Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов Ульяновск хула Думин депутачĕсен ларăвне хутшăннă. Хула пуçлăхне тӳреммĕн суйламалли ыйтăва пăхса тухма ĕç ушкăнĕ йĕркелеме сĕннĕ.
-Юлашки вăхăтра политикăра пулса иртекен пулăмсем халăх активлăхĕ ӳснине, çынсем пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă çĕре хутшăнасшăн пулнине çирĕплетеççĕ. Хула пуçлăхне çынсем хăйсем суйласшăн пулсан – вĕсен çавăн пек ирĕк пулмалла тесе шутлатăп. Ĕç ушкăнĕ çак ыйтăва халăхпа калаçса татса парĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Аса илтеретпĕр, хальхи Ульяновск Уставĕпе хула пуçлăхне депутатсем суйлаççĕ.
Сергей Морозов çаплах депутатсене хула бюджетне улшăнусем кĕртнĕшĕн тав тунă. Кĕпĕрнаттăр çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт комитетĕнчен 209 миллион тенкĕ илсе сахал тупăшлă çемьесене пулăшма, ачасене шкулта апатлантарнă çĕре, «Развитие доступного школьного образования», «Школьные окна» программăсене пурнăçлама, вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме тата ытти социаллă ыйтусене татса пама янă.
 
: 872, Хаçат: 5 (1149), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: