Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи Чӳрекелĕнче вĕренекен Мартăпа Алёна Волынщиковасен пысăках мар хайлавĕсене пирĕн хаçат страницисенче тăтăшах курма пулать. Марта 10-мĕш класра, Алёна 5-мĕшĕнче пĕлӳ илеççĕ. Ыттисен хушшинче анлă тавракурăмĕпе, тарăн пĕлĕвĕпе палăрса тăраççĕ.
Вĕсен тăрăх эпир шкул пурнăçĕ çинчен те, ял хутлăхĕнчи мероприятисем çинчен те пĕлсе тăратпăр. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Л.Ф. Ярославская тăрăшнипе «Канаш» хаçатпа кашни шкул ачиех çыхăну тытать темелле. Шкул ачисем тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне Марта Ульяновскри патшалăх педагогика педуниверситетĕнче «Музей и школа» темăпа доклад тунă, Мемцентрта иртнĕ наукăпа практика конференцине хутшăннă. Хăйсен шкулĕнчи ĕçсем çинчен, музей ачасемшĕн усăллă пулни çинчен тĕплĕн каласа панă. «Культурными не рождаются, а ими становятся» проектпа Марта Шупашкара та çитнĕ. Пултаруллă ачасене çул çӳреме амăшĕ Наталья Ивановна пулăшать. Хăй профессипе вĕрентӳçĕ пулнă май ачасене аталантарассине сахал мар тимлĕх уйăрать. Халĕ вăл услам ĕçĕпе аппаланать. Темле ĕçлĕ пулсан та Юрий Николаевичпа Наталья Ивановнашăн ачасен интересĕсем, вĕсен пуласлăхĕ чи малта.
 
: 921, Хаçат: 5 (1149), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: