Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăрттан
Хĕлле – выльăх-чĕрлĕх пусмалли вăхăт. Чăвашсем ĕлĕкренех аш-пăшран тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлнĕ. Хырăмлăхĕпе (желудок) пыршисене те сая яман. Чи сумлă та тутлă çимерен пĕрри вăл – хырăмлăхран хатĕрленĕ шăрттан.
Ăна сурăх-така кака-йĕнчен тунă. Хырăмлăха лайăх çуса тасатнă, унтан ăна вĕри шывра вĕрилентернĕ, ăшне çĕçĕпе хырса тасатнă та каллех сивĕ шывра чӳхенĕ. Хырăмлăхран, пĕчĕк шăтăк хăварса, пĕчĕкрех çаврашка хутаç çĕленĕ, унта сурăх-така какайне тултарнă.
Ăна çапла хатĕрленĕ: какая 30-40 грамшар каснă, унта вĕттĕн туранă ыхра, лавр çулçи, пăрăç тата тăвар хунă, лайăх хутăштарса хырăмлăха тултарнă. Шăтăкне çыхса е çĕлесе хунă. Шăрттана тулаш енчен кăштах тăварпа сăтăрнă, тарăн тăм чашăка хунă, çине витсе вĕри кăмакана пĕçерме лартнă. Пиçсе çитнĕ шăрттана вĕрилле те çиме юранă. Ытларах чух шăрттана нумайлăха усрама хатĕрленĕ. Ун пек чух какая ытларах тăварланă, ыхра хуман. Пиçнĕ шăрттана тата темиçе кун хушши кăмакана ларта-ларта аш-какай сĕткенĕ тухма пăрахиччен типĕтнĕ. Вара ăна чылайччен усрама пулнă.
1 кг шăрттан хатĕрлеме 1 хырăмлăх, 2 кг аш-какай, 10 г ыхра, авăртнă пăрăç, лавр çулçи, тăвар кирлĕ.
Шăрттана хулара пурăнакансен те хатĕрлеме май пур. Пасарта хырăмлăх тата аш-какай туянмалла çеç. Уяв сĕтелĕ çинче шăрттан ытти çимĕçсен патши пулĕ.
 
Макарон италилле
Ку апатăн тĕшши – подлив. Ăна хатĕрлеме икĕ çатма кирлĕ. Пĕри – тарăнрах пултăр. Тарăн мар çатми çине çу яратпăр та унта авăртнă аша, тарăнни çинче – 2-3 пуç вакланă сухан ăшалатпăр. Унта шăрантарнă сыр (плавленый) хушатпăр та лайăх хутăштаратпăр. Çакăнтах тепĕр çатмара ăшаланă аша тата томат соусне хушатпăр. Мĕнпурĕ çатман çурри таран пулмалла. Çиелтен вĕри шыв ярса хутăштармалла. Подлив хăйма пек çăра пултăр. Юлашкинчен тутă кĕртекен япаласем: тăвар, пăрăç, вакланă ыхра хушмалла та тепĕр 3-4 минут вăтам çулăм çинче тытмалла. Подлив хатĕр.
Апатланас умĕн макарон пĕçерсе илĕр. Ăна турилккесем çине вĕрилле хурса çиелтен подлив ярса парăр.
Кавăнран – варени
Ку варение эпĕ хĕл каçипе темиçе хут та вĕрететĕп. Питĕ усăллă та тутлă çиме.
Ăна пĕçерме 1 кг кавăн, 1 кг сахăр песукĕ, 200 г курага кирлĕ.
Кавăна хуппинчен тасатса улăм пĕрчи евĕр ваклатăп. Курагана пĕр саманта шывра ислетнĕ хыççăн ăна та çавăн евĕрлех туратăп та савăта хурса каçа сахăрпа хутăштарса лартатăп. Ирхине вăтам çулăм çинче пĕçеретĕп. Варени абрикос джемне аса илтерет. Курагана айва çимĕçĕпе те ылмаштарма пулать.
 
: 845, Хаçат: 4 (1148), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: