Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 16-17-мĕш номерсенче.)
 
Киштекри вăйă карти
Кайран, сакăрвуннăмĕш çулсенче, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Киштек ялĕ патĕнче чăвашсен вăйă картине ăнсăртран курса савăнтăм. Ăна çил арманĕ хыçне пытанса каçхи вун пĕр сехетрен пуçласа ирхи виççĕччен пăхса тăтăм. Ун чухне эпĕ çуллахи вăрман витĕр лашапа ларса пыраттăм.
Çамрăксем икĕ рете (пĕри пысăкрах, тепри пĕчĕкрех) хире-хирĕç тăнă та çирĕп йĕркене пăхмасăр хӳхĕммĕн, хастаррăн юрласа пĕр-пĕрин патне утса пыраççĕ, рет витĕр тухаççĕ те каллех малтанхи вырăна таврăнаççĕ. Унтан татах пĕр-пĕрне хирĕç утаççĕ. Питĕ ăста юрлаççĕ, ташши те чаплă. Çак илеме курсан мана хамăн ачалăхăм аса килчĕ те, куçăмран куççуль тухрĕ. Çавăнпа савăнăçлă вăйă-кулă пĕтессе кĕтмесĕрех киле ларса кайрăм.
Ача чухне илтнĕ чăваш юррисем чылайăшĕ хăйне евĕр. Ташши – яланах илемлĕ ӳкерчĕк. Унта вырăс юррисенче тăтăш тĕл пулакан уйрăм çын пăшăрханăвĕ çук. Чăваш кĕввисем чуна тыткăнлаççĕ. Вĕсем пурте – чăваш поэзийĕн ятарласа хатĕрленмесĕр хывнă тĕслĕхĕсем. Чăваш юррисенче тирпейсĕрлĕх, сĕмсĕрлĕх, намăс-симĕслĕх пачах çук. Кунта вараланман таса кăмăл лайăх палăрать.
 
ПĂРĂНТĂКРА
 
Шкула леçрĕç
Кĕçех тăван ялти ирĕк пурнăç вĕçленчĕ. 1856 çулта мана Пăрăнтăк ялĕнчи удел шкулне леçрĕç. Ку вăл авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пулчĕ. Астăватăп, вăл çулхине юр ирех ӳкнĕччĕ. Шкула хирте ĕçленĕ çĕртенех, вунпӳччĕ (вунпӳ – десятский, вунă килтен суйласа лартнă хресчен, ялти йĕркелĕхе сăнаса тăраканăн пулăшаканĕ) пулас, илсе кайрĕ. Пăрăнтăка мана усрава илнĕ аттем Якур-Энтри Пахомов леçрĕ. Малтанлăха эпĕ унăн тăванĕсем – удел хресчен чăвашĕсем – патĕнче пурăнтăм. Шкула вĕренме кĕме нимĕн те хатĕрленменччĕ.
 
Пăрăнтăк ялĕ
Пăрăнтăк ялĕ Сĕве хĕрринче ларать. Эпĕ ача чухне унта ик çĕр киле яхăнччĕ. Ялăн икĕ вĕçчĕ: пĕринче вырăссем, тепринче чăвашсем пурăнатчĕç. Пĕчĕк чиркӳ пурччĕ. Ӳссе çитсен эпĕ Пăрăнтăка, Кушкă ялне – тăван кĕтесе – килнĕ чухнехи кăмăлпа мар пулин те, хаваспах кĕреттĕм. Кушкăран куççульпе уйрăлаттăм, Пăрăнтăкран – тунсăхпа. Маншăн кунта Сĕве шывĕ чуна çывăхчĕ: унта эпĕ ракпа пулă тытма çӳренĕ, леш енчи хăвалăхра уçăлса хавасланнă.
Эпĕ ача чухне ку ял çумĕнче вăрман çукчĕ. Сĕвен тепĕр çыранĕнче тĕм-тĕм йывăçчĕ, вăл урăх ялăнччĕ, пĕр-пĕрин патне юхан шыв урлă тунă пысăк арман пĕви тăрăх каçса çӳретчĕç. Леш енче тусем çĕкленсе каятчĕç, унта чăвашсем Акатуй ăмăртăвĕсене ирттеретчĕç, вырăссем Троица уявлама тухатчĕç.
Пăрăнтăк малтан чăваш ялĕ пулнă, кайран кунта вырăссем куçса килме тытăннă. Эпĕ пурăнма пуçланă çуртри Мушкеевсен несĕлĕсем те Пăрăнтăка çĕр алă çул каялла куçса килнĕ.
Вырăспа чăваш çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатчĕç. Мушкеевсен кил-йышĕн хуçи Гаврила чăвашсене вырăссенчен ним чухлĕ те уйăрса пăхмастчĕ.
Мана усранăшăн Пахомовсем вĕсене укçа тӳлемен, уйăхсерен пăтшар çăнăх та кĕрпе парса тăратчĕç. Унсăр пуçне хваттерти ачасен ашшĕ-амăшĕ хуçисене мĕнпе те пулин пулăшатчĕ.
 
Икĕ хут асап
Малтанхи çулталăкăн иккĕмĕш çурринче мана вырăс кил-йышне, Сидор удел хресченĕ патне, вырнаçтарчĕç. Унта эпĕ икĕ уйăх пек пурăнтăм. Апла пулин те çавăн чухнехи икĕ ĕçе лайăх астăватăп.
1856 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ чечче чирĕпе хытă чирлесе ӳкрĕм. Мана килти им-çампа эмеллерĕç. Кĕçĕтсе тăракан чечче тăррисене сăтăркаласа татасран аллăмсене çĕтĕкпе чĕркенине астăватăп. Чирпе аптăранă вăхăтра мана Сидор хăй пĕтĕм кил-йышĕпе питĕ шеллесе пăхатчĕç. Эпĕ ултă эрнене яхăн чирлесе выртрăм. Сывалма тытăнсан чир иртиччен вăхăтлăха Пахомовсем килсе илсе кайрĕç.
Сидорсем патĕнче пурăннă чухне çӳллĕ сентре çинче выртса тăраттăм. Унта кăмака çинчен улăхмаллаччĕ. Сентрепе кăмака хушшинче пушă вырăн пурччĕ.
Пĕрре, 1857 çулхи пуш уйăхĕнче çĕрле çаврăнса выртнă чухне, сентре çинчен персе антăм та пуçăма кăмака çумĕнчи лаххан хĕррине хытă лектертĕм. Пуç шăмми миме таранах шăтнă та, эпĕ тăна çухатнă. Тăна кĕреймесĕр виçĕ куна яхăн выртнă. Кăшт юсансан мана каллех Пахомовсем Кушка илсе кайрĕç.
Çапла икĕ хут чирленине пула малтанхи çул манăн шкулта сахал вĕренме тиврĕ.
 
Пĕр кĕрепенкке чечек чейĕ
Пахомовсем мана Пăрăнтăкри шкултан хăйсем патне каникула, Раштавра, Мăнкунта илсе каятчĕс, каялла лашапах леçсе яратчĕç. Ун чухне манăн çул çинче кашнинчех ăш пăтранатчĕ. Ку вăл шкула каяс умĕн пиçсе çитмен апат нумай çисе тултарнăран е хĕлле ытла ăшă, пуç çинченех тумлантарнăран килетчĕ-и тен.
Мана Пăрăнтăк шкулне вĕренме ярсан суккăр старик, Паххум асатте, хăйне ертсе çӳреме хăнăхса çитнĕ çынсăр юлчĕ. Çавăнпа ватăскер Баратынский пупăн кăмăлне çавăрма шутларĕ: ăна кучченеçлĕх тесе Теччĕрен тенкĕ те алă пуспа пĕр кĕрепенкке чечек чейĕ илсе кайрĕ. Çапла вăл мана шкултан хăтарасшăн пулчĕ. Çитменнине, эпĕ ахаль те малтанхи çулне чир-чĕре (чеччене, пуçа ыраттарнине) пула ăнăçлах вĕренеймерĕм. Баратынский. паллах, кучченеçе илмерĕ, асатте хутне те кĕмерĕ.
 
Шкулти пурнăç
Пăрăнтăкри шкул ачисем харпăр хăй тум-юмĕпе, çăпатапа çӳретчĕç. Манăн атă çукчĕ. 1858 е 1859 çулхине шкул ачисем валли пуçлăхсем килнĕ чухне тăхăнма тесе пĕр пек тумтир çĕлетме хушнине лайăх астăватăп. Укçине килтисен тӳлемеллеччĕ.
Эпĕ виççĕмĕш е тăваттăмĕш çул вĕреннĕ чухне хама лайăх енчен кăтартнăран тата лайăх вĕренекен тесе мана шкулта ачасенчен чи асли туса хучĕç. (Вĕренсе тухакансенчен те эпĕ чи маттурри пултăм.)
Шкул мана мĕне вĕрентрĕ-ха? Эпĕ пĕчĕкренех ăна-кăна лайăх астуса юлаттăм, хăвăрт тавçăрса илеттĕм. Çавăнпа шкул мана такăнмасăр пĕр тикĕс вулама хăнăхтарчĕ. Анчах хам вуланине нумайăшне пачах та ăнланмастăмччĕ. Арифметикăпа тăватă тĕрлĕ шутлама лайăх вĕренсе çитрĕм. Шкула тав туса аса илмелли манăн урăх нимĕн те çук.
Вĕреннĕ чухне лайăхрах çитернипе сывлăхăм самайланчĕ. Çапах та ку пачах шкул кӳнĕ ырлăх марччĕ. Эпĕ вырăссем – Мушкеевсем – патĕнче пурăнаттăм та, вĕсем мана Пахомовсенчен лайăхрах усратчĕç.
 
Шкулти йĕрке
Шкулта куллен икĕ тапхăр вĕренеттĕмĕр: ирхине сакăр сехетрен тытăнса вун иккĕччен тата кăнтăрла иртсен иккĕрен пуçласа тăваттăччен. Хамăрпа хурăнташлă чăвашсем патĕнче эпĕ икĕ уйăха яхăн çеç пурăнтăм, унтан ытла мар. Вырăсла вĕрентĕр тесе мана вырăс кил-йышне куçарчĕç (эпĕ унччен чăвашла кăна калаçнă). Шкулта ятарлă учитель çукчĕ. Вырăнти шкул пуçлăхĕ – Алексей Иванович Баратынский пупчĕ. Унччен маларах кăштах ăс пухнă аслăрах класри ачасем пуп кăтартса пынипе пире, нимĕн те пĕлменскерсене, пĕлӳ паратчĕç. Кунта ачасен аталанăвне, урокри тăрăшулăхне, ӳсĕмне кура тăваттăран пуçласа ултă çул таран вĕрентетчĕç. Вĕренекенсен йышĕнче çурри ытла чăваш пулин те пур урок та вырăсла иртетчĕ. Ачасем вара шкула çӳреме тытăннă чухне ман пекех пĕр-пĕр темăна ăша хывма çав тери йывăрччĕ.
Чи кĕçĕн класа сакăр çулта илетчĕç, унта тăххăртисем те лекетчĕç. Материала мĕн таран асра тытса юлма пултарнине кура пĕтĕм ача йышне тăватă ушкăна уйăратчĕç.
Юлхавлансан, ашкăнсан хулăпа çаптаратчĕç. Пĕррехинче Баратынский пуп урока хатĕрленменшĕн мана та лектерчĕ: хулăпа ултă-çичĕ хутчен çапрĕç. Хытах ыратмарĕ пулин те питĕ аван марччĕ. Ыттисене ытларах çапатчĕç.
 
Хĕр ачасен уйрăмĕ
Шкулта арçын ачасемпе хĕр ачасен пĕрле вĕренмеллеччĕ. Вĕсен уйрăмĕсене коридор уйăрса тăратчĕ. Хĕр ачасен класĕнче вĕренекенсене пĕр хĕрарăм сăнакаласа тăратчĕ пулас. Унта вырăнти хресченсен, уйрăмах вырăссен, хĕрĕсем пĕлӳ пухатчĕç. Вĕсене арçын ачасенчен сахалтарах вĕрентес тесе тимлетчĕç. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕр ачасем тăван килĕсене таврăнатчĕç, каярах вĕсенчен хăшĕ-пĕри çеç акушеркăна тухатчĕ. Хĕр ачасене вĕрентесси çаплах йăлана кĕреймерĕ, шкул историйĕнче ним чухлĕ те паллă йĕр хăвараймарĕ.
 
Хут çĕленпе каюра
Шкулта эпĕ ыттисемпе питех хутшăнмастăмччĕ, пурте пĕрле вылякан вăйăсене явăçмастăмччĕ. Ял хыçĕнче хут çĕлен вĕçтерме юрататтăм. Тата пĕррехинче эпĕ юлташсемпе пĕрле каюрана шăтăкран чавса кăларма хăтланнине астăватăп. Тем чул тăрăшсан та эпир ăна тытаймарăмăр.
 
Шкул тулашĕнче
Шкул тулашĕнчи пурнăçăм пирки эпĕ çакна калама тивĕçлĕ: унчченхи пекех хам ӳсĕмри ачасен вăййи-куллине хутшăнман пулсан та кунта манăн йăпанчăкăм тупăнатчĕ.
Мушкеевсен çурчĕ Сĕве хĕрринчехчĕ. Сĕвене эпĕ тăтăшах пулăпа рак тытма çӳреттĕм. Раксем çыртнăран алă пӳрнисем суранланса каятчĕç. Çут çанталăка юрататтăм, çывăхри хăвалăхра уçăлса çӳреме кăмăллаттăм.
Тăван кĕтесĕм – Кушкă ялĕ – çывăх пулни мана çуралнă вырăна тата тăван-пĕлĕше час-час çитсе курма май паратчĕ. Ун чухне вара Якур-Энтри Пахомов сайра хутра эпĕ шкулта мĕнле вĕренни çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Анчах эпĕ унăн кăмăлне йӳнеçтерме пултараймастăмччĕ е пачах та пĕлместĕмччĕ. Ку вăл чи малтан эпĕ вĕренӳри ĕçсем çинчен çыхăнуллăн ăнлантарса калама пултарайманран килетчĕ. Шкулта эпĕ вырăссен пурнăçне хăнăха пуçланăччĕ, вăл вара чăваш пурнăçĕнчи йăла-йĕркерен чылай уйрăлса тăратчĕ. Çавăнпа та тăван мар атте эпĕ каласа панине тăтăшах ăнланса илейместчĕ. Çитменнине, эпĕ вĕренсе пыракан ăнлавсене ахаль хресчен ăша хываймастчĕ. Энтри Пахомова çакă кăмăлсăр хăваратчĕ, вăл вара шалтах аптăраса ӳкетчĕ.
Вĕренекенсене шкулта вырăсла çеç калаçма, кĕлтума хушатчĕç, анчах чăваш ачисене пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе хутшăнма чармастчĕç. Вара эпĕ хамăн тусăмпа, Игнатий Ивановпа, хаваслах мар хыпарсене сӳтсе яваттăм.
Иван ЯКОВЛЕВ.
(Геннадий ЮМАРТ куçарнă.)
(Малалли пулать.)
 
: 1252, Хаçат: 18 (1110), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: