Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
("Пурнăç кукрашки" ярăмран)
 
Чăвашкасси ялĕ. Çĕршывра вăрçă кĕрлет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче чăвашсен аслă просветителĕ И.Я.Яковлев никĕсленĕ пуçламăш шкул çуртĕнче класс пӳлĕмĕсемсĕр пуçне учитель çемйи валли те вырăн пур: çывăрмалли, апатланмалли пӳлĕмсем, зал. Халĕ эпир унта виçĕ çемье пĕр кил-йыш пек пурăнатпăр: анне, шкул заведующийĕ, кукамай, эпĕ, вуннăри арçын ача, манăн пĕртен-пĕр шăллăм Геннадий. Шăпах вăрçă пуçланнă çул Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищине пĕтерсе тухнă çĕнĕ учительница – çирĕмрен тин çеç иртнĕ Пухтел хĕрĕ Ольга Васильевна Нагорнова килнĕччĕ. Анне ăна кĕтесри пĕчĕк пӳлĕме – çывăрмалли пӳлĕме уйăрса пачĕ. Çулталăкран Ольга Васильевна пирĕнпе тантăшлă Верук ятлă йăмăкне пурăнма илсе килчĕ. Вĕсемсĕр пуçне пирĕнпе пĕрле уборщица çемйи – Крахьяна аппапа унăн Аниççа ятлă пĕчĕк хĕрĕ, манăн шăллăмпа тантăшлăскер – пурăнать. Вĕсем валли çуртăн çурçĕр енче тĕнĕ пек çеç пӳлĕм пур. Унта хуран вучахĕ туса вырнаçтарнă: апат-çимĕç те час пиçет, ăшă та пулать, вут-шанкă самай перекетленет. Ку пӳлĕмре пĕртен-пĕр пысăк чӳрече. Ку – çуртри чи ăшă кĕтес, пирĕн “Крым”. Чĕпĕ куçĕ мĕлтлетсе çуннă май уроксене те кунтах хатĕрленетпĕр тепĕр чух.
Крахьяна аппа класс пӳлĕмĕсен урайĕсене çуса тасатать, хутса ăшăтать. Вутти чĕрĕ, йĕре-йĕре çунать. Çавăнпа пӳлĕмсене хутса ăшăтма пĕртте çăмăл мар. Вуттине колхоз лавçисем вăрмантан кӳрсе тăраççĕ. Çулла турттарса типĕтме май пулман, çавăнпа чĕрĕ пĕренесене касса вакланă хыççăнах хутма тивет. Епле хутсан та класĕсем яланах сивĕ. Ачасем унта çири тумтирĕсемпех лараççĕ. Тепĕр чухне чернил та шăнать. Хучĕ те çителĕксĕр. Аптранă енне хаçатсенчен тетрадьсем çĕлеме вĕренсе çитнĕччĕ.
Крахьяна аппа аннепе тантăш: хĕрĕхелле çывхарнă кăмăллă хĕрарăм. Авалхи йăлапа, вăл чăваш хĕрарăмĕн тумĕпе çӳрет: аркăллă пир кĕпе тăхăнать, саппун çыхса ярать. Шуранка питлĕскер час-часах пуçĕ ыратнипе аптăрать. Пултарнă таран эпир ăна пурте пулăшма тăрăшатпăр: вут-шанкă касмалла-çурмалла-и унта, шыв кӳрсе килмелле-и, каланкка-кăмака чĕртсе ямалла-и? Уйрăмах Ольга Васильевна лара-тăра пĕлмест. Хĕвел сăнлă хитре хĕр чи йывăр вăхăтра та аптăраса ӳкмест, шăнкăрав пек уçă сассипе юрă шăрантарма та ăста. Мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă вĕрентмерĕ-ши вăл пире юрă урокĕсенче! Чылайăшĕ халĕ те асрах.
Пĕррехинче Крахьяна аппа аннене чĕнсе илсе темĕн çинчен пăлхануллă калаçрĕç. Часах хыпарĕ ку пирĕншĕн те вăрттăнлăх пулма пăрахрĕ. Вĕренӳ çулĕ варринче шкула çӳреме пуçланă Аркади ятлă арçын ача (эпир ăна Аркаччи тесе чĕнеттĕмĕр)… Крахьян аппан тăван ывăлĕ пулнă-мĕн. Анчах халĕ вăл Мускавран тин çеç таврăннă амаçури амăшĕпе пурăнать.
Пурнăçра кун пек япаласем сахал мар тĕл пулаççĕ-ха. Крахьяна аппа мăшăрĕ Энтруçка ятлă пулнă. (Крахьяна аппа унăн хушамачĕпех çӳренĕ – Денисова. Хĕр чухнехи хушамачĕ Панюсева тетчĕ.) Вăрçăччен вĕсем темле сăлтава пула уйрăлнă. Энтрюçка çĕнĕрен авланса Мускава куçса кайнă, унти стройкăсенче ĕçлесе пурăннă. Çапла вара Аркади Мускава лекнĕ. Вăрçă пуçлансан ашшĕне çара илсе кайнă, вăл фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Кил хуçи вăрçăра çухалсан унăн çĕнĕ çемйи каллех тăван яла таврăнать. Çапла вара кунта Аркади хăйĕн тăван амăшĕпе тепĕр хут тĕл пулать. Çак тĕлпулу хыççăн амăшĕпе ывăлĕ хушшинчи туйăм çĕнĕрен пĕр-пĕрин патне туртать. Куннехинче ăна нимĕнле вăй та тытса чарма пултарайман. Çапла вара Аркади часах тăван амăшĕ патне таврăнчĕ. Пирĕн кил-йыш ӳсрĕ. Эпир хуйха-суйха та, савăнăçа та пĕрле пайлама пуçларăмăр.
Аркади таврăнни пирĕн пĕр евĕрлĕ пурнăçа çĕнĕ сывлăш кĕртрĕ. Ара, вăл Мускавра пулнă-çке, пурăннă унта, çав хушăра нумай тĕлĕнмелле япала курма ĕлкĕрнĕ: метро, цирк, зверинец. Кино пирки каламăпăр та. Эпир ун çинчен кĕнекерен çех пĕлетпĕр. Тĕлĕнмелле сăвăсем те нумай пĕлет Аркади. Сăмахĕсем питех те илĕртӳллĕ:
Мы едем, едем, едем…
В далёкие края,
Хорошие соседи,
Счастливые друзья.
Нам весело живётся,
Мы песенку поём,
И в песенке поётся
О том, как мы живём.
 
Красота, красота!
Мы везём с собой кота,
Чижика, собаку,
Петьку-забияку,
Обезьяну, попугая –
Вот компания какая!
Пире Аркади хăй курнă кинокартинăсем çинчен кала-кала парать. Кино таврашĕ ялта пулкалать ĕнтĕ. Анчах сайра хутра кăна. Ăçта Мускаврине çитме унта! Эпир Аркадие вырăн çинче итле-итле çывăрсах каятпăр.
Аркади Мускавра тир çухаллă хитре пальтопа, çăмламас хура çĕлĕкпе çӳренĕ. Мускавра ӳкерттернĕ ӳкерчĕк çинче çапла питĕ хитре тухнă вăл. Амăшĕ патне çăмăл тумпа тарса килнĕрен çĕнĕ çĕрте ытти ачасем пекех çăпатапа, амăшĕ ăнсăртран тупса панă йытă тирĕнчен çĕленĕ кивĕ çĕлĕкпе çӳреме пуçларĕ. Çапах та кунта телейлĕрехчĕ вăл, хаваслăрахчĕ. Пушă вăхăтра пушăт чĕллинчен лаша кĕлеткисем касса кăларса выляма юрататчĕ.
Крахьяна аппан ялта хăйĕн пысăк мар çурчĕ те пур. Анчах ăна хутса ăшăтма вут-шанкă çуккипе хĕл кунĕсенче унта ура ярса пусма та çук. Çуртне йĕри-тавра мачча таранах юр хӳсе каять.
1944 çулта пуçламăш шкул пĕтернĕ хыççăн çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Аркади манпа пĕрле темиçе кун хушши Чăвашкассинчен пилĕк çухрăмра вырнаçнă Кивĕ Улхашри çичĕ çуллă шкула вĕренме çӳрерĕ. Йĕпе-сапаллă кунсем пуçлансан атă-пушмак çуккипе вĕренме пăрахрĕ, трактор бригадине плугаре ĕçлеме вырнаçрĕ.
Вăрçă ачисен вĕренес туртăмĕ пулман мар. Сăмах майăн каласан, вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче аслăрах шкулта пĕлӳ илме шутланисем вун пилĕк ачана çити пухăннăччĕ. Каярах килти йывăрлăхсене пула пирĕн йыш пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чакса пычĕ. Юлашкинчен вăрçăччен, атте сывă чух, шкул пахчинче утарçăра ĕçленĕ, çав вăхăтрах ачасене верстаксем çинче каскалама вĕрентнĕ ăста столяр (хальхилле каласан – ĕç учителĕ) Улендей Сидулов ывăлĕпе, Викентипе, лутра та тăп-тăп кĕлеткеллĕ, тулли пит-куçлă тантăшпа, иккĕн çех тăрса юлтăмăр.
Вăрçă хыççăн пирĕн çемьесем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Ольга Васильевна тăван ялне куçса кайрĕ, унта ĕçлеме пуçларĕ. Çемье çавăрса ача-пăча ӳстерчĕ, хăйĕн вăрăм ĕмĕрне унта ĕмĕрлерĕ. Унăн Верук йăмăкĕ хĕр çулне çитме ĕлкĕреймен: ăна аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче аçа çапса вĕлернĕ терĕç.
Крахьяна аппа кивĕ çуртне куçса кайрĕ, ăна тирпейлесе йĕркене кĕртрĕ. Кунта ăна трактор бригадинче плугарьте тăрăшакан Аркади пысăк пулăшу пачĕ. Ӳт-пӳ енчен те çирĕпленсех пычĕ вăл, ялти çамрăк каччăсен шутне кĕрсе çитнĕччĕ темелле. Кăвак куçлăскер, питĕ хӳхĕм каччăччĕ. Ăна эпĕ ял çеремĕ çинчи каçхи вăйăра та, Çимĕкре, Кĕрхи сăра уявĕсенче, улахсенче те пĕр хутчен мар курнă. Шел, унăн кун-çулĕ вăхăтсăр, сарăмсăр татăлчĕ. Ку 1947 çулта пулчĕ. Яра куна суха туса ывăннă хыççăн смена улшăннă вăхăтра Аркади суха касси хĕррине выртса çывăрнă. Каç пулттипе тракторисчĕ ăна асăрхаман, таптаса кайнă.
Аркадие юлашки çула ăсатма пĕтĕм ял халăхĕ пухăнчĕ. Пытарасса ăна Крахьяна аппан тăван ялне, кӳршĕри Çĕнĕ Улхаш масарне, Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илеймен манăн кукамай вилтăприпе юнашарах пытартăмăр. Çапла сарăмсăр вĕçленчĕ телейсĕр вăрçă ачин хурлăхлă кун-çулĕ.
“Инкек пĕччен килмест,” - теççĕ. Турă çапла çырнă темелле-и? Хăйĕн айăпĕпе çула çитмен çамрăк пурнăçне татнă тракторист пĕр хушă ухмаха тухса асапланчĕ. Сипленнĕ хыççăн вăл каллех трактор рулĕ умне ларнăччĕ. Кĕтмен çĕртен аварие лексе хăй пӳкле вилчĕ. Куннехинче сĕм çĕрле тарăн вар кĕперĕ урлă каçнă чух тракторĕ-мĕнĕпе çырмана чăмнă.
Тăван яла каймассерен Аркадин пурнăçланайман мал ĕмĕтлĕ çутă сăнарĕ ман куç умне çаплах чĕррĕн тухса тăрать, унăн синкер шăпи хăварнă чĕре суранĕ тепĕр хут хускалса сурма пуçлать.
Аслă Нагаткин.
 
2011 çул.
 
: 1002, Хаçат: 4 (1148), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: