Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн юлашки кунĕсенче Ульяновск облаçне туса хунăранпа 69 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура керменĕнче вырăнти администрацинчи культура уйрăмĕ (пуçлăхĕ Л.В.Хохлова) Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен «Карусель» культура фестивальне йĕркеленĕ.
Уява пирĕн тăрăхра туслă пурăнакан халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Вырăссен «Симбирские беседы» (Çĕнĕ Ульяновскри ансамбль), тутарсен – «Чак-чак» (Тутар культура центрĕн ансамблĕ), чăвашсен «Шанăç» (Аслă Нагаткинти В. Тарават ертсе пыракан ушкăн) тата «Огоньки» (С. Чернова ертсе пыракан Чăваш культура центрĕн ташă ушкăнĕ), облаçри филармони солисчĕ Владимир Сакмарёв, Зоя Михайловна Рейтер ертсе пыракан чăваш чĕлхипе культурин «Чĕкеç» клуба çӳрекен Ксения Аюгинапа Виктория Ильдиярова (илемлĕ сăвăсем каланă) куракансене чăннипех хавхалантарнă. Икĕ сехет ытла тăсăлнă концерта Екатерина Болтунова йĕркелесе пынă.
-Куракансем уйрăмах чăваш ансамблĕсен юрри-ташшине кăмăллăн йышăнчĕç. Валентина Тарават хăйĕн сăввине вырăсла каласа пачĕ. Пурне те килĕшрĕ. Çаплах пултарулăх ушкăнĕсем пирĕн Культура çуртĕнче вырнаçнă музейра пулса курчĕç. Валентина Тарават çаплах хăйĕн кĕнекисене музея тата ача-пăча вулавăшне парнелесе хăварчĕ, - каласа пачĕ Зоя Рейтер.
Хăнасене Анастасия Маркеловна Шашкина вĕретсе пынă кăпăклă сăрапа, кукăль-пӳремечпе хăналанă.
 
: 967, Хаçат: 5 (1149), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: