Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Покровски ялĕнчи шкул таврашĕнче тӳрех икĕ вулавăш вырнаçнă – шкулăн тата ялăн. Ял вулавăшĕнче 25 çул ĕнтĕ Нина Николаевна Данилова ĕçлет. Кĕнеке илме килекен кашни çын ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшать вăл. Фонд пĕчĕк мар – 11 пин кĕнеке, вĕсенчен 260-шĕ – чăвашла çырнă илемлĕ литература.
 
Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккавар хĕрĕ мĕн ачаран вулавăша чупнă, тĕрлĕрен кĕнеке вулама юратнă, анчах хăçан та пулин хăй библиотекарь пуласса ĕмĕтленмен.
1970 çулта Элшел ялĕнче вунă класс пĕтернĕ хыççăн вăл Пăвари веттехникума вĕренме кĕрет. Виçĕ çултан алла диплом илнĕ хĕре направленипе Мензелинск хулине яраççĕ. Çакăнта хăй пекех ветеринарта ĕçлекен каччăпа Юрий Александровичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр тăватă çул пĕрле ĕçленĕ хыççăн çуралнă тăрăхалла куçма шутлать. Ĕç шыраса вара мăшăрĕ Покровски ялне çитет.
-Эпĕ кунта 1978 çулта куçса килсен мăшăрăм осеменатора куçрĕ, ун вырăнне ветфельдшерта ĕçлеме пуçларăм. Ĕçе питĕ юрататтăм. 1986 çулта вара ял вулавăшĕнче ĕçлекен кирлĕ пулчĕ. Унчченхи библиотекарь Галина Николаевна Ильина шкула ĕçлеме куçрĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Вулавăш уçăлни 2011 çулта 45 çул пулчĕ. Çапла паллă датăна уявларăмăр, - каласа парать Нина Николаевна.
Хальхи вăхăтра çынсем вуламаççĕ, ачасене те вулама хăнăхтармаççĕ тенинче, паллах, тĕрĕслĕх пур. Анчах вулавăша çынсем пачах çӳремеççĕ тени те тĕрĕс мар. Покровскинче пурăнакан 511 çын час-часах тĕрлĕрен литературăпа паллашать. Аслăраххисене фантастика, илемлĕ литература кăмăла каять, пĕчĕкреххисене – юмахсем.
Ял вулавăшне çынсене туртакан тепĕр пулăм – унта йĕркеленнĕ “Волшебный клубок” клуб. Клуба Нина Николаевна хăй ал ĕçне юратнипе 1988 çултах йĕркеленĕ.
-Малтан 15 ача çӳретчĕ. Вĕсене чăлха йĕппине тытма, çыхма вĕрентрĕм. Пысăкланнă май хĕрсен пултарулăхĕ ӳсрĕ. Кайран вĕсем кĕнеке тăрăх фасонсемпе вязкăсем кăна килсе пăхма тытăнчĕç. Çак ачасен ал ĕçĕ ăнса пынине кура ыттисем клуба туртăнчĕç. Халь кунта тĕрлĕ çулсенчи çынсене тĕл пулма пулать. Хамăр ĕçсене эпир районти, облаçри куравсене тăрататпăр. Нина Михайловна Кузнецовапа Валентина Ивановна Унеркина та çав уявсене савăнсах хутшăнаççĕ, хăйсен ал ĕçĕсене кăтартаççĕ, - тет вăл.
Культура вучахĕсем ялсенче сӳнеççĕ-ши? Унта Нина Данилова пек чĕререн ĕçлекенсем пулсан – сӳнмеççĕ!
 
: 945, Хаçат: 5 (1149), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: