Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри Саккунсем кăларакан Пуху ларăвĕнче “О мерах поддержки творческих работников» саккуна улшăнусем кĕртнĕ, пушар хăрушсăрлăх тытăмĕн сотрудникĕсене пулăшу парас енĕпе тăратнă саккун проектне ырланă.
Ларăва Игорь Тихонов ертсе пынă. Унта Ростислав Эдварс, Николай Ягодин, Расих Гатауллин тата Алексей Куринный депутатсем хутшăннă.
Пĕрремĕш ыйту – «Ветеран творческой профессии» ята тивĕçлисен шутне тата вĕсене уйăракан укçа калăпăшне ӳстересси. Малашне «халăх» ячĕллисене уйăхсерен тата 5000 тенкĕ хушса тӳлеме палăртнă, «тава тивĕçлисене» — 3000 тенкĕ, «хисеплĕ» ятлисене – 1000 тенкĕ. Саккунăн тĕрлĕ енĕсене шута илсе ăна çитес вăхăтрах çирĕплетĕç. Йывăрлăхсем сиксе тухсан вĕсене çийĕнчех татса пама ĕç комиссийĕ йĕркеленмелле.
Иккĕмĕш ыйту — регионри пушар хăрушсăрлăх ĕçĕнче вăй хуракансен пенсийĕ пирки. Вĕсене халĕ федераллă шайрисенни пек сроксăр пенси тӳлемеççĕ. Çĕнĕ саккун тăрăх кашни сотрудник: арçын — 55 çул, хĕрарăм— 50 çул тултарсан, çак службăра — 25 çул, Ульяновск облаçĕнче – 6 çул ĕçленĕ пулсан уйăхсерен 3500 тенкĕ илсе тăрĕ. Çак çăмăллăха аварипе çăлав службинче вăй хуракансем те тивĕçĕç. Облаçĕпе çак хушма тӳлевпе 845 çын усă курĕ.
Депутатсен шучĕпе, çĕнĕ саккун асăннă тытăма çамрăксене илĕртме тивĕç.
 
Водительсен ĕçĕ çăмăлланĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «О техническом осмотре транспортных средств и о внесении изменений в отдельные законодательные акты РФ» федераллă саккунри улшăнусене сӳтсе явнă. Специалистсем водительсен умне тухса тăракан çивĕч ыйтусене çĕкленĕ.
-Çулсем çинче машинасен шучĕ çулсерен ӳссе пынипе çĕнĕ саккунăн кашни йĕркине тĕплĕн тишкерес пулать. Техника тĕрĕслевне ирттерес ĕçе çăмăллатмалли майсем шырамалла, уйрăмах çăмăллăхпа усă куракансенне (льготниксем), экспертсене вĕрентессине йĕркелемелле, çак ĕçе УлПТУ пурнăçлама пултарать. Усламçăсене техникăна пăхс тăракан станцисем уçма хистемелле, конкуренци пулсан ĕç пахалăхĕ те ӳсĕ,- тенĕ кĕпĕрнаттăр.
 
ПЕНСИ КАЛĂПĂШĔ ӲСЕТ
РФ Правительствин 2012 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе нарăсăн 1-мĕшĕнчен ватăлăхпа, сусăрлăхпа тата пăхса пурăнакан çуккипе паракан ĕç пенсин калăпăшĕ 7 процент ӳсет.
Ульяновск облаçĕнче 360,1 пин пенсионер çак кунран тытăнса нумайрах пенси илме тытăнĕ.
Ульяновск пенсионерĕсен укçин калăпăшĕ вăтамран 540 тенкĕ ӳсмелле.
РФ Ульяновск облаçĕнчи Пенси фончĕ укçа калăпăшĕ ӳснине пула 190 млн тенкĕлĕх тăкакланĕ.
2012 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсин вăтам калăпăшĕ Ульяновск облаçĕнче 8379 тенкĕ те 58 пуспа танлашмалла.
2012 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси укçин калăпăшĕ тата ӳсмелле.
 
: 814, Хаçат: 5 (1149), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: