене пĕлсе тăма.
Автор чĕлхине, орфографипе пунктуаци йĕркисене сыхласа хăварнă.
 
ЧĔМПĔР ХУЛИ
Чĕмпĕр хули вырăнĕ пек пăхса ларма илемлĕ çĕре Атăл тăрăх шырасан та ниçта тупма çук. Чĕмпĕр хули çулĕ сăрт çинче ларать. Икĕ енчен икĕ аван вăйлă шывсем юхса пыраççĕ: хĕвел тухăç енчен Атăл шывĕ кăнтăралла юхса выртать. Хĕвел анăç енчен Сĕве шывĕ çурçĕр еннелле юхать. Атăл шывне хирĕç, калăн, сĕвет тесе. Çавăнпа унăн ятне чăвашсем «Сĕве» тенĕ куран. Чĕмпĕрĕн икĕ шывĕн ячĕсем те пирĕн чăваш сăмахĕсенчен тухать-çке! Мĕншĕн эпир, чăвашсем, Чĕмпĕре хамăр хула тесе ан калар?...
(Ф 269. Личный фонд И.Н.Юркина. Оп 1, д 14, № 215 об)
(Малалли пулать.)
 
: 1062, Хаçат: 18 (1110), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: