Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВЛАДИМИР ПУТИН – НАЦИ ПОЛИТИКИ ÇИНЧЕН
 
Премьер-министр хăйĕн наци ыйтăвĕпе çыхăннă программăллă статйине «Независимая газета» хаçатра пичетленĕ.
 
Правительство пуçлăхĕ наци политикине уçса парас ыйтăва тĕнчери лару-тăруран пуçлать. Ку ыйту чи пуян, аталаннă çĕршывсенче те çивĕч тăрать. Уйрăмах вăл халăхсем урăх çĕре е çĕршыва куçса кайнипе çыхăнса тăрать. Политикăра вăл «мультикультурализм» пулса тăрать. Анчах Путин шучĕпе, мультикультура проекчĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă, çавăнпа та пĕрешкел халăх ушкăнĕсен шайĕнче йĕркеленсе кайнă «наци патшалăхĕсен» моделĕ те хирĕçтăрăва кĕрсе ӳкме пултарать. «Ку Европăри тата тĕнчери нумай регионти çĕршывсемшĕн питĕ хăрушă пулăм», - тесе çырать премьер.
Правительство пуçлăхĕ Раççейри лару-тăру çине куçса: «Пирĕн çĕршыври лару-тăру пачах урăхла», - тесе çирĕплетет. Раççейри наципе миграци ыйтăвĕсем тӳреммĕнех Совет Союзĕ саланса кайнипе çыхăннă. Тĕнчери чи пысăх çĕршыв ĕмĕрсем хушши нумай нациллĕ патшалăх пулса аталанса пынă. «Вырăс «наци» моноэтника патшалăхĕ туса хурассине сарас пулăм пирĕн пин çуллă историе хирĕçлет. Ку вырăс халăхне тата унăн патшалăхне пĕтерсе хумалли чи кĕске çул», - тесе çырать.
Владимир Путин вырăс халăхĕ патшалăха чăмăртаса тăнине, çĕршыври пур халăхсене те çыхăнтарса тăракан пĕтĕмĕшле культура тата пуянлăх тĕп вырăн йышăннине асăрхаттарать.
«Çак аталанура вĕрентӳ тытăмĕн вырăнĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах вырăс чĕлхи, вырăс литератури, çĕршыв историйĕ предметсем наци йăли-йĕркипе тата культурипе тачă çыхăнура пулмалла», - тесе çирĕплетет Путин. Вăл АПШ (США) опычĕпе усă курса тĕпчев ирттерсе, Раççей шкулĕсенчен вĕренсе тухакан валли 100 кĕнекерен тăракан спиок хатĕрлеме сĕнет. Вĕренсе тухакан вĕсене хăйшĕн вуламалла, пăхмасăр калама вĕренмелле мар.
Патшалăх политикинчи культура тытăмĕ гражданла патриотизма тĕпе хурса, телевидени, кино, Интернет çине тайăнса аталанса пымалла. «Никамăн та наципе тĕн пĕлтерĕшĕсене патшалăх саккунĕсенчен çӳллĕрех шая çĕклеме ирĕк çук. Çав вăхăтрах, саккунсем те наципе тĕн пĕлтерĕшĕсене шута илмелле», - асăрхаттарать правительство пуçлăхĕ.
Владимир Путин ĕçе пуçăнма çул уçса влаçăн федераллă органĕсенче наци аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлеме ятарлă тытăм йĕркелесе яма сĕнет. Вăл пĕрлехи орган пулса тăмалла, хăйĕн ĕçне çĕршыв президенчĕпе тата правительствипе тачă çыхăнса йĕркелесе пымалла.
Владимир Путин уйрăм пайра массăллă миграципе çыхăннă ыйтусене çутатса парать. Миграци йĕркисене тата регистраци нормисене пăсакансене уголовлă яваплăх тыттарма сĕнет. "Паллах, граждансен Конституципе çирĕплетнĕ прависене пăсмасăр, - çырать премьер, - тепĕр çултан миграци статусне илме тата тăсма вырăс чĕлхипе, Раççей историйĕпе, вырăс литературипе, пирĕн патшалăхăн никĕсĕпе тата правипе ятарлă экзамен тытмалла пулать…Наци политикинче ахальтен çеç пурнăçланă ĕçсем пулмалла мар. Унăн элеменчĕсем патшалăхпа общество пурнăçĕн пур енĕсенче те палăраççĕ: экономикăра, социалкăра, вĕрентӳ, тулти политика тытăмĕсенче. Раççее тăван çĕршыв тесе шутлакансемшĕн хăй патне туртакан, пуриншĕн те килĕшӳллĕ патшалăх модельне тумалла пирĕн", - пĕтĕмлетет премьер.
 
: 866, Хаçат: 5 (1149), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: