Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи уй-хирте çурхи ĕçсем иртеççĕ. Çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 164,7 пин гектар çĕр лаптăкĕ çине çурхи культурăсем акнă. Ку палăртнă ĕçсен 31 проценчĕ.
Кĕпĕрнаттăр тата регион правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, куллен 35-38 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинче çурхи ĕçсем пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, Николаевка тата Çĕнĕ Спасск районĕсем ирхи çурхи культурăсене акас плана 113 тата 101 процент пурнăçланă. Çак районсем çурхи ĕçсене 73 тата 59 процент пурнăçланă ĕнтĕ.
Пĕтĕмĕшле облаçра çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 108,7 пин (39 процент) гектар çинче акнă: çурхи тулă – 35,3, пăри – 37,9, сĕлĕ – 15,8, пăрçа – 6,5 пин гектар.
Ăмăртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивĕ Майна тата Çинкĕл (46) районĕсем малта пыраççĕ.
Хĕвелçаврăнăш акассипе Çĕнĕ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта. Пĕтĕм облаçĕпе çак ĕçе 132,4 пин гектар (19 процент) çинче пурнăçланă.
Ульяновск, Чартаклă, Чăнлă тата Сăр районĕсенче сахăр чĕкĕнтĕрĕ акма тытăннă. Пĕр çул ӳсекен выльăх апатне облаçра 22,8 пин гектар çинче акса плана 55 процент пурнăçланă.
Пĕтĕмĕшле облаçра 535,5 пин гектар çинче çурхи культурăсем акма палăртнă.
 
: 1634, Хаçат: 19 (1111), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: