Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЮМАХА ЧĂНА ÇАВĂРАÇÇĔ
 
Ăçта тетĕр-и? Чăнлă районĕнчи сĕте ĕçе кĕртекен «Содружество» ял хуçалăх кооперативĕнче. Ăна 2007 çулта йĕркелесе яраканĕ тата паянччен ертсе пыраканĕ – Сергей Петрович Петров. «Содружество» Чăнлă районĕнче харпăр хуçалăхне тытса тăракан кооператив членĕсенчен сĕт пуçтарса ăна ĕçе кĕртет. Ăна 2010-2011 çулсенче сĕт продукцин сутнă калăпăшне шута илсе «Лучший кооператив года» хисеплĕ ят панă.
 
ПЕТРОВСЕМ
Кĕсел çыранлă сĕт çырмисене пăхăнтарса юмаха чăна çавăракан кооператив вăрттăнлăхĕсене уçса париччен вулакансене унăн пуçлăхĕпе паллаштарни вырăнлă пулĕ. Çĕнĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан Мария Васильевна (Ульяновск патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухса «Заря» хуçалăхра тĕп экономистра вăй хунă) тата Пётр Данилович (мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен газ оборудованин слесарĕнче ĕçленĕ) Петровсем пилĕк ывăл çуратса ӳстернĕ: Сергей; Александр (Ульяновск патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, Ульяновскри пĕр предприятин транспорт уйрăмĕн пуçлăхĕ); Владимир (Ульяновскра пурăнать, строитель); Алексей (Ульяновск патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, Ульяновск облаçĕнчи судпа айăпланине пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан федераллă служба управленин тытăмĕн капитанĕ); Вячеслав (Ульяновск патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă та «Содружество» кооперативра сĕт йышăнакан цехра асли пулса вăй хурать).
Сергей – асли – ял шкулĕнче ултă класс çеç пĕтерме ĕлкерет, Петровсем Ульяновска куçса килеççĕ. Вăл 69-мĕш шкултан лайăх тата питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать.
1990-1992 çулсенче çĕршыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçлать – Атăлçи çар округĕнче çыхăну чаçĕнче пулать.
Салтакран таврăнсан – 1992-1997 çулсенче – Ульяновск ял хуçалăх институчĕн экономика факультетĕнче ял хуçалăх производствин экономистне вĕренет. Пушă вăхăтра – каçхине – хуралçăра ĕçлесе вак-тĕвеке саплаштармашкăн укçа тăвать.
Вĕренсе пĕтерсен – 1997 çулта – Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен управленийĕнче экономика преступленийĕсен уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнать. Унта 2000 çулччен вăй хурса аслă лейтенант званине тивĕçет.
Çав вăхăтра – 1998 çулта – çул çитмен вăхăтрах туслă пулнă Çĕнĕ Улхаш пикипе Зинăпа çемье çавăрать.
1999 çулта вĕсен пĕрремĕш ывăлĕ – Даниил – çуралать (паян 6-мĕш класра вĕренет). Сăмах май, Петровсен тата виçĕ ывăл çут тĕнчене килет: Кирилл (5-мĕш класра вĕренет); Владимир тата Семён (шкул çулне çитмен-ха).
2000 çултанпа Сергей Петрович Петров «Заря» ял хуçалăх кооперативĕнче амăш ĕçне малалла тăсать.
2003 çулта С.П.Петров услам ĕçне пуçарса ярса пĕрремĕш лавкка уçать. Çав çулах Ульяновскри сĕт завочĕн директорĕпе калаçса татăлса унран 50 сĕт фляги, сĕт турттаракан машина тара илет. Кооператив чăмăртаса, хăй тавра пĕр шухăшлă çынсене пуçтарса Улхаш тата Тимĕрçен тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенче сĕт пуçтарма тытăнать.
2007 çулта Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра «Содружество» ял хуçалăх кооперативĕ чăмăртанать.
 
ТĔРĔС ÇУЛПА
Кооперативăн шăпипе унăн председателĕ Сергей Петрович Петров паллаштарать.
– Кооператив членĕсем пурĕ 1576 çын. Вăй хуракансен йышĕ– 43 ĕçчен. Йышăнакан тата сивĕтекен вырăна куллен тенĕ пек 20 тоннăна яхăн сĕт килсе тăрать. Унта сĕт пахалăхне «Лактан» ятлă анализаторпа тĕрĕслеççĕ. Оборудовани сĕтре мĕн чухлĕ çу, шыв тата типĕ сĕлтĕрки (остаток) пулнине тĕрĕслеме май парать.
«Содружество» облаçăн «Развитие малых форм хозяйствования на селе в 2010-2012 годах» ятарлă программине хутшăнать. Çак программăпа кооператив членĕсем панă кашни литр сĕтшĕн область бюджетĕнчен 3 тенкĕ субсиди илсе тăраççĕ (пурĕ мĕн чухлĕ сĕт панишĕн укçа илнине шута илмесĕр).
Программа шайĕнче «Симбирская деревенька» суту-илӳ марки çирĕпленчĕ. Çак маркăпа «Содружество» сĕт, çу, хăйма, кефир тата ытти продукци кăларать. Пирĕн продукцие облаçри пур районсенче те туянма пулать.
2010 типĕ çулта облаçри мăйракаллă шултра выльăх апатсăр нушаланчĕ темелле, анчах «Содружество» кооператив членĕсен хушма хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх апатсăр юлмарĕ. 2011 çулта та 115 гектар пĕр çул ӳсекен курăксем акса хăвартăмăр.
Кооператив членĕн тӳлев укçи пысăк мар – 10 тенкĕ кăна. Паллах, ку укçапа хуçалăха аталантарма йывăр. Анчах кооператив тытăнса тăрать-ха. Тытăнса тăрать кăна мар, облаçра чи аванни шутланать. Пирĕн пеккисем регионра çирĕм улттă. Паян эпир Чăнлă районĕнчи 20 ялта сĕт пуçтаратпăр. Çакăн пек ĕç илсе пыни Чăнлă районĕнче хушма хуçалăх тытса тăракансемшĕн те, кооператившăн та меллĕ.
Эпир тăван предприятие тата çӳллĕрех шая çĕклессишĕн тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе Аслă Нагаткинри сĕт заводне тара илтĕмĕр. Унта хальхи вăхăтра талăкра 11 тонна сĕт ĕçе кĕрут. План тăрăх, çак кăтартăва 20 тоннăна çитересси.
Кооператив «Агропромпапрк» пĕрлĕхпе пĕр шухăшлă пулса хăйĕн ĕçне йĕркелесшĕн: лавккасем уçса «Симбирская деревенька» маркăллă сĕт продукцийĕ сутасшăн. Кунсăр пуçне кооператив таварне облаçра иртекен ял хуçалăх ярмăрккисенче те туянма пулать, хăй те унта хастар хутшăнать.
«Содружество» малалла ялсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ ӳссе пынипе анчах аталанма пултарать. Пĕр çул ӳсекен курăксем акатпăр, пухса илнĕ утта кооператив членĕсем те хăйхаклăх шайĕпе туянма пултараççĕ.
Тăрăшса ĕçлекенсем çинчен те ырăпа асăнас килет: Çĕнĕ Улхашри йышăну вырăнĕн маçтăрĕ Вячеслав Петров, «Содружествăн» тĕп бухгалтерĕ Юрий Садюхин, Рушания Жамалетдинова лаборанткăпа Лидия Терновская аппаратчица тата ыттисем.
Куллен усă курмалли техникăсăр та май çук. Предприятин тара илнĕ тăхăр автомобиль, сĕт турттараканни кăна – виççĕ.
Штатра – юристсем, бухгалтерсем, йышăну вырăнĕн маçтăрĕсем, производство директорĕ, икĕ лаборант, водительсем, механиксем. Вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 8 пин тенкĕпе танлашать. Ăна вăхăтра парса тăратпăр.
Тĕрĕс, çуллахи тапхăрта, сĕт нумайрах пуçтарнă вăхăтра, тӳлев каярах юлса пурнăçланни те пулкалать. Ун пек чухне те йывăрлăхран тухма тĕрлĕ майсем шыраса тупатпăр. Кооператив членĕсем умĕнче нихăçан та парăмра пулмалла маррине туйса ĕçлеме тăрăшатпăр. Облаçăн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин каланă тăрăх, паян ялсене çав тери «вăрăм укçа» (нумай вăхăт тӳлесе тăмалли кредит) кирлĕ. Çак тĕллевпе облаçра услам аталанăвне пулăшмалли фондсем йĕркеленĕ. «Содружествăшăн» аталанма тепĕр меллĕ çул уçăлнă. Апла пулсан кооперативăн кĕсел çыранлă сĕт çырмисемпе малашне те пуянланса аталанма май пур.
 
ХЫÇСĂМАХ
Çапла юмаха чăна çавăрса тĕрĕс çулпа утать Сергей Петрович Петров ертсе пыракан «Содружество» кооператив. Çак çул çине ертӳçĕ шкулта тата институрта вĕреннĕ чухнех аслашшĕ, ашшĕ-амăшĕ пилĕсене ăша хывса тăнă. Унран кĕçĕн шăллĕ те юлман, тетĕшĕпе пĕрле услам çулне якатать. Тĕпренчĕкĕсем, тăватă ывăлĕ, тен, ашшĕпе юнашар тăрĕç. Çапла пулмалла та, ашшĕ-амăш тĕслĕхĕ ачисемшĕн – сăваплă япала.
 
Чăнлă районĕ,
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 1032, Хаçат: 5 (1149), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: