Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче пурăнакан Нина Мэндюшевна Сандркина, хĕрĕх пилĕк çул ялта выльăх пăхнă чăваш хĕрарăмĕ, хуçалăхра ял-йыш хушшинче тĕрлĕ наградăсем, чыспа мухтав çĕнсе илнĕ. Паян хисеплĕ ветеран тивĕçлĕ канура. Ялан васкама, пилĕк авма хăнăхнăран пĕр самант та ĕçсĕр лараймасть. Халĕ те вăл сурăх картинче кĕштертететчĕ. «Канашран» иккенне пĕлсен хапăл тусах килне кĕме сĕнчĕ. «Ĕненетĕр-и, çук-и – сирĕн хаçатăра эпĕ пĕрремĕш номерĕнчен пуçласах çырăнса илетĕп, кӳршĕ-аршă пурте ман патăма «Канаш» вулама килет, - терĕ вăл ăшшăн.
Нина аппа (хут çинчи ячĕ - Лидя) çак ялтах 1938 çулта çуралнă. Çавăнпа та ачалăх вăхăтĕнче выляса-кулнинчен ытла ĕçленине, йышлă çемьере амăшне пулăшнине аса илет. «Хире вир çумлама каяттăмăр,-сӳтет калаçу çăмхине Нина Мэндюшевна.- Йăран çинче тĕпĕртететтĕмĕр кăна. Ана хуп-хура пулатчĕ. Тĕлĕнмелле, анчах тепĕр ир килеттĕмĕр те – вир каллех сип-симĕс ларатчĕ. Калхусра вăрçă çулĕсенче вир, çĕр улми, тĕш-тырă, куккурус акатчĕç. Эпир, вĕтĕр-шакăр, хĕрарăмсемпе, ватăсемпе пĕрле кăшт та пулин пулăшас тесе çӳренĕ. Ялти арçынсем пурте вăрçăра пулнă. Акка тракторпа ĕçлетчĕ. Вăрçă хыççăн хĕрарăм ĕçĕ мар тесе упăшки урăх ĕçлеттермерĕ. Çав тери шкула каяс килнине паянхи пек астăватăп. Анчах çие, урана тăхăнма нимĕн те пулман. Анне мана шкула ăсатса ячĕ. Çанталăк сивĕ. Хĕлле. Урара - çăм нуски, таканлă çăпата. Çире аттен кивĕ сăхманĕнчен çĕленĕ тум, шел тутăр. Тавах Турра, нумаях çуреймерĕм пулин те вулама-çырма, шутлама вĕрентĕм. Тăрăшуллă вĕренекенччĕ эп. Атте Аслă вăрçăран патакпа таврăнчĕ. Ури хăйне итлеместчĕ. Хăй ĕçлейместчĕ, пире хушса тăратчĕ. Аннене вун икĕ ачапа йывăр пулнă. Çиччĕшĕ ӳснĕ. «Мĕнле нушаллă пулсан та вилмерĕр»,-тетчĕ анне.»
Хĕр çулне çитсен Нина Сандркина тантăшĕсемпе пĕрле тĕнче курма тухса каять. Орск хулинчи пĕр завода вырнаçать. «Çулталăк ĕçленĕ хыççăн яла атте-аннене пăхма таврăнтăм, иккĕшĕ те 86 çула çитиччен пурăнчĕç», - тет вăл. Тăван хуçалăхра пĕр хушă фермăра пăру пăхаканта тăрăшать, унтан ĕнесем патне куçать. Малтан дояркăра ĕçлет. Кайран ăсталăхĕпе вăр-варлăхне кура пикене ĕнесене пăрулаттаракан уйрăма куçараççĕ. «Çакăнта тымар ятăм темелле,- каласа парать Нина Мэндюшевна.- Тепĕр чух ĕç нумаййипе, ĕнесем тăтăш пăрланипе, киле килсе апат çиме те вăхăт пулман. Çĕр выртни те пулнă. Ĕнесене хамăрах çитереттĕмĕр. Лашасемпе Çĕнĕ Улхаша выльăхсем валли сенаж-силос илме кайнă. Каялла вара йĕпе выльăх апачĕ çине ларса килнĕ. Кӳршĕре Лидя Сандркина пурăнатчĕ. Ялта сĕт пухатчĕ. Нина Сидулова зоотехникпа ача чухне те пĕрле вылянă, хуçалăхра та пĕрле ĕçленĕ. Ялан пĕрле пулнă. Пĕрле тăрăшнă Рая Денисова та пурăнать-ха».
Хĕрĕх пилĕк çул пĕр улшăнми, пĕр чарăнми ĕçлет ĕне ферминче Нина Мэндюшевна. Унăн сăн ӳкерчĕкĕ пĕр хутчен çеç мар, хуçалăх, район Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем нумай. «Социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи» паллăсене, медальсене тирпейлĕн упрать. Пĕррехинче тӳлевсĕр туслăх путевкипе пуйăспа Аслă варçă иртнĕ вырăнсене (Совет Союзĕнчи 12 хулана) çитсе курнине кăмăлпа аса илет.
Эсир телейлĕ хĕрарăм-и тесе ыйтсан Нина аппан куçĕ шывланчĕ. «Кил-çуртăмра арçын ĕçне те, хĕрарăмăнне те хам тытса тăнă, - терĕ вăл куççульне тутри вĕçĕпе шăлса. - Ĕмĕр нушаллă пулнă. Ман пурнăç юратнă ĕçпе – ĕне витипе тачă çыхăнса тăнă. Фермăра вара савăнмалли те нумай пулнă, хурланмалли те. Родилкăра 25 ĕне тăратчĕ. Вĕсене кунне виçĕ хутчен сунă, 50-60 пăру пăхнă, тасатнă-тирпейленĕ. Пăру айĕсем тап-тасаччĕ. Вĕсене яланах алăпа çунă. Пĕрре районтан комисси килнĕ те – пирĕн çине шанмасăртарах пĕр тĕлĕнсе, пĕр юратса пăхаççĕ. Ял ферминче ун пек тасалăхпа куçа-куçăн пуласса шутламан вĕсем. Пĕр çулхине тата Çĕнĕ çул умĕнхи каç шартлама сивĕре выльăхсене апат кӳрсе паракан пулмарĕ. Пурте уяв тăваççĕ. Эпир çеç фермăра. Пĕр кĕтмен çĕртен районтан пуçлăхсем килсе çитрĕç. Эх, ăшаларĕç вара вырăнтисене. Пирĕн çине ертӳçĕ пăртак çилленнĕ пек пулнăччĕ. Вăхăт сиплет – çилли иртсе кайрĕ. Ĕнесем Çĕнĕ çула тутă кĕтсе илчĕç. Ĕçре мана пулăшакан çывăх тус – лаша пурччĕ. Агат ятлăччĕ. Çăмăл марччĕ унпа ĕçлеме. Миçе хутчен вилĕмрен юлман-ши? Вăйлă туртатчĕ. Фермăрисем ăна улăм-утă кӳме ыйтатчĕç. Çыртасшăнччĕ, кăраччĕ. Астуса кăна тăмаллаччĕ. Çаран çинче çăнăх витрипе тытаттăмăр. Хамăра хирĕç чупса пыратчĕ. Паянхи пурнăçăмра эп аккан ывăлĕн ачисемпе савăнса пурăнатăп. Вĕсем тăтăш мана пулăшма килеççĕ. Нумаях пулмасть кĕçĕнни салтакран таврăнчĕ. Инçетрен ман валли кучченеç илсе килнĕ».
Ял-йышпа, кӳршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнать Нина Мэндюшевна. Хăйне ватăсем те, çамрăксем те ырă, уçă кăмăлĕшĕн, ăшă куллишĕн хисеплеççĕ. Юратса: «Пирĕн ветеран», - теççĕ.
 
: 860, Хаçат: 4 (1148), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: