Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕллехи чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри – грипп. Кашни çул унăн эпидемийĕ пиншер çынна ураран ӳкерет. Тухтăрсем кăçал та çитес вăхăтрах чир региона çитет тесе асăрхаттараççĕ.
ОРВИ, ОРЗ чирĕсенчен грипп мĕнпе уйрăлса тăрать? Унăн паллисем мĕнле?
Грипп ерсен çыннăн ӳт температури хăвăрт хăпарать (39-40 градус таранччен), шăнтать, вăй пĕтет, куç çутăран хăрать, пуç, мышцăсем, шăмă сыпписем ыратаççĕ, пыр шыçать, ӳслĕк аптăратать.
Грипп хăрушă чир, мĕншĕн тесен тĕрĕс тата вăхăтра сиплемесен ӳпке шыççине, ринита, синусита, бронхита, отита куçма пултарать. Шала кайнă чирсене вăйлатать, чĕрепе юн тымарĕсен чирне ярать.
Çак паллăсем пулсан чирлĕ çынна уйрăм пӳлĕме вырнаçтармалла, уйрăм савăт-сапаран кăна ĕçтерсе çитермелле, тухтăра чĕнтермесĕр сипленмелле мар. Чирлĕ çыннăн вырăн çинче выртмалла, утса çӳреме, чире ура çинче ирттерме юрамасть.
1. Шĕвек ытларах ĕçмелле, талăкра 2 литртан кая мар. Шур çырли тата кĕтмел морсĕ, курăк чейĕ, шывпа лимон организма сиенлĕ япаласенчен хăтăлма пулăшĕç. Чирленĕ вăхăтра шыва лимон сĕткенĕпе хутăштарса клизма туни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2. Антибиотиксем, сульфаниламид препарачĕсене ĕçмелле мар, вĕсене пула иммун тытăмĕ пушшех хавшама пултарать. Чир шала кайма тытăнсан тин тухтăр антибиотиксем çырса парать.
3. Грипран сыхланса та, чирлесен те С витамин ĕçмелле, лимон çимелле.
4. Прививка тутармалла.
5. Эрехпе сипленмелле мар. Эрех чир ересрен сыхлать тени йăнăш. Вирус 40 градуслă шĕвекрен хăрамасть, анчах тăтăшах эрехпе «профилактика» туни иммунитета чакарать.
6. Урана вĕри шывра тытма юрамасть. Ӳт температури ӳссен вĕри ваннăра выртасси е душ айне тăрасси пирки манмалла, мĕншĕн тесен чĕрене йывăр килет.
7. Гриппа чирлесен кирек мĕнле пулсан та больничнăй илмелле. Пĕр эрнерен кая мар килте лармалла. Сăлтавĕ: ыттисене чир ертесрен тата чир шала каясран.
8. Сăра компресĕ пулăшать. Пыр ыратсан спирт компресĕ мăй ӳтне çатăртаттарать, кĕçтеттерет. Сăра компресĕ апла мар. Пĕр стакан сăрана 30 градус таран ăшăтмалла, 1 чей кашăкĕ пыл хушмала, пăтратмалла. Сăрапа салфеткăсене йĕпетсе мăй çине хумалла, ăшă шарфпа çавăрса хумалла.
Паллах, гриппа чирлесе ирттериччен унран сыхлансан аванрах. Çавăнпа та грипп эпидемийĕ вăхăтĕнче халăх нумай пухăнакан çĕрте çӳремелле мар, килте чирлĕ çын пулсан çăварпа сăмсана марльăпа хупламалла. Ӳсĕрекен, апчху тăвакан çынпа калаçнă хыççăн пыра апат соди хушнă шывпа чӳхемелле. Чир-чĕртен сыхланмалли авалхи мелсене те ан манăр, ыхра тата сухан ытларах çийĕр.
 
: 856, Хаçат: 5 (1149), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: