Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Васильевич Угарин хĕллехи Микула праçникĕнче – 1932 çулхи кăрлачăн (январь) 19-мĕшĕнче — Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Канаш ялĕнче çуралнă. Çара уран чупнă чухнех шофёр пулма ĕмĕтленнĕ. Руль умне вара салтака кайсан ларнă. Вунсаккăртан тытăнса çитмĕл çула çитиччен водительте вăй хунă. Аварие пĕрре те лекмен. Пирĕн çĕршывра вăл çитмен кĕтес çук. Çак кунсенче Николай Васильевич 80 çул тултарчĕ.
 
Ялта шкул пулманнипе пĕчĕк Коля Тутар Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упие виçĕ çухрăма вĕренме çӳренĕ. Çиччĕмĕш класа Пасарлă Упире пĕтернĕ. Малалла вĕренме май пулман – вăрçă тытăннă. Ялти вăй питти арçынсем вăрçа тухса каяççĕ. Çемьере асли пулнипе килти арçын ĕçĕсемшĕн те вăл явапли пулса тăрать.
-Колхозăн 250-300 гектар çĕрччĕ. Эпир çав çĕр çинче тар тăкаттăмăр: акаттăмăр, çумлаттăмăр, выраттăмăр. Вăрман касма та пайтах çӳренĕ. Лашасем ырхан пулнипе вăкăрсем кӳлеттĕмĕр. Шăмăршă вăрманĕсене 25 çухрăма каяттăмăр. Йывăрччĕ. Кама çăмăл пулнă-ха ун чух?- тет ачалăхĕпе вăхăтсăр сывпуллашма тивнишĕн пăшăрханса Николай Васильевич.
Вăрçă чарăнсан ăна салтака илсе каяççĕ. Вăл Мускава – КГБ чаçне — лекет. Мавзолей тата ытти патшалăх çурчĕсене хураллать. Май пуррипе усă курса водителе вĕренсе тухать. Çакăн пирки мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши Николай Угарин! Малтанах çамрăка васкавлă пулăшу машинине шанса параççĕ. Тепĕртакран вăл полковника турттарма тытăнать. Виçĕ çул çак яваплă ĕçе пурнăçласа тăрать. Ăста водитель пулнине пуçлăх асăрхаман мар çав – служба вĕçленсен çакăнтах юлма ыйтнă. Анчах шăпах çак тĕле Мускава Николайăн ашшĕ «Москвич» машина туянма пырать. Вăл вăхăтра ялта çăмăл машинасем пулман та-ха… Хĕсметрен Николай çăмăл машинăпа таврăнать. Ялта салтака колхоз пухăвне чĕнсе илеççĕ те килнĕ çĕнĕ машинăна çамрăка шанса пама йышăнаççĕ.
-ГИЗ машина шакмакпа (пĕчĕк пуленкке) хутăнатчĕ. Çавăн пирки унăн хăвăртлăхĕ пит пĕчĕкчĕ. Эпĕ ăна пиртен сакăр çухрăмра вырнаçнă РТС мастерскойĕнче бензинпа çӳрекен турăм. Тытăнтăм вара колхоз ĕçĕпе çӳреме… Хĕлле Шăмăршă вăрманĕнчен вутă турттараттăмăр. Çулсем çукпа пĕрехчĕ. Ураписем çине сăнчăр тăхăнтараттăм та тем тарăнăш юр ăшĕнчен танк пек «ишсе» тухаттăм. Шартлама сивĕсенче Шăмăршăра хваттере юлни те пулкаланă. Çак вăхăтра паллашрăм та эпĕ пулас арăмпа – Зинăпа. Вăл çĕвĕ комбинатĕнче тĕрĕ цехĕн пуçлăхĕнче ĕçлетчĕ,- хавхалансах каласа парать Николай Васильевич.
Çакă пулать те малашне унпа пĕрле пурнăç çулĕпе утаканни, унăн чи юратнă çынни, сылтăм алли, ăна пурнăçра ăнланса тата пулăшса пыраканни. Пĕрлешсенех Угаринсем ашшĕн шăллĕ чĕннипе ашшĕне пĕлтермесĕрех Молотов (халĕ Пермь) хулине тухса каяççĕ. Виçĕ çул пурăнать çемье Степан тетĕш патĕнче. Çав хушăра вĕсен Таня тата Лена хĕрсем çуралаççĕ. Кунта та çемье пуçĕ руль умне ларать. Фанер кабинăллă «ЗИС-355» автомашинăпа виçĕ çул çӳрет. Татах та ĕçленĕ пулĕччĕ, ялтан амăшĕ йывăр чирлесе ӳкни çинчен хыпар килет. Николай Васильевич амăшне илсе килсе вырăнти сиплевçе кăтартать. Лешĕ амăшне ура çине тăратать. Анчах нумая пымасть ку савăнăç, амăшĕ каллех ураран ӳкет. Николай Васильевич вара амăшне пăхма тесе ĕçрен тухса çемйипех тăван ялне таврăнать.
Ĕçе вырнаçма кайсан ăна пушă машина çуккипе «ЗИС-150» машинăн рамине тата чи кирлĕ саппас пайĕсене параççĕ. Вăл 20 кунра çĕнĕ машина пуçтарать. Ун çумне прицеп çакса каллех Шăмăршăран вăрман турттарма тытăнать. Амăшĕ çĕре кĕрсен çемье Шăмăрша пурăнма куçать. Кунта та унăн хăйне валли машина пуçтарма тивет. Ку хутĕнче вăл кăмрăк турттарать. Пĕрре ăна ашшĕ Ульяновскра уйрăм çурт туянма шутлани пирки пĕлтерет. Иккĕшĕ Засвияжски районĕнчи пĕр урамра çурт пăхса каяççĕ. Часах Угаринсен çемйи виçĕ ачапа (виççĕмĕш хĕрĕ Надя Шăмăршăра çуралнă) Ульяновска куçса килет. Николай Васильевич УАЗ завода çĕнĕ автомобильсене «хăвалас» ĕçе кӳлĕнет. Пуçланать вара тĕнче тăрăх çул çӳрев, урапа çинчи пурнăç… Виçĕ çул хушши хастар чăваш çĕршывăмăрăн мĕнпур кĕтесне çĕнĕ машина хăвалать. «Аннушкăпа» Дагестана та çитет. Часах завод çак ĕçе пăрахăçлать. Николай Угарин пысăк грузсем турттаракан предприятие вырнаçать. Çур çултан предприяти çар автоколонни пулса тăрать. Ăста водитель тĕрлĕ машинасем çинче тата 25 çул вăй хурать. Часах ĕç хурăшлăхĕ те ӳсет: çул çинче вăрă-хурах тапăннă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Телее, пирĕн героя Турă инкек-синкекрен сыхланă. Юлашки хут Ленинграда кайса килсен вăл машинине лартать. Анчах рульпе яланлăхах сывпуллашма васкамасть. Тăватă ачине (тăваттăмĕшĕ – Олег – Ульяновскра çуралнă) вĕрентсе мăшăрлантармасăр килте ларма ниепле те пултараймасть вăл. Тивĕçлĕ канăва кайсан тата ултă çул апат-çимĕç турттарать, пĕр вăхăт машинăсене бензин янă çĕрте те ĕçлет. Çитмĕл çул тултарсан тин рульпе сывпуллашать.
Халĕ вĕсем мăшăрĕпе Зинаида Михайловнапа иккĕшĕ пурăнаççĕ. Пĕлтĕр пĕрлешнĕренпе 55 çул тултарнине паллă тунă.
Аслă хĕрĕ – Татьяна – вăтам шкула тата УлППУри ют çĕршывсен факультетне «5» паллăсемпе пĕтернĕ. Çĕнĕ хулара ачасене ют чĕлхесене вĕрентекен «Волга-Днепр» фирмăна йĕркелесе янă. Халĕ область кĕпĕрнаттăрĕн канашçи (советникĕ). Унпа пĕрлех хулара ют (акăлчан, нимĕç, испани, китай) чĕлхисене вĕрентессипе шкулсем уçнă.
Елена – çăмăл промышленность институтне пĕтернĕ. Мускавра пурăнать. Нумаях пулмасть мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вăл икĕ ачине пĕчченех ӳстерет.
Надежда – аслă пĕлӳллĕ, «Волга-Днепр» фирмăра менеджер.
Олег – вăл та аслă пĕлӳ илнĕ, халĕ «Волга-Днепр» фирмăра «Ил-76» самолётпа тĕнчен мĕнпур кĕтесне вĕçет.
Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре амăшĕн тӳпи питĕ пысăк. Çак ырă чĕреллĕ çын çинчен те каласа хăварас килет. Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕнчи Чурачăк ялĕнче çуралнăскер пĕчĕклех тăлăха юлнă. Вĕсем тăваттăн ӳснĕ. Амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ашшĕ тепре авлансан вĕсене ама çури амăшĕ пăхнă. Ашшĕ вăрçа кайса пуçне хурсан кĕçĕннине хăйпе хăварса аслисене ача çуртне панă. Выçăпа вилесрен хăранипе ĕнтĕ. Телее, пĕри те вилмен. Ача çуртĕнчен кайсан Зинаида Михайловна çĕвĕçе вĕреннĕ.
-Ача чухнехи нушаллă çулсем халĕ те асра. Шартлама сивĕре тăлăппа витсе çунапа Çĕрпӳ хулинчи ача çуртне лартса кайнине, кирпĕч пек хытă, хура çăкăра та тăраниччен çиме пулманнине манайăн-ши вара?- тет пĕркеленнĕ аллисене шăлса Зинаида Михайловна.
Халĕ Угаринсен куç тулли ачи-пăчи, 7 мăнукĕ тата 3 кĕçĕн мăнукĕ.
«Пирĕн халĕ пĕртен-пĕр ĕмĕт — кĕçĕн мăнук тухтăра вĕренсе тухса ĕçлеме тытăннине курасси»,- тет туслă мăшăр пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхса.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 990, Хаçат: 4 (1148), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: