Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш хĕрарăмĕсем, ытти халăхсем пекех ачана мунчара е пӳртре – чаршавпа пӳлнĕ кĕтесре — çуратнă. Хĕрарăма çăмăлланма пулăшма карчăк чĕннĕ. Ача чиперех çуралтăр тесе пĕрех май кĕл тунă. Çуратаймасăр аптăранă чух леш тĕнчери ватăсенчен пулăшу ыйтса, асăнса çăкăр татăкĕ хунă. Унчченхи ачисем вилсе пынă пулсан çĕнĕ пепкене çут тĕнчене тимĕр ункă витĕр тытса илнĕ. Усал сывлăш вара ача хĕрарăмран мар, тимĕр ункăран çуралать тесе хăранипе тивмессе шаннă.
Ача сывлăхлă пултăр тесе çуралнă ача пуçĕ çийĕнче чĕрĕ çăмартана çăка патакĕпе çапса çĕмĕрнĕ. Хăйсем пĕрех май: «Турă çырлах, Турă çырлах», – тенĕ. Çапла «усал сывлăша» çăмарта парса çырлахтарнă пулать.
Ача çуратнă çĕре хăш-пĕр килте ачан ашшĕ те хутшăннă. Вăл сăпка çакмалли пăта çумне вĕрен çыхнă, ун çине уртăнса арăмĕ асапланнă пек ахлатнă. Çапла арăмĕн асапне çăмăллатма тăрăшнă.
Çуралнă ачан пурнăçне сыхласа хăварас тесе чăвашсем темĕн те шутласа кăларнă. Ачана пушă витрене хунă. Витре тĕпне çывăхри юханшыва е пичĕкери шыва перĕнсе ачана шывран туртса кăларнă пек тунă. Пӳрте кĕрсен вара аслăрах ачисене пепкене шывра тупрăмăр тесе улталанă.
Хăшĕсем ачана çӳп-çап ăшĕнче тупнă пек чăн-чăн спектакль тунă. Ачана çуралсанах кил картине илсе тухнă. Вара кантăкран е алăка уçса çапла кăшкăрнă: «Ача тупрăм, сутăн илместĕр-и?» Ача амăшĕ: «Туянатпăр, пире ача кирлĕ»,- тенĕ. Ачашăн укçа парса ăна хăй аллине илнĕ. Пĕрисен тăхăр ачи те çут тĕнчене килсенех вилсе пынă. Вуннăмĕшĕ çуралсан çак йăлана тусан тин ачи сывă ӳснĕ.
Çуни
Ачана çунă чух та йĕркене хытă пăхăннă. Ăшă шывра çунă хыççăн таса кипкене чĕркенĕ те куритене хурса вĕри мар кăмакана лартнă. Ача çирĕпрех пултăр тенĕ ĕнтĕ. Унăн тепĕр пĕлтерĕшĕ те пулнă: кăмакаран кăларнине ача амăш хырăмĕнчен тухнипех танлаштарнă. Çапла ачана «илме» килнĕ усал сывлăша арпаштарнă.
Ача «кĕпине» пытарни
Ачан кĕпипе кăвапа пыршине тĕп сакайне – çĕр айне чавса пытарнă. Ачан пурнăçĕ ан татăлтăр тесе хăш чух çаксене çăпата ăшне чĕркесе хуни те пулнă. Ăна çын курман чух лаша витине курите айне пытарнă. Пӳрте кĕрсен 41 пĕчĕк пашалу пĕçернĕ те тĕп сакайне анса ача çуралнă тĕле тăрса кĕлĕ вуланă. Тухсан çав тĕле урай хушăкĕнчен тăварланă шыв янă. Çĕр Турринчен ача хăмла пек ӳстĕр тесе ыйтнă.
Ача кĕпипе кăвапа пыршине çĕр айне чавса пытарас йăла ытти халăхсен те пулнă. Çак япаласене ачасăр хĕрарăмсем вăрласран хăранă. Хăшĕсем ачан кăвапа пыршисене типĕтсе таса пусмапа чĕркесе арча тĕпĕнче тĕплĕн усранă.
Ача амăшĕ
Ача çуратнă хыççăнах хĕрарăма таса мар тесе шутланă. Ăна апат хатĕрленĕ çĕре, чиркĕве, ĕçкĕ-çике явăçтарман. Уйрăмах арçын çывăхĕнче пулма хушман. Çапла 40 кун хушши. Мăкшă хĕрарăмĕ, тĕслĕхрен, виçĕ хут мунча кĕрсен тин «таса» шутланнă. Хĕрача çуратрĕ пулсан икĕ хут нумайрах тасалмалла пулнă.
 
: 1008, Хаçат: 4 (1148), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: