Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ.
 
Петĕр Хусанкай 1907 çулта Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнă, амăшĕпе çеç ӳснĕ.
Пулас поэт тăван ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех чăваш сăвăçисен пултарулăхĕпе кăсăкланнă, вырăс литературин иксĕлми пуянлăхĕпе паллашнă. 1923 çулта Хусанти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ.
1924 çулта Шупашкарта «Сунтал» (халĕ «Ялав») журнал тухма тытăннă. Унăн малтанхи номерĕнчех Петĕр Хусанкайăн «Хĕвел тухрĕ», «Хресчен вăранĕ», «Ан айăплăр» пĕрремĕш сăввисем пичетленнĕ. Хăйĕн сăввисене вулакансем хапăлласа йышăнни ăна малалла ĕçлеме хавхалантарнă.
Чăвашсен паллă çыравçисемпе çывăх пулас, вĕсемпе алла-аллăн ĕçлес ĕмĕтпе вăл 1925 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Пĕр хушă «Сунтал» журнал редакцийĕнче вăй хунă. 1927-1930 çулсенче Хусанти Хĕвел тухăç халăхсен педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн - Мускавра тухса тăнă «Коммунар» хаçат корреспонденчĕ.
Пĕрремĕш кĕнеки Шупашкарта 1928 çулта «Уяртсан» ятпа тухнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулсен вĕçĕпе вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче Петр Петровичăн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Поэт, Тăван çĕр-шыв тăрăх нумай çӳренĕскер, пур тĕлте те халăх пурнăçĕ улшăнса, çĕнелсе пынине курнă. Ку, паллах, унăн пултарулăхĕнче çĕнĕ темăсем çуратнă. Çак çулсенче çырнă сăвăсемпе поэмăсен шутне «Инспектор», «Йĕлтĕрçĕсен маршĕ», «Улмуççиллĕ Тĕрлемес», «Элтиван», «Магнит ту» кĕреççĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Петĕр Хусанкай фашизма хирĕç пăшалпа та, перопа та кĕрешнĕ. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, нумай медальпе наградăланă. Вăрçă вăхăтĕнчи хайлавĕсем совет халăхĕн паттăрлăхне сăнласа панă. Кам пĕлмест аслă поэтăмăрăн «Таня» поэмине Тăван литература урокĕнче поэмăна пăхмасăр каласа панă чухне кĕлетке тăрăх сивĕ хăпарнине хальхи пекех ас тăватăп. Кунта автор тăван халăхăн паттăрлăхне вырăс хĕрĕ Зоя Космодемьянская сăнарĕ урлă кăтартнă, Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр кĕрешме чĕннĕ.
... Вилмешкĕн эпĕ хăрамастăп,
Хам халăхшăн вилни - телей...
Сывă пулăр, юлташсем! Кĕрешĕр!..
Сăвăçăн вăрçă çулĕсенчи тепĕр произведенийĕ - «Аптраман тавраш» сăвăлла роман. Вăл чи малтан 1946 çулта кун çути курнă, ун хыççăн ăна поэт нумай юсаса çĕнетнĕ, тепĕр хут вăл 1957 çулта пичетленнĕ. Романра Хусанкай пысăк йышлă пĕр чăваш йăхĕн - Аптрамансен - темиçе ĕмĕрти пурнăçĕпе паллаштарнă.
Вăл Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романне, «Полтава» поэмине, «Палăк» сăввине, Александр Грибоедовăн «Ăса пула инкек» камитне, Уильям Шекспирăн «Ромеопа Джульетта» трагедине, Владимир Маяковский, Максим Горький, Тарас Шевченко тата ытти поэтăн сăввисене чăвашла куçарнă. Чăваш классикĕсен Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин произведенийĕсем ăна пула вырăсла кун çути курнă. Поэт произведенийĕсене пурĕ 30 яхăн чĕлхене куçарса кăларнă.
Акă мĕнле хакланă педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикипе Удмурт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Петрова Чăваш халăх поэчĕн ĕç-хĕлне: «Миçе çул вулатăп Хусанкай сăввисене, миçе çул юрлатăп Хусанкай юррисене - вуласа та тăранаймастăп, юрлама та чарăнаймастăп».
«Ир, питĕ ир уйрăлса кайрĕ пирĕнтен Петĕр Хусанкай. Вăл хăйĕн таланчĕн чи анлă та çӳллĕ орбитине тухнăччĕ. Мĕн чухлĕ ырă шухăш, ылтăн ăс-хакăл кайрĕ унпа пĕрле... Çеçпĕл юртан тасалнă вăрманта пĕрремĕш пĕчĕк чечек пулсан, Хусанкай - Атăл хĕрринче, пĕтĕм совет çĕрĕнче тата чикĕ леш енче шăтса ӳснĕ чечексен ыр кăшăлĕ...», - çырнă украин çыравçи Юрий Збанацкий.
Чăваш поэзийĕнчи ĕçне пысăк хисепе хурса 1950 çулта ăна Чăваш халăх поэчĕн ятне панă, икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 1967 çулта вăл Чăваш АССР К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине, 1969 çулта çамрăксен Çеçпĕл Мишши премине тивĕçнĕ. Шупашкарти пĕр урампа кермен унăн ячĕпе хисепленеççĕ, тĕп хула варринче Хусанкай палăкĕ катаранах курăнать. Поэт пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Вăл çуралнă ял халĕ Хусанкай ятлă. Унăн сумлă ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
 
: 1403, Хаçат: 4 (1148), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: